Новости по теме

30 Ака, 2015

Алтайри тĕлпулусем

Официаллă визитпа Алтай крайне кайнă май апрелĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Барнаулта «Сăрт-ту аптеки» музейре тата крайăн клиника больницинче пулнă.

Асăннă аптека 18-мĕш ĕмĕртех, Акинфий Демидов завочĕсем ĕçленĕ вăхăтра, уçăлнă. Унăн çурчĕ федераци пĕлтерĕшлĕ культура палăкĕ шутланать. 2012 çулта Алтай крайне йĕркеленĕренпе 75 çул çитнĕ тĕле музее реставрациленĕ. Кунта паян та авалхи рецептсемпе сиплĕ эмелсем хатĕрлеççĕ, çак искусствăна кăмăл пуррисене пурне те вĕрентме хатĕр.

30 Ака, 2015

Халăх итлевĕ çинчен

«Чăваш Республикин бюджетсен право хутшăнăвĕсене йĕркелесси çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ 2015 çулхи май уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин 2014 çулхи бюджечĕ мĕнле пурнăçланни çинчен халăх итлевне ирттерет.

30 Ака, 2015

Чăваш Ен уява хатĕрленет

Кирек хăш килхуçи те хăна-вĕрле пухас умĕн кил-çуртне тирпейлет, мĕн-мĕн хатĕрлемеллине палăртать, йыхрав ярать. Тараватлăн кĕтсе илсе чыслăн ăсатасси - тĕпре тăван хăлăхăмăрăн. Шăпах çавăн çинчен сăмах пычĕ те кăçалхи Республика кунĕн йĕркелÿ комитечĕн Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пынипе иртнĕ пĕрремĕш ларăвĕнче.

30 Ака, 2015

Хăрушсăрлăх кунĕ

Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре иртнĕ шăматкун савăнăçлă та хаваслă пулчĕ: унта Раççей пушар хуралне туса хунăранпа 366 çул çитнине тата Пĕтĕм тĕнчери ĕç сыхлавĕн кунне халалласа Хăрушсăрлăх кунĕн уявĕ иртрĕ.

30 Ака, 2015

Уявра парад та пулĕ

Этемлĕх историйĕнчи чи юнлă вăрçăн хаяр çулĕсенче кăтартнă паттăрлăхăн сÿнми çути вуншар-вуншар çул иртсен те пирĕн чунсене çутатса, вăй парса тăнине пурнăç хăй çирĕплетрĕ. Çухатусен йывăр ыратăвне тÿссе, хăйсен пурнăçне хĕрхенмесĕр Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсем мирлĕ, тăнăç пурнăçăн ирĕкне упраса хăварнă. Тăван республикăмăр та Çĕнтерĕве сăмахпа хаклама çук пысăк тÿпе хывнă. Унăн мухтавлă 208 пин ытла ывăлпа хĕрĕ тăшмана тĕп тума пысăк ĕненÿпе тата шанăçпа фронта тухса кайнă: çапăçу хирĕсенче харсăрлăхпа паттăрлăх тата хастарлăхпа хăюлăх кăтартса ĕмĕрлĕхех чап тата чыс çĕнсе илнĕ.

30 Ака, 2015

Хулаçум пуйăсĕсем 5 уйăх çÿрĕç

"Хыпар" хаçатăн 2015 çулхи апрелĕн 10-мĕшĕнчи номерĕнче "Вырăнтисем курмăш тăваççĕ" материал пичетленнĕ. Куславкка районĕнчи Тĕрлемес станцийĕнче пурăнакан Николай Федотов: "Ултă вакунлă электричкăн пĕр вакунĕн кăна алăкĕ уçăлать. Хăйĕн рабочийĕсене лартать те... куçран çухалать", - тенĕ. Çыру авторне çакăн сăлтавне тĕплĕнрех ăнлантарасшăн.

30 Ака, 2015

Аннесен куççулĕ юхнă чух чулсем те йĕреççĕ

Амăшĕпе ачи... Вĕсен пысăк хурлăх, хăйсемшĕн кăна мар, пĕтĕм тăван халăхĕшĕн хурланаççĕ тăлăха юлнă икĕ тăван. Йĕри-тавра чул юпасем, вĕсенчен те сăмахпа каласа çитерме çук синкерлĕх сăрхăнать тейĕн. Мĕн тăвайăн - тăлăхсемпе пĕрле чулсем те йĕреççĕ...

30 Ака, 2015

Театр малашлăхĕ çутă

СССР халăх артисчĕ, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн пултарулăх ертÿçи Валерий Яковлев Раççейре наци театр енĕпе ирттерекен «Ылтăн маска» фестиваль лауреачĕ пулса тăнине иртнĕ çулхи декабрĕн 15-мĕшĕнчех пĕлтĕмĕр.

29 Ака, 2015

Телейлĕ çăлтăр айĕнче çуралнă художник

Анатолий Петровича чикĕ леш енче те аван пĕлеççĕ. Хăй вăл Питĕрте пурăнать. Тăван Чăваш Ене, хăйне кун çути кăтартнă тăрăха - Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Ваçликассине - час-часах килсе çÿрет. Живописец, Раççей ÿнер академийĕн член-корреспонденчĕ, РФ тава тивĕçлĕ художникĕ, Чăваш халăх художникĕ пире тăваттăмĕш хут хăйĕн куравĕпе савăнтарать. Унăн пултарулăхне çывăх пĕлекенсем ăстан хăйне евĕр уйрăмлăхĕсене тата произведенийĕсен шухăш тарăнăшне палăртаççĕ.

Pages