Новости по теме

5 Çу, 2015

Аталанăва çирĕплетме пулăшмалла

Алтай тăрăхĕнче пурăнакан чăвашсем çĕре хисепленине, ăна типтерлеме, ун çинче ĕçлеме юратнине палăртнă Алтай крайĕн кĕпĕрнаттăрĕ Александр Карлин Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă вăхăтра. Пирĕн республика ертÿçи инçетри ĕçтешĕпе Барнаул хулинче икĕ регион хутшăнăвĕсене аталантарассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.

5 Çу, 2015

Мĕн акатпăр?

Çанталăк ăшăтнă май республика уй-хирĕ ĕç шавĕпе тулчĕ. Май уйăхĕн 5-мĕшĕ тĕлне ака-суха ирттерме хуçалăхсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхне 50 819 тонна хатĕрленĕ ?палăртнин 107 проценчĕ%. Çав шутра 48 037 тонни ?95 проценчĕ% кондицие ларнă. Улатăр, Красноармейски, Куславкка, Çĕмĕрле районĕсен ку енĕпе ĕçлемелĕх пур-ха, вĕсенче акма юрăхсăр вăрлăх пур. 20 739 тоннине имçамланă.

22 732 тонна çĕрулми вăрлăхне яровизациленĕ. Элĕк, Патăрьел, Комсомольски, Вăрмар, Вăрнар, Красноармейски, Елчĕк тăрăхĕсенче ку енĕпе аван ĕçленине палăртмалла.

5 Çу, 2015

Кĕлетри тырă мĕнле упранать?

Çурхи кун çулталăклăх тенĕ. Унăн пĕлтерĕшĕ паян та чакман-ха. Вăхăтра ака-суха тунине нимĕн те çитмĕ. Шел, хăш-пĕр чухне тар тăкса ĕçлени те харама каять. Акнă вăрлăх темшĕн шăтасшăн мар.

Россельхознадзорăн Чăваш Енри управленийĕн специалисчĕсем тырă, унран хатĕрленĕ продукци хăрушсăрлăхне, пахалăхне тĕрĕслесех тăраççĕ. Пахалăх, чĕртавар хăрушсăрлăхĕ ăна мĕнле упранинчен те килет. Хранилищĕре нÿрĕклĕхе, сывлăш температурине виçекен приборсем пулмалла. Тĕрĕслев вăхăтĕнче вара чылай çĕрте ăна асăрхаман.

5 Çу, 2015

Никрут юрри паян та янăрать

Военкомат, военкомат,
Военкомат винават.
Военкомат винават мар,
Сĕмсĕр Гитлĕр винават.

Яш каччăсем хулпуçийĕсем урлă алшăлли уртса урам тăрăх çак сăмахсене юрласа утса, тăванĕсем патне кĕрсе сывпуллашса Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă. Ял çыннисем вĕри куççуль шăпăртаттарса куçран çухаличчен пăхса ăсатса янă вĕсене. Кашни амăшĕ хăйĕн ывăлне салтака ăсатса таврăнас кунне кĕтсе пурăннă. Чылайăшне текех сыввăн курма пÿрмен те.

5 Çу, 2015

Ăсталăх ăмăртура туптанать

Май уявĕсем çывхарнă тапхăрта республикăри педагогсен пĕрлĕхĕн хавасланмалли хăйне уйрăм сăлтав пулчĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх вĕренÿ çулĕ вĕçлениччен кăçалхи чи лайăх вĕрентекене, воспитателе, класс ертÿçине, социаллă педагога, психолог-педагога палăртса чысларĕç.

5 Çу, 2015

Каç пулттипе - архива

ЧР Патшалăх электрон тата кинодокументаци архивĕн ĕçченĕсем Пĕтĕм Раççейри «Архиври каç» акцие хутшăнчĕç. Çак самант валли Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине халалланă ятарлă программа хатĕрленĕ.

Архив ĕçченĕсем хăнасене çар тумĕпе кĕтсе илчĕç, пурне те Георгий хăйăвне пачĕç. Хула çыннисем фильмсем упранакан республикăри пĕртен пĕр пысăк хранилищĕпе паллашрĕç. Архив директорĕн заместителĕ Татьяна Куликова учрежденин иторийĕ çинчен тĕплĕн каласа кăтартрĕ.

5 Çу, 2015

«Кантăр ăстин» ĕмĕчĕ татăлнă

Чăваш Енри пĕр агрофирмăра ĕçлекен менеджер, ялхуçалăх продукцине сутас тĕлĕшпе пуян опыт пухнăскер, наркотиклă ÿсентăран çитĕнтернĕшĕн хăйне пуçран шăлас çуккине, паллах, аван пĕлнĕ. Çакă та ăна усал ĕç-хĕлпе çыхланасран чарайман.

5 Çу, 2015

Укçа пухнă та - çухалнă

Республика прокуратури ирттернĕ тĕрĕслев, надзор мероприятийĕсен кăтартăвĕсем тăрăх потребительсен «ТрастКапитал» кредит кооперативĕн ертÿçисем тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Вĕсем Чăваш Енре пурăнакан 100 ытла çынна шăнман пăр çине лартса хăварнă.

Тĕпчев çирĕплетнĕ тăрăх - кооперативăн «финанс пирамидин» принципĕпе йĕркеленĕ ĕçĕ 2014 çул вĕçĕнче путланнă. «ТрастКапитал» ертÿçисем хăйсен ĕçне саккунлă пек кăтартса нумай çынна улталанă. Вĕсенчен пĕтĕмпе 20 млн тенкĕ ытла пухнă та - çухалнă.

Уголовлă ĕçе тĕпчессине республика прокуратури тĕрĕслесе тăрать.

5 Çу, 2015

Тĕрмере ăс кĕрĕ-ши?

Шупашкар районĕн сучĕ УФСИНăн 6-мĕш колонийĕн администрацийĕ А.-на юсанмалли урăх учреждение куçарма ыйтнине тивĕçтернĕ. Урăх çын пулнă-тăк - сăмах та çукчĕ. Анчах ку тĕслĕхре иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче хурахла ĕçсемпе Раççейĕпех палăрнă преступник пирки калаçу пырать.

5 Çу, 2015

Колонире - изолятор

Следстви изоляторĕсенче ристансем валли вырăн çителĕксĕрри паллă. Республикăра кăна мар, Раççейĕпех çапла. ФСИН управленийĕн Чăваш Енри юсанмалли 1-мĕш колонийĕнче следстви изоляторĕн режимĕпе ĕçлекен пÿлĕмсем уçни СИЗОсемпе çыхăннă çивĕчлĕхе чакарма май парать.

Кунта следстви изоляторĕнче мĕн пулмалла - пĕтĕмпех пур: дежурнăй чаç, медиксемпе оперсен, следовательсен пÿлĕмĕсем, камерăсем, карцерсем т.ыт.те. Преступлени тунă тесе шанмасăр тытса чарнисене, суд кĕтекенсене сăнамашкăн видеосистема вырнаçтарнă. Çак «изолятор» 55 çынна йышăнма пултарать.

Pages