Новости по теме

20 Çурла, 2015

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев тата Ульяновск облаçĕн Губернаторĕ Сергей Морозов Шăмăршăра çавра сĕтел мелĕпе йĕркелесе ирттернĕ уçă калаçăва хутшăннă

 Çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев тата Ульяновск облаçĕн Губернаторĕ Сергей Морозов Шăмăршăра çавра сĕтел мелĕпе йĕркелесе ирттернĕ уçă калаçăва хутшăннă. Икĕ регион хушшинчи  экономика, социаллă пурнăçпа культура, спорт тытăмĕсенчи ыйтусене сӳтсе явнă, кăтартусене тишкернĕ, пуласлăх валли тĕллевсем лартнă. Çавра сĕтел мелĕпе ирттернĕ мероприятинче регионсенчи ĕç тăвакан влаç тытăмĕнче тăрăшакан ертӳçĕсем, Патшалăх Канашĕн членĕсем те пулнă.

20 Çурла, 2015

Экстремизм - шÿт мар

Хăшĕсемшĕн çакнашкалли шÿт пек кăна туйăнать пуль. Анчах Интернетри кунашкал çăмăлттайлăх уголовлă ĕçпе çаврăнса тухасси те часах. 27 çулти çамрăк çынпа шăпах çапла пулса тухнă.

Ăна, вырăнти общество пĕр-лешĕвĕсенчен пĕрин ертÿçине, УК 282 статйин 1-мĕш пайĕпе /курайманлăх е тăшманлăх çуратас, çавăн пекех национальноç паллисене кура çынсен ушкăнĕн чысне варалас тĕллевлĕ ĕçсем/ айăплаççĕ. Следстви комитечĕн Шупашкарти Мускав районĕнчи пайĕ уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ ĕнтĕ, преступление ЧР ШĔМĕн экстремизмпа кĕрешекен центрĕпе пĕрле тăрă шыв çине кăларнă.

20 Çурла, 2015

Турăран та хăраман

Христос тĕнне ĕненекенсем пĕр-пĕр ĕç пуçарнă чух «Турă пулăштăр!» теме хăнăхнă. Çак çамрăксем вара апла каламан пуль çав - вĕсен «ĕçĕ» ăнăçсăр пулса тухнă. Тепĕр тесен çапла ыйтнă пулсан та Çÿлти Аттемĕр кунашкал ĕçре вĕсене пулăшмастчех.

Пăрачкав районĕнче хăйсем çамрăккине пăхмасăр маларах та судпа айăпланма ĕлкĕрнĕ 17 тата 15 çулсенчи каччăпа хĕр суд умне тăраççĕ. Вĕсене каварлашса пурлăх вăрланăшăн айăплаççĕ.

20 Çурла, 2015

Взяткăшăн явап тытать

Республика прокурорĕ 53 çулти Лариса Повеликина тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçпе айăплав пĕтĕмлетĕвне çирĕплетнĕ. Ăна Уголовлă кодексăн икĕ статйипе айăплаççĕ - предприниматель ĕçне саккуна пăсса хутшăннăшăн тата взятка илнĕшĕн.

Следстви версийĕ çапларах: республикăн Строительство министерствин патшалăх строительство надзорĕн пайĕн патшалăхăн ятарлă тĕрĕслев секторĕн заведующийĕн должноçне йышăннă май хĕрарăм служба вырăнĕпе предпринимательсене - хăйĕн тăванĕсене, çавăн пекех пĕлĕшĕн фирмине çăмăллăхсем пама усă курнă.

20 Çурла, 2015

Бразилире экспертсене тĕлĕнтернĕ повар

Этемлĕхĕн вăйлă çурри авалтанах апат пĕçернĕ çĕрте тăрăшнă. Ун чухнех вĕсене повар ĕçĕ илĕртнĕ. Сăмахран, "Оливье" салат авторĕ Люсьен Оливье - арçын. Халĕ те тĕрлĕ кафе-ресторанта шеф-поварта ытларах арçынсем ĕçлеççĕ. Тĕп хулара пурăнакан Александр Гониашвили те повар.

20 Çурла, 2015

Ачана шкула яма мĕн чухлĕ укçа кирлĕ?

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен эрне ытларах кăна юлчĕ. Ăна 1-мĕш класа каякансем уйрăмах чăтăмсăр кĕтеççĕ. Ашшĕ-амăшĕн те пăшăрханмалли чылай: кĕске вăхăтра мĕн кирлине йăлтах илсе çитермелле. Ачана шкула ямашкăн мĕн чухлĕ укçа кирлĕ?

Pages