Новости по теме

10 Пуш, 2016

Пăр çинче – юрăçсем

Чăваш Ен наци телерадиокомпанийĕ пушăн 8-мĕшĕ ячĕпе республикăн тĕп уявне - «Юратнă хĕрарăмсене» концерт - ирттерчĕ.

Пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче «Шупашкар-Арена» пăр керменте йĕркеленĕ концерта чăваш эстрада юрăçисем Александр Васильев, Алина Михайлова, Андрей Кузнецов, Валентина Кузнецова, Константин Рязанов, Алексей Шадриков, Алина Варна, Андрей Думилин, çавăн пекех «Асанне-elektrik show", "Дуняша style", "Çиларман" ушкăнсем хутшăнчĕç.

10 Пуш, 2016

Ăслă, илĕртÿллĕ...

Камсем çинчен сăмах пынине тавçăрма йывăрах мар - Чăваш Ен хĕрарăмĕсем çинчен! Йăлана кĕнĕ «Эх, мĕнлерех хĕрарăм!» конкурс пуш уйăхĕн 8-мĕшĕ умĕн Чăваш Ен тĕп хулинче саккăрмĕш хут иртрĕ.

Шупашкар хула администрацийĕпе Хĕрарăмсен канашĕ пуçарнипе йĕркелекен конкурс тĕллевĕ - ĕçре, килте, обществăра çаврăнăçулăхне, илĕртÿлĕхне, пултарулăхне кăтартакан хĕрарăмсемпе мăнаçланасси, вĕсене хавхалантарасси.

10 Пуш, 2016

Ялта футбол аталанать

Республикăри ветерансен хушшинчи нумай пулмасть вĕçленнĕ футбол чемпионатĕнче «Волга», «Сталь», «Динамо» командăсемпе Шăмăршă районĕнчи Пуянкасси команди ăнăçлă тытăçрĕ.

Кĕтмен çĕртенех çĕнĕ ушкăн тăваттăмĕш вырăн йышăнчĕ. Команда йĕркелÿçи çак ялта çуралса ÿснĕ Сергей Андронов каланă тăрăх - опыт çитменни çеç çĕнтерÿ картлашки çине хăпарма чăрмантарнă.

Команда ячĕ - ДМБ /Деревня Малое Буяново/. Вырăсларан куçарсан - Пуянкасси ялĕ. Командăри тĕп вылякансем - шăпах çак ялтан тухнăскерсем. Вĕсемсĕр пуçне йышра Шăмăршă районĕнче çуралнисем, ыттисем пур.

10 Пуш, 2016

Пĕрисем - Мускавра, теприсем - Сочире

Нарăсăн юлашки кунĕсенче çăмăл атлетика енĕпе çĕршывра икĕ чемпионат иртрĕ. Малтан вĕсем Мускавра ăмăртрĕç. Унта пирĕн республика спортсменĕсене те ăнчĕ.

Шăчăпа 4,70 м çÿллĕшне сиксе пĕрремĕш вырăн йышăннă Анжелика Сидорова Мускав хулипе Чăваш Ен командисене нумай очко кÿчĕ. Удмуртпа Чăваш республикисен чысне хÿтĕлекен Елена Наговицына 5000 метрлă дистанцие виççĕмĕш чупса тухрĕ. Çак дистанцирех çамрăкрах спортсменсен хушшинче Ольга Николаевăпа Александр Новиков иккĕмĕш кăтартупа палăрчĕç.

4 Пуш, 2016

Муркашсем ĕçлеме юратаççĕ

«Юратаççĕ кăна мар, ăнăçлă ĕçлеме пĕлеççĕ. Районăн хăвачĕсем пĕчĕк мар. Ахальтен мар эсир иртнĕ çула тивĕçлĕ вĕçленĕ», - Муркаш районĕнче ĕçлесе пурăнакансене çапла пысăк хак панинчен пуçларĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев районăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмлетессине тата 2016 çулхи тĕллевсене палăртассине халалланă анлă канашлăва.

4 Пуш, 2016

Чăваш çĕрулмийĕ чикĕ леш енче те сутăнтăр!

Шупашкарта çĕрулми куравĕ йĕркелесси ырă йăлана кĕчĕ. Вăл «Экспо-Контур» суту-илÿпе курав комплексĕнче ĕнерпе паян иртет. Унта Раççейри 22 регионтан тата Беларуç Республикинчен килсе çитнĕ предприятисем хутшăнаççĕ.

4 Пуш, 2016

Пыл ăстисем канашларĕç

Патăрьелти агропромышленноç техникумĕнче «Пыл хурчĕсене пулăшасчĕ» ыйтупа республика шайĕнчи II форум иртрĕ. Хурт-хăмăр ăстисем унта пыл тĕсĕсемпе, ăна хушса хатĕрленĕ апат-çимĕçпе, вĕлле хуртне сиплемелли майсемпе паллашрĕç. Хурт пăхнă чухне усă курмалли ĕç хатĕрĕсене, тĕрлĕ вĕллене курчĕç. Пыл хурчĕ çинчен çырса кăтартнă кĕнеке-брошюрăпа, журналсемпе кăсăкланчĕç. Пĕр-пĕрин пылне пахаларĕç.

Pages