Новости по теме

8 Раштав, 2015

Аслă шкулсем кадрсене кирлĕ чухлех хатĕрлеççĕ-и?

Кам, хăçан, мĕн чухлĕ кирлĕ пулать? Республикăра тата çĕршывра тĕрлĕ тытăмра ĕçлекен специалистсем пирки ятарлă тĕплĕ тĕпчев тăвас ыйту тахçантанпах çивĕч тăрать.

8 Раштав, 2015

Çĕнĕ çула çирĕплетнĕ бюджетпа кĕретпĕр

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн раштав уйăхĕн 8-мĕшĕнчи черетлĕ вăтăр виççĕмĕш сессийĕн кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри - "Чăваш Республикин 2016 çулхи республика бюджечĕ çинчен" саккун проекчĕ пулчĕ. Ăна сессин пĕрремĕш тапхăрĕнче пĕрремĕш сасăлавпа йышăннăччĕ. Ун хыççăнхи тапхăрта парламентри пур фракцисенчи депутатсем ведомство ертÿçисемпе экспертсене хутшăнтарса питĕ тĕплĕ тишкернĕ, комитетсенче сÿтсе явнă. Тÿрлетÿсемпе хушăмсем кĕртме сăлтав тупăнман.

7 Раштав, 2015

Кредит рейтингне çирĕплетнĕ

Хальхи вăхăтра Чăваш Енĕн пĕтĕм тĕнчери икĕ рейтинг агентствин кредит рейтингĕсем пур - Fitch Ratings тата Moody,s Investors Service агентствăсен. Çак агентствăсем республикăн кредит рейтингĕсене çуллен мониторинг тăваççĕ.

4 Раштав, 2015

Чăваш Ен кăтартăвĕ чылай регионран лайăхрах

Чăваш Республики çынсене авариллĕ пурăнмалли çурт-йĕрсенчен хăтлă хваттерсене куçарассипе çĕршыври ытти регионсен хушшинче виççĕмĕш теçеткере. Ку кăтарту вăтам кăтартуран çÿллĕрех.

4 Раштав, 2015

Владимир Путинăн Федераци Пухăвне янă Çырăвне комментари параççĕ

Михаил ИГНАТЬЕВ - Президент Çырăвĕ пирки
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Владимир Путин Çырăвĕ пирки комментари панă май çапла палăртнă:
4 Раштав, 2015

Хисеплĕ "Çамрăксен хаçачĕн" сотрудникĕсем,

ветеранĕсем тата штатра тăман корреспонденчĕсем!

"Çамрăксен хаçачĕ" 90 çул тултарнă ятпа сире чун-чĕререн саламлатăп!

"Çамрăксен хаçачĕ" Чăваш Республикин аслă тата ятлă-сумлă хаçат-журналсен шутĕнче тăрать.

Pages