Новости по теме

31 Çурла, 2016

Нарколаборатори ĕçне чарса лартнă

Çĕнĕ Шупашкарта полицейскисем амфетамин производствин лабораторине тĕп тунă. Саккуна хирĕçле ĕç-хĕле 39 çулти Çĕнĕ Шупашкар çынни хăйĕн хваттерĕнче йĕркеленĕ.

Шырав вăхăтĕнче право хуралĕн ĕçченĕсем 2,5 грамм хатĕр амфетамин тупнă. Ку виçе вăтамран пĕр хутчен усă курмалли 10 дозăпа танлашать. Кунсăр пуçне наркотик хатĕрлемелли ытти хутăша, япаласене асăрханă. Чăваш Республикин ШĔМ Наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслекен управлени пуçлăхĕн заместителĕ Сергей Скворцов пĕлтернĕ тăрăх — çак «тупра» 50 ытла доза наркотик хатĕрлемелĕх çитет.

31 Çурла, 2016

Çирĕплетекен удостоверени - пĕлтерĕшлĕ документ

Çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнчен Чăваш Республикинчи вырăнти суйлав комиссийĕсенче çирĕплетекен удостоверени пама пуçланă. Суйлавçă унпа усă курса авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче çĕршыври кирек хăш суйлав участокĕнче те сасăлава хутшăнма пултарать.

Ĕнерхи кун тĕлне РФ Патшалăх Думин депутачĕсене суйламашкăн çирĕплетекен удостоверение пирĕн республикăра 2,5 пин çын илнĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйлама кăшт сахалрах. Цифрăсен “чĕлхине” куçарсан çакă Чăваш Енри суйлавçăсен 0,25 проценчĕ пулать. Удостоверенисен йышĕ самай пысăк — 38 пин хатĕрленĕ.

26 Çурла, 2016

Вăй хурса ĕçлесен çитĕнÿ пулать

Производство калăпăшне ÿстересси, çĕнĕ рыноксене продукци ăсатасси — çак ыйтусемпе калаçрĕç ĕнер Шупашкарти вăй агрегачĕсен заводĕнче тата «Канмаш ДСО» обществăн Шупашкарти лифт тăвакан «Эльбрус» заводра. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак предприятисенче ĕçлĕ визитпа пулчĕ.

26 Çурла, 2016

Çивĕч ыйтусене маларах пĕлсе тăмалла

РФ Патшалăх Думин Вĕрентÿ комитечĕн председателĕ, истори наукисен докторĕ, Мускав патшалăх университечĕн патшалăх управлени факультечĕн деканĕ Вячеслав Никонов профессор Чăваш Енре ĕçлĕ визитпа пулнă май Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрне çитсе курчĕ. Унпа пĕрле медицина учрежденийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова та паллашрĕ.

26 Çурла, 2016

Вĕрентекенĕн те пĕлĕве куллен тарăнлатмалла

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланас умĕн республикăри вĕренÿ тытăмĕн ĕçченĕсем йăлана кĕнĕ пекех конференцие пухăнчĕç. Унта педагогика пĕрлĕхĕ иртнĕ вĕренÿ çулне мĕнлерех кăтартусемпе вĕçленине тишкерчĕ, тĕллевсем палăртрĕ.

Pages