Новости по теме

13 Чÿк, 2015

«Хăрушлăхсăр электричество»

«Хыпар» Издательство çурчĕн пĕчĕккисем валли кăларакан «Тетте» журналĕ тата «Атăл çинчи МРСК» ПАОн «Чăвашэнерго» филиалĕ ачасен хушшинче çакăн пек ятпа йĕркеленĕ конкурсĕ вĕçленчĕ. Ытлари кун конкурс çĕнтерÿçисене энергетиксемпе пĕрле «Хыпар» редакцийĕнче чысларăмăр.

13 Чÿк, 2015

Литература çулталăкĕнчен Кино çулне - «Асам» фестивальпе

Раççейре килес 2016 çула Кино çулталăкĕ тесе паллă тума йышăннине нумайăшĕ пĕлет те ĕнтĕ. Çакна шута илсех-тĕр чÿк уйăхĕн 16-21-мĕшĕсенче Шупашкарта Пĕтĕм чăвашсен «Асам» фестивальне ирттерме палăртнă. Кун пекки Чăваш Енре - пĕрремĕш хут.

13 Чÿк, 2015

Геннадий Волков ячĕпе - этнокультура форумĕ

Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕ йĕркеленипе этнопедагогикăна пуçарса янă Геннадий Волков паллă ăсчаха асăнса «Ылтăн сăпка» ятлă Пĕтĕм Раççейри пĕрремĕш этнокультура форумĕ иртрĕ.

13 Чÿк, 2015

Аваллăха таврăннăн туйăнчĕ

Çĕрпÿ районĕнчи шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине тата тăван ен культурине вĕрентекенсем икĕ кунлăх çул çÿревре пулчĕç. Чĕмпĕр облаçне, авалхи Пăлхар, Пÿлер тата Сувар хулисене çитсе курчĕç.

13 Чÿк, 2015

Республикăмăрти халăхсен портречĕ

Чăваш Республикинче 100 ытла наци пурăнать: халăхăн 67,7% - чăвашсем, 26,9% - вырăссем, ыттисем - тутарсем, мордвасем, украинсем, марисем, белоруссем... Анчах та эпир Чăваш çĕрĕнчи халăхсен кун-çулне, йăли-йĕркине, ĕненĕвне пĕлетпĕр-и-ха?

13 Чÿк, 2015

Тĕлпулăва Иванов çулталăкне халалланă

Красноармейски районĕнчи Янкасри библиотекăра «Канлĕх» ветерансен клубĕ «Трак енĕн литература тĕнчи» уяв каçĕ ирттернĕ. Ăна Литература тата Константин Иванов çулталăкĕсене халалланă.

Унăн ĕçне вырăнти ветерансен канашĕн членĕсем /председателĕ - Екатерина Васильева/, Красноармейски районĕн ветерансен канашĕн председателĕ Георгий Ефимов, Чăваш наци конгресĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи Зинаида Михайлова, район центрĕнчи тавра пĕлÿ музейĕн йĕркелÿçи, ЧНК уйрăмĕн членĕ Валентина Тихонова, Николай Ершовпа Валентина Рудникова сăвăçсем хутшăннă.

13 Чÿк, 2015

ÇАНТАЛĂК ÇИНЧЕН

Канмалли кунсенче республикăра пĕлĕтлĕ çанталăк пулать, вырăн-вырăнпа юр е йĕпе юр çăвать. Чÿк уйăхĕн 13-мĕшĕнче кăнтăрла та, каçхине те 2 градус сивĕрен пуçласа 3 градус ăшă пулать. Чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕнче кăнтăрла - 4 градус сивĕрен пуçласа 1 градус ăшă, каçхине - 0-5 градус сивĕ. Çил çурçĕр-хĕвеланăç енчен 3-10 метр хăвăртлăхпа вĕрет. Атăл шывĕ 1-2 градус ăшă тăрать, пĕчĕк юханшывсенче - 0 градус. Хĕвел ирхине 7 сехет те 20 минутра тухать, каçхине 15 сехет те 50 минутра анать. Кун тăршшĕ - 8 сехет те 30 минут.

12 Чÿк, 2015

Грецире Улатăр хĕрĕ çухалнă

Улатăрта пурăнакан 21 çулти хĕр Грецири Родос утравĕ çине кăçалхи çулла тухса кайнă. Елизавета Полякова хореографипе шкулта вĕреннĕ чухнех интересленнĕ. Вăл ташă ушкăнĕпе ют çĕршывсене - Турцие, Таиланда, Египета - унчченех кайса курнă. Анчах хальхинче пике пĕчченех кайма шухăшланă.

12 Чÿк, 2015

Колони ĕçченĕн хăтланăвĕ

Шупашкарти Ленин районĕн следователĕсем Раççей ФСИНĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн юсанмалли 1-мĕш колонийĕн сотрудникĕ тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тишкерсе вĕçне тухнă - 29 çулти арçынна вăрлама хăтланнăшăн явап тыттарасшăн.

Pages