Новости по теме

26 Çу, 2015

Вика Цыганова: «Чăваш Енре çынсем уçă та ырă кăмăллă»

Майăн 24-мĕшĕнче тĕп хулари Хĕрлĕ тÿремре Раççей тава тивĕçлĕ артисткин Вика Цыгановăн «Ку вăл манăн Тăван çĕршыв» концерчĕ иртнĕ. Ăна Славян çырулăхĕпе культурин кунне халалланă. Мероприяти «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти пулăшнипе иртнĕ.

26 Çу, 2015

Вăй - пĕрлешÿре

Тутарстанра «Президентпа пĕрле» обществăлла центр питĕ тухăçлă ĕçлет. Вăл тĕрлĕрен форумсем, ĕçлĕ тĕлпулусем йĕркелет. Форумсен ĕçне мĕнпур районти обществăлла организацисем хутшăнаççĕ. Вĕсенче республикăна аталантарас ыйтусене сÿтсе яваççĕ, тĕрлĕ проект-программăна тишкереççĕ, сĕнÿсем параççĕ. Çавăн пек майпа республикăн 2030 çулчченхи аталанăвĕн проектне туса хатĕрленĕ. Проекта ТР Патшалăх Канашĕ кăçалхи май уйăхĕнче йышăнма палăртнă.

25 Çу, 2015

Çаврăнăçуллă опер

Халĕ вăл полицире ĕçлемест ĕнтĕ, маларах вара Раççей ШĔМĕн экономика хăрушсăрлăхĕн тата коррупципе кĕрешекен пайĕн оперуполномоченнăйĕ пулнă. Тĕрĕссипе, хăйĕн унашкаллипе кĕрешмелле - вăл вара коррупци çулĕ çине тăнă.

СК управленийĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕçсене тĕпчекен пĕрремĕш пайĕ 30 çулти экс-полицейски тĕлĕшпе çак кунсенче тата виçĕ уголовлă ĕç пуçарнă - должноç полномочийĕсен картинчен тухнăшăн тата взятка илнĕшĕн. Çав шутра пысăк виçепе взятка илни те пулнă.

25 Çу, 2015

Ÿсĕр тата... правасăр

Çулталăк каялла çул çинче ПАИ сотрудникĕсемпе курнăçни Вăрмар районĕнчи Çĕнĕ Мăнтăр ялĕнче пурăнакан 50 çулти фермершăн ытла та ăнăçсăр вĕçленнĕ. Ун пирки уголовлă ĕç пуçарнă. Тепĕр тесен айăпĕ никамра та мар, хăйĕнче кăна.

25 Çу, 2015

Машинăпах хăваланă

Нумаях пулмасть кăна-ха Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам çамрăкĕ тĕлĕшпе çул çитмен хĕре вĕлернĕшĕн уголовлă ĕç пуçарнăччĕ, халь вара каллех çак ял каччи путсĕр ĕç тунă - 25 çултискер хăйĕнчен тăватă çул аслăрах хĕрарăма пусмăрлама тăнă.

25 Çу, 2015

«Кĕсьере манăн - граната!»

Чăваш Енĕн шалти ĕçсен министрĕн Сергей Семеновăн ячĕпе Крым Республикин Тĕп следстви управленийĕн Белогорск районĕнчи следстви пайĕнчен тав çырăвĕ килнĕ. Çулталăк каялла Раççей йышне кĕнĕ çурутравăн йĕркелĕх хуралçисем пирĕн ентеш пирки ырă сăмахсем çырнă.

25 Çу, 2015

Ямăтти илĕртет

Прокурорсем судсен хресчене бюджетран пулăшма уйăракан укçапа усă курнă чух саккуна пăснă тĕслĕхсене тишкернипе çыхăннă ларăвĕсене мĕнлерех тивĕçтернĕ - республика прокуратури çак ĕçе пĕтĕмлетнĕ.

2013-2015 çулсенче ку енĕпе чылай ĕç пурнăçланă, граждансенчен тата юридици вăйĕнчи тытăмсенчен бюджета кÿнĕ 2,3 млн ытла тенкĕлĕх сиене шыраса илмелли требованисене тивĕçтернĕ.

25 Çу, 2015

«Мазда» водительне айăпланă

«Мазда» курсантсене çÿреме вĕрентмелли ВАЗ-21099 çине пырса кĕнĕ те - иномаркăн 33 çулти пассажирĕ, хĕрарăм, вилмеллех суранланнă. Çакна та палăртмалла: автомобильсен иккĕшĕн рулĕ умĕнче те хĕрарăмсем пулнă. Ку тĕслĕхпе суд çак кунсенче приговор палăртнă.

22 Çу, 2015

Интернетра та... вăрлаççĕ!

ЧР ШĔМĕн "К" уйрăмĕн пуçлăхĕ Александр Смирновпа унăн заместителĕ Валерий Чернов çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче ирттернĕ пресс-конференцире банк карттисемпе хăрушсăр усă курас ыйтăва хускатрĕç.

Шалти ĕçсен министерствинче шута илнĕ тăрăх, çулталăк пуçланнăранпа кăна ют çын карттисенчен саккунсăр майпа 425 хутчен укçа илнĕ.

Pages