Новости по теме

7 Çу, 2015

Барнаулти аллея

Апрель уйăхĕн вĕçĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Алтай крайĕнче ĕçлĕ çулçÿревре пулнă. Михаил Васильевич край кĕпĕрнаттăрĕпе Александр Карлинпа пĕрле Пĕтĕм Раççейри «Çĕнтерÿ вăрманĕ» акцие хутшăннă.

Унпа килĕшÿллĕн пуçлăхсем Барнаулти Мухтав мемориалĕнче аллея лартнă. Унта ветерансем, вĕсен çывăх çыннисем, Алтай крайĕн влаç представителĕсем, Барнаул тата хула думин мэрийĕсем, общество пĕрлешĕвĕсем, волонтерсем хутшăннă.

7 Çу, 2015

Хусан çийĕн вĕçрĕç тĕрĕксен янравлă сăввисем

Азербайджанăн тĕп хулинче Бакура иртнĕ Тĕрĕк тĕнчин çамрăк çыравçисен форумĕнче пулса курнăранпа вăхăт нумай та хыçа юлмарĕ - шăпа Хусанта апрель уйăхĕн вĕçĕнче йĕркеленнĕ çакнашкал фестивале илсе çитерчĕ. Пытармăп, литературăпа, журналистикăпа çыхăннă кашни мероприятиех пысăк хавхаланупа хутшăнатăп.

6 Çу, 2015

"Сывлăх", 17 /833/ №, 06.05. 2015

о Герпесран - ылтăн хунав.
о Хурăн хуппи çемçен ăшăтать.
о Шлакран - кваспа бальзам.
о Шыçă курăкĕпе вăрман паранки.
о Чĕрене пула сывлăш пÿлĕнсен.
о Кăмăлĕ мĕнлерех-ши?
о Типĕтнĕ çăка чечекĕ.
о Ашшĕ-амăшне пулăшма - "Маттурскерĕм манăн" ятарлă кăларăм.
о Ура лапă ан пултăр.
о Температура ÿссен.
о Ача кĕтнĕ вăхăтра.
о Импĕрпе пыл.
о Куç чирĕсенчен - куç курăкĕ.
о Мышцăсем хытсан, пиçсе кайсан.
о Пилĕк çине хума.
6 Çу, 2015

"Хыпар" хаçат, 2015 çулхи майăн 6-мĕшĕ, 78-79 №№

о Раççей малашлăхĕ - талантлă çамрăксенче.

о Етĕрнери техникум яш-кĕрĕме кĕтет.

о Ят-сум - тĕп вырăнта.

о Ырă тĕслĕх.

о Ĕçре инкек курас марччĕ.

о Сиплевçĕ.

о Реклама. Пĕлтерÿсем.

6 Çу, 2015

Чи кирли - хăвăртлăх, пахалăх

Хресчен ырă çанталăка аранах кĕтсе илчĕ. Кунсем ăшă та типĕ, çав вăхăтрах çиллĕ тăраççĕ, çĕр хăвăрт типет. Вăрнар районĕнчи Алексей Игнатьев хресчен-фермер хуçалăхĕнче техника ирех тапранать те тĕттĕмчченех лăпланмасть. Çурхи тулă лаптăкне кăпкалатса пысăк пахалăхпа хатĕрленĕ. Суйласа илнĕ шултра пĕрчĕсем, сăтăрçăсем тапăнасран имçамланăскерсем, нÿрлĕ тăпрана тикĕс выртаççĕ. Кунта калча речĕсем тÿрĕ шăтса тухасси никама та иккĕлентермест.

6 Çу, 2015

Малашлăх - талантлă çамрăксенче

Тунтикун ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен массăллă информаци хатĕрĕсен Атăл леш енчи «Росинка» физкультурăпа сывлăх центрĕнче иртнĕ «Атăл çинчи тĕлпулусем-26» фестивальне хупассипе çыхăннă церемоние хутшăннă.

6 Çу, 2015

Алена ухăран тĕл перет

И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕренекен Алена Елизарова - пирĕн спорт тĕнчинче пысăк çитĕнÿсемпе палăрнă чи çамрăк ухăçă. Çывăх çыннисемпе юлташĕсем ăна юратса "Аленушка" тесе чĕнеççĕ.

Pages