Новости по теме

21 Нарăс, 2016

Чăваш Ен командин - кĕмĕл медаль

Сыктывкарта 15-16 çулсенчи хĕрсемпе каччăсен хушшинче йĕлтĕрпе чупас енĕпе Раççей ăмăртăвĕ иртет. Тупăшусен тăваттăмĕш кунĕ Чăваш Ен пикисемшĕн ăнăçлă пулнă - Ачасемпе çамрăксен Олимп резервĕсен ятарлă 2-мĕш спорт шкулĕнче ăсталăха туптакан Кристина Кусковăпа Екатерина Григорьева, Ачасемпе çамрăксен Олимп резервĕсен ятарлă 1-мĕш спорт шкулĕнче вĕренекен аппăшĕпе йăмăкĕ - Зойăпа Елена Зайцевăсем - эстафетăра ăмăртса кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Чăваш Республикин чысне хÿтĕлекен спортсменкăсем Мускав хĕрĕсене 4 çеккунт кăна выляса янă. Виççĕмĕш вырăнта - Томск облаçĕн пикисем.

20 Нарăс, 2016

Михаил Игнатьев Шăмăршă районĕнче

Нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шăмăршă район депутачĕсен Пухăвĕн анлă ларăвне хутшăнчĕ. Унта муниципалитетăн 2015 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕпе тата кăçал чи малтан пурнăçламалли тĕллевсемпе паллашрĕ.

20 Нарăс, 2016

Лана Прусакова - çамрăксен Олимп вăййисен чемпионĕ

Чăваш Енри Лана Прусакова фристайлистка Норвегири Лиллехаммерта нарăсăн 12-21-мĕшĕсенче иртекен çамрăксен II Олимп вăййисенче "ылтăн" çĕнсе илнĕ.

19 Нарăс, 2016

Улатăрсем пĕлтĕрхи ĕçсене пĕтĕмлетрĕç

Нарăсăн 18-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Улатăр хулипе районĕнче пулчĕ. Малтанах вăл «Электроавтомат» обществăн ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ. Улатăр хулин социаллă пурнăçĕпе экономикăн пĕлтĕрхи аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕпе кăçалхи тĕллевĕсене сÿтсе явма хутшăнчĕ. Çакăн хыççăн Октябрьски ял тăрăхĕн культура çуртне çитрĕ. Унта район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем, ял тăрăхĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем пуçтарăнчĕç.

18 Нарăс, 2016

«Çĕнĕ ятсем уçатпăр»

Чăваш Республикин Култьтура министерстви, Чăваш Рес-публикикинчи профессионал çыравçăсен пĕрлешĕвĕ тата Чăваш Республикин ачасемпе çамрăксен библиотеки çамрăк çыравçăсен
«Çĕнĕ ятсем уçатпăр»
конкурсне йĕркелет.

18 Нарăс, 2016

Телеканалти проекта хутшăннă

Чăваш Енĕн маттур та пултаруллă çамрăкĕсем çĕршыв, тĕнче шайĕнче палăраççĕ. Çĕрпÿ хĕрĕ Мая Егорова Пĕрремĕш каналпа кăтартакан «Голос. Дети» проекта хутшăннă.

Асăннă проектăн 3-мĕш сезонĕ çак шăматкун, нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче, старт илĕ. 6 çултанпах музыкăпа интересленекен Мая унта икĕ хут лекме хăтланнă, анчах виççĕмĕшĕнче кăна ăннă ăна. Вăл жюри членĕсен умĕнче Ани Лорак юрăçăн репертуарĕнчи пĕр юрра шăрантарнă. 14 çулти хĕрача проектра пĕр-пĕр наставник патне лекнĕ-и? Ку вăрттăнлăхра.

18 Нарăс, 2016

Саккун проектне ырламан

Пĕлтĕр Раççейре 21 çула çитмен яшсемпе хĕрсене алкоголь продукцине сутма чарас ыйтăва çĕкленĕччĕ. Чылайăшĕ çак саккуна йышăнма сĕннĕ. Халĕ РФ Правительствинче ку ыйту тĕлĕшпе пăнчă лартнă: вăл вăя кĕмĕ.

18 Нарăс, 2016

Конкурса хутшăнар

Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ умĕн /вăл 2016 çулхи утă уйăхĕн 1 - çурла уйăхĕн 15-мĕшĕсенче иртĕ/профессионалсен тата сăн ÿкерме юратакансен «Манăн Раççей» конкурсĕ иртет. Унăн тĕллевĕ - Раççей ялĕ мĕнле пурăннине, йăли-йĕркине, çитĕнĕвне, ял хуçалăхĕн лайăх енĕсене кăтартасси.

2015 çулхи утă уйăхĕнчен пуçласа паянхи кунччен çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен конкурса 300 ытла ÿкерчĕк ярса панă. Киров, Самар, Владимир облаçĕсенче, Чăваш Енре, Алтай крайĕнче пурăнакансем уйрăмах хастар пулни курăнать.

Pages