Новости по теме

8 Утă, 2016

Тăван кил ăшши парнелекенсен форумĕ

Тăлăхсене йышăннă çемьесен Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче уçăлнă икĕ кунлăх «Çемье ăшши» форумĕн ĕçне паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Йывăр шăпаллă ачасене хăйсен çуначĕ айĕнче ăшăтнăшăн, вĕсене ырлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшнăшăн чĕререн тав тунă.

8 Утă, 2016

Ыттисемшĕн — ырă тĕслĕх

Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ çемье институтне çирĕплетес енĕпе пысăк çитĕнÿ тунăшăн Чăваш хутлăхĕнчи ятлă-сумлă çынсене, çур ĕмĕр ытла кун-çул сукмакне пĕрле такăрлатакан, çураçупа килĕшÿре пурăнакан, йышлă ывăл-хĕр çуратса вĕсене халăха юрăхлă çитĕнтернĕ ашшĕ-амăшĕнчен пиллĕкĕшне «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» орден медалĕпе /кăçал çак чыса тивĕçнĕ 6-мĕш çемьене РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич маларах сумланă/ тата сакăр мăшăра Чăваш Республикин «Юратупа шанчăклăхшăн» орденĕпе наградăланă.

7 Утă, 2016

Пысăк витĕмлĕ пуçлăхсен ретĕнче

Политика тата экономика коммуникацийĕсен агентстви Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен пуçлăхĕсен 2016 çулхи çĕртме уйăхĕнчи витĕмĕн черетлĕ рейтингне пичетлесе кăларнă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн рейтингри позицийĕшĕн тăнăçлăх кăтартуллă. Вăл Раççейри кĕпĕрнаттăрсен "Пысăк витĕм" паллăллă ушкăнне кĕрет /федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче — 7-мĕш вырăнта/.

7 Утă, 2016

Канашлу пĕлтерĕшне пысăка хурса хакланă

Паллă политолог, Граждан обществин аталанăвĕн фончĕн Чулхулари филиалĕн ертÿçи Евгений Семенов Атăл тăрăхĕнче çĕртме уйăхĕнче пулнă тĕп пулăмсене пĕтĕмлетнĕ. Унăн комментарийĕнче Чăваш Ене тÿрремĕнех пырса тивекен самант та пур.

7 Утă, 2016

Условия размещения предвыборных агитационных материалов

Условия размещения предвыборных агитационных  материалов в изданиях АУ «Издательский дом «Хыпар»  Мининформполитики Чувашии в период избирательной кампании по выборам депутатов Государственной Думы Федерального Собрания Российской Федерации седьмого созыва и депутатов Государственного Совета Чувашской Республики шестого созыва, назначенными на 18 сентября 2016 года

7 Утă, 2016

Çырăнтару - 2016

Хисеплĕ вулакансем!
"Хыпар" Издательство çурчĕн кăларăмĕсене 2016 çулăн II çурри валли çырăнма ĕлкĕреймерĕр тĕк çурла-раштав уйăхĕсенче илсе тăма кая юлман-ха. Паянах почтальонпа тĕл пулма васкăр! Пирĕн хаçат-журнала кашни çыхăну уйрăмĕнчех çырăнма май пур.
5 уйăхлăха:
"Хыпар" — 613,35 тенкĕ,
"Хыпар-эрнекун" — 281,95 тенкĕ,
"Çамрăксен хаçачĕ — 319,30 тенкĕ.
Çавăн пекех "Советская Чувашия" хаçатăн киоскĕнче тата редакцире çырăнтараççĕ.
 

Pages