Новости по теме

24 Чÿк, 2015

Шалу тÿлеменшĕн - штраф

Шупашкар районĕн прокуратури «Шупашкарти электроустановкăсен завочĕ» ОООра ĕçлев саккунĕсен требованийĕсене пăснине тăрă шыв çине кăларнă.

Ĕçлев кодексĕпе килĕшÿллĕн çынна вăл ĕçрен пăрахса кайнă кун шалу туллин тÿлесе татмалла. Заводра шăпах çак йĕркене уяман. Т.Сучиловăпа И.Федорова, хăйсен ирĕкĕпе ĕçрен каяканскерсене, ĕç укçине ĕçлеме пăрахнă кун тÿлесе татман. Пĕрин умĕнчи парăм - 22 пин, теприн умĕнче 14 пин тенке яхăн пулнă.

24 Чÿк, 2015

Трак енсем Сементер сăввисене кăмăллаççĕ

Красноармейски салинчи Культура çуртĕнче Литература çулталăкне халалласа Юрий Сементерĕн сăввисене вулакансен «Сăввăмçăмсем, шăнкăртатса шăранăр» конкурс иртнĕ. Ăна Чăваш наци конгресĕн Красноармейскинчи уйрăмĕн хастарĕсен, район центрĕнчи тĕп библиотекăпа Культура çурчĕн ĕçченĕсен пуçарăвĕпе йĕркеленĕ.

24 Чÿк, 2015

Библиотекарьсем яланах ăшă кăмăллă

Шупашкар хулинчи Маяковский ячĕллĕ библиотекăра питĕ хăтлă та хитре. «Медиатека» пайра кĕнеке пĕлтерĕшне самантрах туйса илетĕн. Ку «асамлă» пÿлĕм хуçи - Наталья Александровна Мингазова.

Методикăпа вĕренÿ пособийĕсемсĕр пуçне фондра вырăсла тата чăвашла çырнă кĕнекесем, юрăсен пуххисем, кассетăсем тата авалхи пластинкăсем тупма пулать. Кунсăр пуçне фонда компьютерпа, телевизорпа, видеокамерăпа, магнитофонпа, микрофонпа, проекторпа тата хальхи вăхăтри ытти техникăпа пуянлатнă. Вулакансем кирек хăш вăхăтра та Интернетпа усă курма пултараççĕ.

23 Чÿк, 2015

Репертуар хушăннă

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче Денис Фонвизинăн «Недоросль» камичĕ хăйĕн кураканне тупрĕ. Çак ĕç шкул ачисемшĕн тата студентсемшĕн уйрăмах кăсăклă. Унăн режиссерĕ - Вячеслав Оринов.

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн репертуарĕ Николай Терентьев пьеси тăрăх хатĕрленĕ «Манăн çăлтăр тÿпере» çĕнĕ спектакльпе пуянланчĕ. Режиссерĕ - Наталия Сергеева. Çак ĕçре çамрăксен пурнăçне сăнланă.

23 Чÿк, 2015

Акци пуçланнă

Чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа Раççейре «Вилĕм ăçта сутнине пĕлтер» акци пуçланнă. Республикăра вăл пĕрремĕш хутчен иртмест. Халĕччен ку акцие 2200 ытла çын хутшăннă. Çынсем наркăмăшлă япаласем ăçта сутнине пĕлтернин витĕмĕ пысăк. Çавăнпах наркопритонсем вырнаçнă, наркăмăш сутакан вырăнсем çинчен талăкĕпе ĕçлекен «шанăç телефонĕпе» - 8/8352/ 23-01-00 шăнкăравласа пĕлтермелле. Ятăр-шывăр вăрттăнлăхра юлĕ. info@21.fskn.gov.ru электрон адреспа çыру та яма юрать.

Татьяна НИКОЛАЕВА.

23 Чÿк, 2015

Пуйма килнĕ «хăнасем»

Республикăри наркополицейскисем юпа уйăхĕн вĕçĕнче Чăваш Енре Анат Тагил икĕ çыннине тытнă. Вĕсем пирĕн тăрăха синтетика наркотикĕсем сутса хăйсен бизнесне сарас тĕллевпе килнĕ.

Гастролерсем темиçе уйăх наркăмăша вăрттăн вырăнсене хурса-салатса пурăннă. Хăйсене тытасран асăрханнă вĕсем: синтетикăна алăран паман, Интернетра ят палăртмасăр çырнă. Темле вăрттăн хăтлансан та палăрмасăр юлман вĕсем, наркополицейскисен аллине лекнĕ. Тăван тăрăхне «наркоусламçăсем» урăх статуспа таврăнĕç.

23 Чÿк, 2015

Тетте пуçтарманшăн...

Хулари Калинин районĕнчи следстви уйрăмĕ 27 çулти арçын тĕлĕшĕпе уголовлă ĕç пуçарнă. Шупашкар арçыннине икĕ çулти хĕрне вĕлерме пултарнă тесе шанмаççĕ.

Следстви версийĕ тăрăх, чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче ÿсĕрскер икĕ çулти ачипе вăрçăннă. Шăв-шав çĕклени çитмен ăна, пĕчĕкскерне хĕненĕ те. Ку та çителĕксĕр пек туйăннă курăнать - мăйĕнчен аллипе пăвнă. Хĕрача вырăнтах вилсе кайнă.

Ашшĕ ăнлантарнă тăрăх, вăл çак усал утăма тĕпренчĕкĕ хăй хыççăн тетте пуçтарманнипе тунă.

Следстви ĕç-пуçа малалла тишкерет.

 

Анна НИКОЛАЕВА.

21 Чÿк, 2015

Телейлĕ çул пултăр!

Паян республикăри Шалти ĕçсен министерствин пĕрлештернĕ отрячĕ Çурçĕр-Кавказ регионне командировкăна тухса кайрĕ. Нумай вăхăтлăха Чăваш Ен тулашĕнче служба тивĕçĕсене пурнăçлама каякан полицейскисене çывăх çыннисемпе тăванĕсем, республика ертÿлĕхĕ Хĕрлĕ лапамра чаплă лару-тăрура ăсатрĕç.

20 Чÿк, 2015

Çамрăксен министрĕсене палăртнă

Чăваш Республикин Çамрăксен правительствине туса хурасси çинчен калакан Указа Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2015 çул пуçламăшĕнче алă пуснăччĕ. Хальхи вăхăтра унăн йышне çирĕплетнĕ, унта пĕтĕмпе 12 çамрăк министр кĕнĕ.

Pages