Новости по теме

16 Юпа, 2015

Илемлĕ мăкăнь...

Пахчари мăкăнь çеçке çурсан епле илемлĕ! Анчах ăна, наркотиклă ытти ÿсентăрана çитĕнтернĕшĕн Уголовлă кодекспа тата Административлă правăна пăсни çинчен калакан кодекспа килĕшÿллĕн явап тыттарни пирки хăшĕсем пĕлмеççĕ те пулас.

КоАПăн 10.5.1 статйипе ки­лĕшÿллĕн уголовлă майпа явап тыттармалла мар тĕслĕхсенче наркотиклă ÿсентăрана саккуна пăсса çитĕнтернĕшĕн граждансене 1,5-4 пин тенкĕлĕх административлă майпа штрафлама е 15 талăк таран арестлеме пултараççĕ. Юридици вăйĕнчи тытăмсене 100-300 пин тенкĕлĕх штрафлаççĕ.

15 Юпа, 2015

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тĕп редакторсен кунне халалланă мероприятине хутшăннă

Юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тĕп редакторсен кунне халалланă мероприятине хутшăннă. Палăртнă пулăмра Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Александр Иванов, республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем тата ыттисем те пулнă. Республика Ертӳçи Михаил Игнатьев халăх патне тĕрĕс хыпар илсе çитерес ĕçре  журналистсен пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине каланă. «Пирĕн пурсăмăрăн та тивĕç, пĕр пек позици – уçăмлăн ĕçлесси, Чăваш Ен халăхĕ патне тĕрĕс хыпарсем вăхăтра илсе çитересси», - тенĕ вăл.

15 Юпа, 2015

«Мы должны взаимодействовать и выстраивать конструктивные отношения со СМИ», - Глава Чувашии Михаил Игнатьев

14 октября Глава Чувашии Михаил Игнатьев принял участие в Дне главного редактора республиканских и районных средств массовой информации.

Михаил Игнатьев отметил особую значимость работы журналистов для доведения объективной, актуальной информации до жителей республики. «Наша принципиальная позиция – работать открыто, публично и доводить справедливую информацию до жителей Чувашии», - подчеркнул он.

15 Юпа, 2015

Хак ÿснĕ

Тÿрех кулянса ан ÿкĕр. Сăмах апат-çимĕç хакĕсем пирки пымасть. Ку транспорта кирлĕ-кирлĕ мар çĕре лартакан водительсене пырса тивет.

Малашне Чăваш Енре тытса чарнă транспортсене эвакуациленĕшĕн ытларах тÿлеме тивĕ. Ку ыйтăва Конкурентлă политика тата тариф енĕпе ĕçлекен патшалăх служби нумаях пулмасть иртнĕ ларура çĕкленĕ. Ара, унчченхи хака 2013 çулхи декабрь уйăхĕнчех йышăннă-çке. Ун чухне транспорта эвакуациленĕ чухне 1 километршăн 142 тенкĕ тÿлеттерме палăртнă. Халĕ вара ку хака ÿстернĕ - 1 километршăн 182 тенкĕ кăларса хума тивĕ.

15 Юпа, 2015

Çамрăксем темĕн пайлайман

Сентябрĕн 26-мĕшĕнче çĕрле Канаш районĕнчи Аслă Мами ялĕнче çамрăксем çапăçнă. Çак ял тата Канаш хулин каччисем темĕн пайлайман. Ун чухне 1 çын вилнĕ. Çавна май Канаш следователĕсем уголовлă ĕç пуçарнă.

15 Юпа, 2015

Повестка парсан та...

Канашри районсен хушшинчи следстви уйрăмĕ Анаткас Кипеч ялĕнче пурăнакан 21 çулти каччă тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Ниçта та тĕпленсе ĕçлеменскер çар тивĕçне пурнăçласшăн мар.

Следстви версийĕ тăрăх, çамрăк çын салтака кайма юрăхлă шутланнă. Анчах вăл 2013 çулхи декабрьтен пуçласа 2014 çулхи декабрьччен, çар комиссариачĕ çичĕ хутчен повестка панă пулин те призывпа çыхăннă мероприятисем витĕр тухма килмен.

15 Юпа, 2015

Пуçлăхăн - яваплă ĕç

Октябрĕн 16-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери пуçлăх /босс, шеф/ кунĕ. Çак кун ертÿçĕ ĕçĕ яваплăхпа, тимлĕхпе уйрăлса тăнине палăртаççĕ. Пуçлăх профессийĕ - канăçсăр, кану кунĕсĕр ĕç. Кашни утăма тĕплĕн шухăшласа, сăмахшăн яваплăха туйса, хăйне пăхăнакансене хисеплесе, вĕсен ыйтăвĕсене ăнланса, ĕçе тĕрĕс йĕркелесе пурнăçласа пыма пĕлекен пуçлăх - чăн-чăн ертÿçĕ.

Босс кунне 1958 çулта Патриция Хароски секретарша палăртма сĕннĕ. 1962 çулта Америкăн Иллинойс штачĕн губернаторĕ ăна официаллă йĕркепе çирĕплетнĕ. Çавăнтанпа уява ытти нумай çĕршыв палăртма пуçланă.

14 Юпа, 2015

Почтăпа редакцисен пĕрлехи акцийĕ: çырăн та - укçуна перекетле

Раççей почтин мĕнпур уйрăмĕнче октябрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 25-мĕшĕччен "Хыпар" Издательство çурчĕн хаçат-журналне 2016 çулăн пĕрремĕш çурринче илсе тăмашкăн ЙӲНĔ ХАКПА çырăнтараççĕ

 

Pages