Новости по теме

19 Чÿк, 2015

Таптаса вĕлернĕ… пахчарах

Патăрьел следователĕсем 53 çулти арçын тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тишкерсе вĕçне тухнă, ăна çынна асăрхамасăр вилĕм кÿнĕшĕн айăпласшăн.

Следстви версийĕ çапларах: кăçалхи авăнăн 11-мĕшĕнче Нăрваш Шăхаль ялĕнче тырă пушатнă хыççăн «Соболь» автомашинăн ÿсĕр водителĕ пахчара çĕр улми аври çумлакан кинемее асăрхамасăр таптанă. 77 çулти хĕрарăмăн чĕри çавăнтах тапма чарăннă. Ĕç-пуçа район сучĕ çак кунсенчех пăхса тухĕ.

18 Чÿк, 2015

"Сывлăх", 45 /861/ №. 18.11.2015

о Пуç çаврăннă чухне.
о Сырлан чейĕ паха.
о Алăсене - минтер айне.
о Шалти органсем çинчен.
о Вьетнамра çапла сипленеççĕ.
о Çĕр çул - чикĕ мар!
о Грипп ан ертĕр.
о Тĕрлĕрен калаççĕ, анчах...
о Газ пухăнать, хырăм кÿпĕнет.
17 Чÿк, 2015

Çар тивĕçне - Президент полкĕнче

Çар тивĕçне Президент полкĕнче пурнăçласси - пысăк чыс тата яваплăх. Кăçал çак полка кайма Чăваш Енри 10 каччăна суйласа илнĕ. Чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче вĕсене Канашри сбор пунктĕнчен служба вырăнне чыслăн ăсатса ячĕç.

17 Чÿк, 2015

Шупашкарта Пĕтĕм чăвашсен пĕрремĕш "Асам" кинофестивалĕ пырать

Чăвашсен пĕрремĕш кинофестивалĕ Чăваш наци библиотекинче уçăлчĕ. Çак савăнăçлă самантра йĕркелÿçĕсемпе юнашар республикăн культурипе искусствин паллă ĕçченĕсем, Чăваш наци когресĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ Валерий Клементьев пулчĕç.

17 Чÿк, 2015

Промышленноç вăй илет-ха, анчах - ерипен çеç

«Красногорск стрелокĕ» налук парăмĕсене каçармасть

Республика Пуçлăхĕ отпуска кайнине кура тунти кунсерен ĕç тăвакан влаç органĕсен, муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттерекен канашлăва ку хутĕнче Иван Моторин ертсе пыни вырăнлă та пулчĕ пек: кун йĕркинчи промышленноç, çул-йĕр ыйтăвĕсем - шăпах вăл тÿрремĕнех яваплă темăсем.

17 Чÿк, 2015

Укçапа тухăçлă усă курмалла

Министрсен Кабинечĕн шăмат кунхи ларăвĕ анлă йышпа иртнине, унта вырăнсенчи влаç органĕсен ертÿçисене те чĕннине кура ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев калаçăва районсемпе хуласен çĕнĕрен суйланнă пуçлăхĕсене саламланинчен пуçларĕ. Асăрхаттарма та манмарĕ: лава кÿлĕннĕ пулсан - ĕçлемелле.

17 Чÿк, 2015

Бюджет саккунĕн проектне - çĕнĕ тÿрлетÿсем

е 2015 çула ăнăçлă вĕçлеме майсем пурри çинчен

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе Правительство çуртĕнче «Чăваш Республикин 2015 çулхи тата планланă 2016, 2017 çулсенчи тапхăрта республика бюджетне пайăрлатассин тĕп виçисем çинчен» ыйтупа канашлу иртрĕ. Унта ЧР ĕç тăвакакан влаç органĕсен ертÿçисем, Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, Пĕтĕм Раççей халăх фрончĕн Чăваш Енри регион штабĕн, Общество палатин членĕсем, Шупашкар хула Пухăвĕн депутачĕсем хутшăнчĕç.

17 Чÿк, 2015

Палата сайчĕ - призерсен йышĕнче

«Патшалăх служби» журналăн кăçалхи пиллĕкмĕш номерĕнче регионсенчи Общество палатисен официаллă сайчĕсен мониторингĕн пĕтĕмлетĕвĕ пичетленнĕ. Ăна Раççейри Общество палатин аппарачĕпе «Экономикăн аслă шкулĕ» наука-тĕпчев институчĕ пĕрле ирттернĕ.

Pages