Новости по теме

8 Çурла, 2016

Спортсменсем Олимп çулне такăрлаççĕ

Çак кунсенче Бразилири Рио-де-Жанейрора старт илнĕ Олимпиада вăй илсех пырать. Телее, унта Раççей спортсменĕсем те лайăх кăтартусемпе палăраççĕ.

Ăмăртăвăн пĕрремĕш кунĕнчех пирвайхи наградăна — "ылтăна" — Беслан Мудранов дзюдосит çĕнсе илчĕ. Шел те, чăваш хĕрĕ Ирина Долгова /ун çинчен эпир хаçатăн малтанхи кăларăмĕсенче çырса пĕлтернĕччĕ/ çурма финала тухаймарĕ. Иркутск облаçĕнчи Братск хулин дзюдоисчĕ пĕрре саккăрмĕш финалта Аргентина спортсменкине выляса ярса тупăшуран тухса ÿкрĕ.

5 Çурла, 2016

Çĕнĕ Шупашкар: пурнăç пахалăхĕ çуллен лайăхланать

Çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкарта пулнă, хула çыннисемпе курнăçнă, суту-илÿ организацийĕсен ĕçĕпе, автоçулсен юсавĕпе паллашнă.

4 Çурла, 2016

Олег Газманов савăнтарĕ

Çурлан 21-мĕшĕнче Шупашкар çуралнă кунне уявлĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, асăннă мероприятие çулленех Раççей эстрада çăлтăрĕ килет. Тĕп хулара пурăнакансемпе хăнасене кам савăнтарасси паллă.

Шупашкар хулин администрацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, Хĕрлĕ тÿремре Олег Газмановăн концерчĕ иртĕ. Кун çинчен хальлĕхе РФ халăх артисчĕн представителĕсемпе калаçаççĕ. Олег Газманов уявра хăйĕн хичĕсене тата çĕнĕ юррисене шăрантарĕ.

4 Çурла, 2016

Проекта ырланă

Владимир облаçĕнче çамрăксен Пĕтĕм Раççейри «Территория смыслов на Клязьме» вĕренÿ форумĕ иртет. Унта пирĕн республика яш-кĕрĕмĕпе хĕр-упраçĕ те хутшăнать. «IT облаçĕнчи çамрăк ăсчахсемпе преподавательсем» сменăра çеç И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн 9 студенчĕ пулнă.

3 Çурла, 2016

Хоккайдо университечĕн ĕçченĕ — Муркаш тăрăхĕнче

Хоккайдо университетĕнчи славян тĕпчевĕсен центрĕн ăслăлăх ĕçченĕ Масанори Гото Раççейре, Вăтам Азире, Хĕвелтухăç Европăра социологи тĕпчевĕсем ирттерет. Инçет Хĕвелтухăçĕнче, Якутире хăйĕн тĕпчевĕсене йĕркеленĕскер нумаях пулмасть Муркаш районĕнчи Оринин тăрăхне çитнĕ.

3 Çурла, 2016

Урал тăрăхĕнчи сăваплă вырăнсенче

Православи тĕнне пăхăнса пурăнакансем тĕнчери сăваплă вырăнсене çитсе пуç тайма тăрăшаççĕ. Акă Патăрьел тăрăхĕнчи Турра ĕненекенсен пĕр ушкăнĕ çак кунсенче Урал тăрăхĕнче пулнă.

2 Çурла, 2016

Пирĕнсĕр пуçне никам та!

— Ур-ра! Ур-ра! Ур-ра! — хăватлă сасăсем Атăл тăрăх ахрăм пулса инçете саланчĕç. Чăваш Енри десантниксем паян РФ Сывлăш- десант çарĕсен кунне 86-мĕш хут паллă турĕç. Кăвак беретлисене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Хĕрлĕ тÿремре саламларĕ.

2 Çурла, 2016

Юсаса çĕнетнĕ шкулта пĕлÿ илме кăмăллă

Республикăри вĕренÿ учреждениийĕсенче юсав-тирпей ĕçĕсене пурнăçласси çуллахи вăхăтра хĕрÿ пырать. Çак кунсенче районсемпе хуласенчи шкулсемпе садиксем вĕренÿ çулне пуçлама еплерех хатĕрленнине тĕрĕслеме тытăнчĕç. Организацисене йышăнакан комиссисем 1000 организацири лару-тăрăва тĕрĕслĕç.

Çĕнни хăпартлантарать

2 Çурла, 2016

Каллех — экзамен

Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕ /ППЭ/ тата вĕренсе тухакансен патшалăх экзаменĕ /ВТПЭ/ кăçалхи авăн уйăхĕнче икĕ предметпа — вырăс чĕлхипе тата никĕс шайĕнчи математикăпа — иртĕç.

РФ Вĕренÿ министерстви çак тĕрĕслевсен расписанине çирĕплетнĕ. ЧР Вĕренÿ министерстви пĕлтернĕ тăрăх — авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче вырăс чĕлхипе /ППЭ тата ВТПЭ/ экзамен пулать. Авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче — никĕс шайĕнчи математикăпа ППЭ тата математикăпа ВТПЭ. Авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче — вырăс чĕлхипе /ППЭ тата ВТПЭ/, никĕс шайĕнчи математикăпа ППЭ тата математикăпа ВТПЭ.

Pages