Новости по теме

5 Çурла, 2015

Пысăк чыс та, пысăк савăнăç та, чун тасални те

Тĕпĕ-йĕрĕпе ăнланса та ăнкарса пĕтереетпĕр-ши эпир, Чăваш Енре пурăнакансем, кăçалхи августăн малтанхи икĕ кунĕнче пирĕн тăрăхра еплерех пысăк пулăм пулса иртнине - татса калаймастăп. Анчах та шанатăп: çав вăхăт çитетех - çулсем иртнĕçемĕн эпир юратнă Чăваш Енĕмĕре Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл килсе кайнин пĕлтерĕшне ытларах та ытларах ăнланăпăр.

4 Çурла, 2015

Ĕçлĕ тĕлпулу

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев августăн 4-мĕшĕнче Шупашкарти "Монолит строительство" тулли мар яваплă обществăра тата "Дорисс" акционерсен уçă обществинче пулчĕ. Çак предприятисем паянхи кун мĕнле ĕçленипе паллашрĕ.

4 Çурла, 2015

Чăваш Ен тĕнче аренине çул хывать

Тунтикун Шупашкарта çăмăл атлетика енĕпе çĕршыв чемпионачĕ старт илчĕ. Палăртма кăмăллă: ку ăмăрту Чăваш Ен çĕрĕ çинче тăваттăмĕш хут иртет. Юлашки хут пирĕн тĕп хула чемпионата 2012 çулта йышăннă.

Раççей чемпионачĕ - сумлă турнир

4 Çурла, 2015

Халĕ вĕсен те çветтуй вырăн пур

Руçе тĕне кĕртнĕ тата Владимир кнеç вилнĕренпе 1000 çул çитнĕ кун Вăрнар район историйĕ таса пулăмпа çырăнчĕ - Çĕньял Хапăс ял пуçĕнче "Сивĕ çăлкуç" уçăлчĕ.

Çветтуй çăлкуç илемлĕ вырăнта Николай Иванов пуçарăвĕпе, Çĕньял Хапăсра çуралса ÿснĕ "Коломна порт" компанин генеральнăй директорĕ Владимир Алексеев пулăшнипе хăтлăланнă. Кунтан Вăрнар чиркĕвĕн ылтăн куполĕ аякранах çуталса курăнни те символла пĕлтерĕшлĕ.

4 Çурла, 2015

Амнисти яваплăхран хăтарнă

Шупашкарти Ленин район сучĕ Чăваш Енĕн çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ пулнă Иван Исаев, министерствăн пай пуçлăхĕ Геннадий Мусабиров тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçпе приговор палăртнă.

4 Çурла, 2015

Ватăсене улталаççĕ

Ултавçăсем кинемей патне кăнтăр кунĕнчех пынă. Хваттертен вĕсем пысăк «трофейпа» тухса кайнă.

Шупашкарти Граждан урамĕнчи çуртра пурăнакан 82 çулти хĕрарăма çамрăк çынсем савăт-сапа туянма сĕннĕ. Хуçалăхра кирлĕ вĕт - карчăк тавар туяннă. Шăпах уншăн тÿленĕ чух «хăнасем» ватă çын хăйĕн укçине ăçта упранине курнă ĕнтĕ. Вĕсем тухса кайсанах кинемей хайхи вăрттăн вырăна тĕрĕсленĕ - 120 пин тенке çĕр çăтнă тейĕн...

4 Çурла, 2015

Ĕнер Шупашкарта Раççейри çăмăл атлетсен чемпионачĕ пуçланчĕ

Çĕнĕ ĕмĕр пуçланиччен çăмăл атлетика енĕпе çĕршыв чемпионачĕсене тĕпрен илсен Мускавра е Санкт-Петербургра ытларах ирттернĕ. XXV тата XXVI Олимп вăййисенче чăвашсен илемлĕ те вăйлă пикисем, СССР спорчĕн тава тивĕçлĕ мастерĕсем Валентина Егоровăпа Елена Николаева икшер ылтăнпа кĕмĕл медальсем çĕнсе илнĕ хыççăн Шупашкар Раççейри çăмăл атлетикăн тĕп хули пулса тăчĕ. Çакна пирĕн хулари хăтлă стадионта улттăмĕш хут çĕршыв чемпионатне йĕркелеме май килни те çирĕплетет.

4 Çурла, 2015

Катек "Шевли" - лауреат

Чулхула облаçĕнчи Сартаково ялĕнче йăлана кĕнĕ фольклор фестивалĕ кăçалхипе 11-мĕш хут иртнĕ. Унта пирĕннисем те - Канаш районĕнчи Катекри "Шевле" фольклор ушкăн та - хутшăннă. Хутшăннă çеç мар, иккĕмĕш степеньлĕ лауреат пулса тăнă.

4 Çурла, 2015

Хăш ялсем ĕçмелли шывсăр?

Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев эрнекун хула-район администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттерчĕ. Вырмана хăвăртлатас тĕлĕшпе пĕтĕм ĕçе ăнăçлă йĕркелеме ыйтрĕ. Мĕнпур программăпа килĕшÿллĕн муниципалитет йĕркеленĕвĕсене республика хыснинчен укçа вăхăтра куçать, инвестици тĕллевĕсем пурнăçланаççĕ. "Апла пулин те влаçăн тухăçлă ĕç-хĕлĕ çинчен хăшпĕр хула-районта халăха çийĕнчех пĕлтермеççĕ, - терĕ М.Игнатьев. - Çынсем нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсассипе, вĕсен картишĕсене йĕркене кĕртессипе çыхăннă ыйтусем параççĕ.

Pages