Новости по теме

14 Утă, 2016

Машинăшăн вăл мĕн хак тăнине пăхмаççĕ

Раççейре çăмăл автомобильсен вăтам çулĕ 12,5-пе танлашать — çапла пĕтĕмлетнĕ «Автостат» агентство çĕршыври транспорт хатĕрĕсен паркне тĕпченĕ май. Тĕпчевре Чăваш Ен кăтартăвĕсем те пур.

14 Утă, 2016

Аманакансен шучĕ чакнă

Утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче ЧР ĕçпе социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Дмитриев ĕç сыхлавĕпе çыхăннă видиоçыхăну мелĕпе йĕркеленĕ регионсен хушшинчи конференцие хутшăннă. Унта производствăри хăрушсăрлăхпа çыхăннă йывăрлăхсене, вĕсене мĕнле парăнтармаллине сÿтсе явнă. Регионсем пĕр-пĕрин опычĕпе паллаштарнă. Видеоконференцие РФ ĕçпе социаллă хÿтлĕх министрĕн заместителĕ Григорий Лекарев та хутшăннă.

14 Утă, 2016

Çырăнтару - 2016

Хаклa вулакансем!

«Хыпар» Издательство çурчĕн кăларăмĕсене II çур çулшăн çырăнма ĕлкĕреймерĕр пулсан — ан пăшăрханăр. Утă / июль/ уйăхĕн 25-мĕшĕччен çырăнсан — вĕсене çурла / август/ уйăхĕнчен илсе тăма пуçлатăр.

12 Утă, 2016

«Штрафсем пухасси тĕп тĕллев пулмалла мар»

Вырăнти хăйтытăмлăх тата тĕрĕслев-надзор органĕсем пĕр-пĕринпе çыхăнса та ăнланса ĕçлени кăтартусене лайăхлатма май парать, çапах ку енĕпе тăрăшмалли тата нумай-ха — шăпах çак шухăш тĕпре пулчĕ Чăваш Республикинчи вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем тĕлĕшпе ирттерекен тĕрĕслев-надзор ĕç-хĕлĕн тухăçлăхне тишкерекен ведомствăсен хушшинчи комиссин черетлĕ ларăвĕнче.

12 Утă, 2016

Каллех "Чăваш бройлерĕ" калаçтарать

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен, районсемпе хуласен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен планерка ку хутĕнче кăмăллинчен пуçланчĕ: министерствăсемпе ведомствăсен ĕçченĕсене патшалăх служащийĕн черетлĕ званийĕсене панă та — вĕсене чысларĕç. Михаил Васильевич кашнинех алă тытса саламларĕ. "Тивĕçлĕ шайра бюрократ пулмалла, çав вăхăтрах халăх ыйтăвĕсене çывăха илмелле. Сирĕн хамăрăн пĕчĕк Тăван çĕршывăн патриочĕсем пулмалла. Эсир — влаç органĕсен представителĕсем, çакна нихăçан та ан манăр, чыса упрăр", — пехил евĕр янăрарĕç унăн сăмахĕсем.

Pages