Новости по теме

14 Раштав, 2015

М.Игнатьевăн рейтингĕ татах лайăхланнă

Граждансен обществин аталанăвĕн фончĕ Раççей регионĕсен пуçлăхĕсен эффективлă ĕçĕсен рейтингĕн вунпĕрмĕш кăларăмне хатĕрленĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "çÿллĕ рейтинг" ушкăна кĕнĕ, 3 картлашка çÿлерех çĕкленнĕ. Вăл Саха /Якути/ Пуçлăхĕпе Егор Борисовпа 34-35-мĕш вырăнсене пайлать. Федерацин Атăлçи округĕнчи 14 регион хушшинче Чăваш Ен Пуçлăхĕ 6-мĕш вырăнта /1-мĕшĕнче - Тутартсан Президенчĕ Рустам Минниханов/.

14 Раштав, 2015

«Хăнара» çывăрнăшăн

Тăвай районĕн миравай судйи 54 çулти Н.Васильев тĕлĕшĕпе пуçарнă уголовлă ĕçе пăхса тухнă. Арçынна ют çурта хуçи ирĕк памасăр кĕнĕшĕн айăплаççĕ.

Следствипе суд Васильев çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче ÿсĕрле малтанхи арăмĕн çуртне кĕрсе верандăра çывăрма выртнă тесе палăртнă. Арăмĕ пулнăскер ăна хăйĕн çуртне кĕме чарнине, унпа калаçма кăмăл туманнине лайăх чухланă вăл. Çавăн пекех арçын хĕрарăм çĕр каçма куллен ватă амăшĕ патне кайнине те пĕлнĕ. Хĕрарăм каçпа тухса кайсан сивĕтмĕшри апатпа хăналаннă вăл, кун хыççăн каллех çывăрма кĕрсе выртнă.

10 Раштав, 2015

Паянхипе ыранхи малашлăха çул уçать

Çулталăк вĕçленсе пынă тапхăр унччен мĕн тунине тишкермелли-пĕтĕмлетмелли, малашлăха çĕнĕ тĕллевсем палăртмалли вăхăт. Çакна тĕпе хурса Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕ хăйĕн çирĕм виççĕмĕш конференцине ирттерчĕ. Кун йĕркинчи ыйтусем паянхи кунпа кăна мар, ыранхипе те тачă çыхăннă.

10 Раштав, 2015

Сумлă ăмăрту умĕнхи пĕлтерĕшлĕ тĕлпулу

ЧР Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле сăнланнă пикесем çине пăхнă май вĕсем ирĕклĕ кĕрешĕве суйланине ĕненме те çук. Çапла, хÿхĕм чиперккесем ăмăртусенче вун-вун спортсменкăна çĕнтерме пултарнă.

Pages