Новости по теме

22 Ака, 2016

Икĕ уйăхлăха чарнă

Атăл-Каспи пулă хуçалăхĕн бассейнĕнче пулă тытмалли йĕркепе килĕшÿллĕн Атăлта, Сăрта, республикăри ытти шыв-шурта ака уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕччен биоресурссене тытмалли хатĕрсемпе шутлăн усă курмалла.

Чăн та, вăлча сапман вырăнта икĕ йĕпрен ытла мар çыхăнтарнă вăлтана çыран хĕрринчен яма юрать. Кимĕпе шыва кĕрсе ларма чарнă. Çак чару пĕвесен, кÿлĕсен, пĕчĕк юханшывсен хĕрринче пушă вăхăта ирттерме кăмăллакансене пырса тивет. Вĕсене сĕреке, тетел, сеткăран хатĕрленĕ ытти хатĕр яма çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те чарнă.

22 Ака, 2016

Библиокаç

Чăваш наци библиотеки çурхи уявсенчен пĕрне — "Библиокаç-2016" мероприятие — кĕтсе илме хатĕрленет. Вăл ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче иртĕ тата ăна Наци библиотекине йĕркеленĕренпе 145 çул çитнине, çавăн пекех Раççей Кино çулталăкне халалланă.

Мероприятие çулленех çÿллĕ шайра ирттересси йăлана кĕнĕ. Кăçал тата хăватлăрах пуласса шантараççĕ. Библиотека хăнисем валли çак кун 40 яхăн лапам ĕçлĕ.

Каçхине, ултă сехетре, "Чăваш кĕнеки" центрта "Манăн библиотека" ятпа асаилÿсен каçĕ уçăлĕ. Унта библиотека ветеранĕсене, вулакансене кĕтеççĕ.

22 Ака, 2016

Шкулсенче — Кино эрни

Ака уйăхĕн варринче республикăра Тĕнче уçлăхĕпе çыхăннă Кино эрни уçăлнă. Ăна ЧР патшалăх электрон тата кинодокументаци архивĕ йĕркеленĕ. Кино эрнине вара Раççей Кино çулталăкĕпе тата Юрий Гагарин уçлăха вĕçнĕренпе 55 çул çитнипе çыхăнтарнă.

Кино эрни вăхăтĕнче "Киномобиль шкула пырать" проект пурнăçа кĕрĕ. Архивăн куçса çÿрекен киноцентрĕ тĕп хулари 10-мĕш вăтам шкула çитнĕ те ĕнтĕ. Аслă классенче вĕренекенсем "Большое космическое путешествие", "Москва — Кассиопея", "Гагарин" фильмсем пăхнă. Кунашкал мероприятисем ытти шкулта та иртеççĕ.

22 Ака, 2016

Уроксене çĕнĕлле — Сингапур меслечĕпе

Нумаях пулмасть Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Чăваш Çĕпрел ялĕнчи вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен семинарĕ иртрĕ. Асăннă мероприятие Чăваш чĕлхин кунне халалланă.

Семинарта чăваш чĕлхипе литература урокĕсенче атте-анне чĕлхипе тĕрĕс те хитре калаçасси тата ăна аталантарасси пирки калаçрĕç. Чăваш Çĕпрел шкулне районти кашни чăваш шкулĕн чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ хутшăнчĕ. Район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн методисчĕ Альбина Кутюмова вĕсен ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ.

22 Ака, 2016

ÇАНТАЛĂК ÇИНЧЕН

Канмалли кунсенче республикăра улшăнса тăракан пĕлĕтлĕ çанталăк пулать, вăхăт-вăхăтпа çумăр çăвать. Паян, ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче, кăнтăрла — 8-13, каçхине 1-6 градус ăшă пулать. Ыран, ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче, кăнтăрла — 9-14, каçхине 2-5 градус ăшă пулать. Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче — 2-11 градус ăшă.

Çил кăнтăр-хĕвеланăç енчен 9-14 метр хăвăртлăхпа вĕрет. Хĕвел ирхине 5 сехетре тухать, каçхине 20 сехетре анать. Кун тăршшĕ — 15 сехет.

22 Ака, 2016

Çĕнтерÿ ялавĕ умĕнчи чаплă хуралта

Çĕршыв кăçал Аслă Çĕнтерÿ 71 çул тултарнине паллă тăвать. Чаплă куна чыслă кĕтсе илме хатĕрленсе çамрăк ăрăва патриотла воспитани парассипе çыхăннă тĕрлĕ мероприяти ирттерме тытăннă ĕнтĕ.

Pages