Новости по теме

7 Çу, 2015

Çамрăк авиамоделистсен ăмăртăвĕнче

Пензăра Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнине халалласа авиамодель спорчĕ енĕпе Раççей ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта çĕршыври чылай хулари çамрăксем хутшăннă. Пирĕн ентешсем призерсен йышне кĕнĕ.

Тольятти, Чулхула, Самар, Пенза, Воронеж, Сердобск хулисенчи, Пушкăрт, Чăваш, Мордва республикисенчи 40 яхăн яш-хĕр хăйĕн ăсталăхне кăтартнă. Çĕнĕ Шупашкарти «Чайка» клуб вĕренекенĕсен команди иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Данил Боровиковпа Роман Абрамов бронза медальсем çĕнсе илнĕ.

7 Çу, 2015

«Кил-çурт, хушма хуçалăх» хаçатăн 18 № тухрĕ.

Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 70 çул тултарнипе вулакаансене саламаланипе пуçланать хаçат.

Шупашкарти тĕп пасарти хаксемпе паллаштарни пур.

«Утарти çуркунне» материалта пыл хурчĕсен ĕçне çу уйăхĕнче мĕнле йĕркелесе пымаллине кĕскен çырса кăтартнă.

Кивелнĕ япаласенчен хуçалăхра кирлĕ япала хатĕрлеме май пур. Соковыжималкăран - хăйра.

Уя тухма выльăха маларах хатĕрлемелле. Уйра тÿрех нумай çÿресен ĕне чирлеме пултарать.

Пĕчĕк чĕпсене туяннă чухне вăл автан е чăх иккенне мĕнле пĕлмелле. Асăннă мелсемпе тĕрĕслесе пăхăр.

Ирхи пулакан купăстана лартма кая ан юлăр.

Сирень хитре çеç мар, усăллă та.

Пахчара улма-çырла тĕмĕсене тĕрĕс вырнаçтарма тăрăшмалла.

7 Çу, 2015

Колони ĕçченĕн хăтланăвĕ

Шупашкарти Ленин районĕн следстви уйрăмĕ Раççей ФСИНĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн юсанмалли 1-мĕш колонийĕн ĕçченĕ тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Ăна сĕтев илнĕшĕн явап тыттарасшăн.

Следстви версийĕ тăрăх, апрель уйăхĕн 25-мĕшĕнче каçхине вăл Шупашкарта пурăнакан пĕр çынран 2 пин тенкĕ илнĕ, çавăншăн унăн юсанмалли колонире ларакан валли икĕ сим-карта йăтса кĕмелле пулнă. Анчах сотрудникăн саккунсăр хăтланăвне хăрушсăрлăх уйрăмĕн ĕçченĕсем асăрханă. Ĕç-пуçа малалла тишкереççĕ.

7 Çу, 2015

Барнаулти аллея

Апрель уйăхĕн вĕçĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Алтай крайĕнче ĕçлĕ çулçÿревре пулнă. Михаил Васильевич край кĕпĕрнаттăрĕпе Александр Карлинпа пĕрле Пĕтĕм Раççейри «Çĕнтерÿ вăрманĕ» акцие хутшăннă.

Унпа килĕшÿллĕн пуçлăхсем Барнаулти Мухтав мемориалĕнче аллея лартнă. Унта ветерансем, вĕсен çывăх çыннисем, Алтай крайĕн влаç представителĕсем, Барнаул тата хула думин мэрийĕсем, общество пĕрлешĕвĕсем, волонтерсем хутшăннă.

7 Çу, 2015

Хусан çийĕн вĕçрĕç тĕрĕксен янравлă сăввисем

Азербайджанăн тĕп хулинче Бакура иртнĕ Тĕрĕк тĕнчин çамрăк çыравçисен форумĕнче пулса курнăранпа вăхăт нумай та хыçа юлмарĕ - шăпа Хусанта апрель уйăхĕн вĕçĕнче йĕркеленнĕ çакнашкал фестивале илсе çитерчĕ. Пытармăп, литературăпа, журналистикăпа çыхăннă кашни мероприятиех пысăк хавхаланупа хутшăнатăп.

6 Çу, 2015

"Сывлăх", 17 /833/ №, 06.05. 2015

о Герпесран - ылтăн хунав.
о Хурăн хуппи çемçен ăшăтать.
о Шлакран - кваспа бальзам.
о Шыçă курăкĕпе вăрман паранки.
о Чĕрене пула сывлăш пÿлĕнсен.
о Кăмăлĕ мĕнлерех-ши?
о Типĕтнĕ çăка чечекĕ.
о Ашшĕ-амăшне пулăшма - "Маттурскерĕм манăн" ятарлă кăларăм.
о Ура лапă ан пултăр.
о Температура ÿссен.
о Ача кĕтнĕ вăхăтра.
о Импĕрпе пыл.
о Куç чирĕсенчен - куç курăкĕ.
о Мышцăсем хытсан, пиçсе кайсан.
о Пилĕк çине хума.

Pages