Новости по теме

8 Авăн, 2015

Уяв ячĕпе!

Чăваш Енĕн финанс тытăмĕн хисеплĕ ĕçченĕсем!

Сирĕн професси уявĕпе чи ăшă, чунран тухакан саламсене йышăнсамăр!

Йышăнусем тунă чухне пурне те тĕп-тĕрĕс виçсе хаклани, малашнехине курни, ку чухнехи условисенче анлăн шухăшлама пултарни пирĕн республикăри финансистсене пысăк укçа-тенке пĕлсе тытса пыма, рынокри пĕрмаях улшăнакан кон<юнктурăна тивĕçлипе йышăнма май параççĕ.

8 Авăн, 2015

Пурнăç пахалăхĕ лайăхланать

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев «МegaGalaxy» культурăпа кану вăййисен центрĕнче «Ĕçлĕ Чăваш Ен» бизнес-клуб» ассоциацийĕн представителĕсемпе тĕл пулчĕ.

Бизнес-клуба республикăри общество деятелĕсемпе ертсе пыракан предпринимательсем ĕç тăвакан влаç органĕсене производствăри, наука-техникăри, финанспа общество хутлăхĕнчи çивĕч ыйтусене татса пама пулăшмашкăн тата хăйсен прависемпе интересĕсене хÿтĕлеме тунă. Усламçăсемпе влаçăн пĕр тĕллев - халăх ырлăхĕшĕн тăрăшасси.

8 Авăн, 2015

Ял халăхĕн сывлăхĕ çирĕп пултăр

Канаш районĕнчи Хучел ял тăрăхне кĕрекен Алешево ялĕнче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлчĕ. Çак пулăма халалласа ялта савăнăçлă уяв иртрĕ. Унта Канаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов, ЧР ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Вячеслав Александров, район больницин тĕп врачĕ Рената Федорова тата ыттисем хутшăнчĕç, ял çыннисемпе больница ĕçченĕсене ФАП уçăлнă ятпа саламларĕç.

8 Авăн, 2015

Платкасем шкула лашапа çÿреççĕ

Пĕлÿ кунне палăртма тесе сентябрĕн 1-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Иккасси шкулне çитрĕмĕр. Ачасем шкула пĕрисем çуран утаççĕ, теприсене ашшĕ-амăшĕ çăмăл машинăпа илсе çитерет. Вĕсене сăнаса тăнă май шкул умне лаша пырса чарăнчĕ. Урапа çинче тилхепине тытнă ăшă кăмăллă хĕрарăм, юнашарах хулпуççи урлă кĕнекесем тултарнă портфель çакнă капăр тумланнă ачасем. Паллашрăмăр. Платка ялĕнчен Галина Соколова мăнукĕсене Настьăпа Никитăна тата ытти ачана 4-мĕш çул кашни кунах шкула, садике лашапа леçет иккен.

8 Авăн, 2015

Кандидатсен йышĕ сахалланнă

Раççей пенсионерĕсен пĕрлĕхĕн Чăваш регион уйрăмне йĕркеленĕренпех Валерий Сапожников ертсе пырать. Сумлă организаци йышĕн­че 33 пин ытла хисеплĕ ватă. «Ватă» тесе пĕрре те кÿрентерес килмест, мĕншĕн тесен вĕсем чунпа кашниех çамрăк, общество ĕçĕнче те чылайăшĕ çав тери хастар ĕçлет. Пĕрлĕхĕн районсемпе хуласенче 28 уйрăмĕ пур. Кашниех тĕрлĕ шайри влаç органĕсемпе, общество организацийĕсемпе тачă çыхăну тытать, граждансен обществин пурнăçĕнче витĕмлĕ вăй шутланать.

7 Авăн, 2015

Стихван ШАВЛИ

Степан Антонович Шумков /Стихван Шавли/ 1910 çулхи сентябрь уйăхĕн 2/15/-мĕшĕнче хальхи Самар облаçĕнчи Шунтал районне кĕрекен Чулçырмара чухăн хресчен килйышĕнче çуралнă. Ялти шкулпа хресчен çамрăкĕсен шкулне çÿренĕ.

Pages