Новости по теме
Тĕрĕс суйлар
Чи кирли - тăнăçлăх
Чăваш поэчĕсемпе композиторĕсене - пурне те!
Хаклă туссем! Эсир, юрă-кĕвĕ ăстисем, çуллланнисем те, çамрăксем те, мĕн ачаран «Хыпар» хаçата /ĕлĕк - «Коммунизм ялавĕ»/ вуласа ÿснĕ, халĕ те чăваш халăхĕн тĕп хаçатне хавхалансах вуласса шанатпăр!
Юлашки çулсенче вăл е ку районăн, вăл е ку ялпа поселокăн, вăл е ку предприятипе учрежденин гимнĕсене çырса çирĕплетесси, çав гимнсене савăнса та мăнаçланса юрласси йăлана кĕчĕ.
«Хыпар» хаçат та ыттисенчен юласшăн мар. Вăл та, хăйĕн 110 çулхи юбилейне сумлăн паллă тума хатĕрленекенскер, пурăнан пурнăçра хăйĕн мухтав юррийĕ-гимнĕ кирлĕ тесе шутлать.
Старт ăнăçлă иртрĕ
Ăстаçă çăкăрсăр лармасть
Елчĕк район хĕрĕ ялти шкулта 10 класс пĕтернĕ çул Канашри педагогика училищинче физкультура уйрăмĕ уçăлнă, амăшĕ унта вĕренме каймашкăн хытă ÿкĕтленĕ. Ахальтен мар Ольгăна учительсем спорт ăмăртăвĕсене тăтăшах илсе çÿренĕ. Хĕр йĕлтĕрпе те, конькипе те аван чупнă, волейболла вылянă, çăмăл атлетикăра палăрнă. Çитĕнÿсем туман мар. Акă шорт-трек енĕпе /конькипе чупассипе/ республикăра 2, 3-мĕш вырăнсем çĕнсе илнĕ. Спорта юратнă пулин те малашнехи пурнăçне унпа çыхăнтарас шухăшлă пулман хĕр. Амăшĕн сăмахĕпе килĕшмен. Апат-çимĕç хатĕрлеме кăмăлланăран ăна пуринчен ытла кондитер профессийĕ илĕртнĕ. Шупашкарти кулинари училищинче повара вĕренсе тухнă. Пултарулăхне кура вĕрентекенсем ăна аслă пĕлÿ илме сĕннĕ. Шупашкар хулинче унашкал вĕренÿ заведенийĕ пулман. Аслă пĕлÿллĕ кондитера вĕренес тесен Петербурга çитиех кайма тивнĕ. Унта çул тытиччен 2-3 çул ĕçлемелле пулнă. Ниçта та кайман, республикăн тĕп хулинчех юлнă Оля.
Сиплев лапамĕ анлăланать...
Пĕтĕмпех - халăх ырлăхĕшĕн
Çынсен хутшăнăвĕсене лайăхлатмалла
Тĕп хуламăрăн Мускав районĕн Элкер урамĕнче пурăнакансемшĕн ĕнер чăн-чăн уяв çитрĕ тесен те йăнăш пулас çук: 18-мĕш çуртра вĕсем валли пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ хута кайрĕ. Ăна уçнă ятпа ирттернĕ савăнăçлă мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Шупашкар хула пухăвĕн депутачĕ Владимир Викторов, официаллă ытти çынсем хутшăнчĕç.
Саламлатпăр
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2015 çулхи сентябрĕн 10-мĕшĕнче кăларнă 121-мĕш указĕпе килĕшÿллĕн ял хуçалăхĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Елчĕк районĕнчи «Прогресс» акционерсен хупă обществин механизаторне Владимир Ильич ВОРОНЦОВА, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Н.И.Лисаев хресчен /фермер/ хуçалăхĕн трактористне Георгий Геннадьевич СУДАКОВА, Пăрачкав районĕнчи тулли мар яваплă «Простор» сăнавпа производство хуçалăхĕ» общество трактористне Александр Иванович ЧЕРЕПКОВА «ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН ТАВА ТИВĔÇЛĔ МЕХАНИЗАТОРĔ» хисепл