Новости по теме

30 Ака, 2015

Аннесен куççулĕ юхнă чух чулсем те йĕреççĕ

Амăшĕпе ачи... Вĕсен пысăк хурлăх, хăйсемшĕн кăна мар, пĕтĕм тăван халăхĕшĕн хурланаççĕ тăлăха юлнă икĕ тăван. Йĕри-тавра чул юпасем, вĕсенчен те сăмахпа каласа çитерме çук синкерлĕх сăрхăнать тейĕн. Мĕн тăвайăн - тăлăхсемпе пĕрле чулсем те йĕреççĕ...

30 Ака, 2015

Театр малашлăхĕ çутă

СССР халăх артисчĕ, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн пултарулăх ертÿçи Валерий Яковлев Раççейре наци театр енĕпе ирттерекен «Ылтăн маска» фестиваль лауреачĕ пулса тăнине иртнĕ çулхи декабрĕн 15-мĕшĕнчех пĕлтĕмĕр.

29 Ака, 2015

Телейлĕ çăлтăр айĕнче çуралнă художник

Анатолий Петровича чикĕ леш енче те аван пĕлеççĕ. Хăй вăл Питĕрте пурăнать. Тăван Чăваш Ене, хăйне кун çути кăтартнă тăрăха - Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Ваçликассине - час-часах килсе çÿрет. Живописец, Раççей ÿнер академийĕн член-корреспонденчĕ, РФ тава тивĕçлĕ художникĕ, Чăваш халăх художникĕ пире тăваттăмĕш хут хăйĕн куравĕпе савăнтарать. Унăн пултарулăхне çывăх пĕлекенсем ăстан хăйне евĕр уйрăмлăхĕсене тата произведенийĕсен шухăш тарăнăшне палăртаççĕ.

29 Ака, 2015

Полицейские тав тунă

ЧР шалти ĕçсен министрĕн Сергей Семеновăн ячĕпе Шупашкар çыннинчен çыру килнĕ. Автор ШĔМĕн ведомство тулашĕнчи хурал сотрудникне хăйĕн пурнăçне çăлнăшăн тав тунă.

Инкек Шупашкарти Машиностроительсен урамĕнчи котельнăй территорийĕнче пулнă. Çак арçын теплотрасса пăрăхĕ иртекен 3 метр тарăнăш шăтăка ÿкнĕ. Унта вара - вĕри шыв. Суранланнă арçын шăтăкран хăй тĕллĕн ниепле те тухайман. Вăл кăшкăрнине те никам та илтмен. Мĕскĕн юн кайнипе, ыратнипе пĕрре кăна мар тăнне çухатнă - "тыткăнра" икĕ талăк пулнă.

29 Ака, 2015

5-мĕш хутран ÿкнĕ - чĕрĕ юлнă

Чĕрĕ юлнă-ха та, анчах ăна ăмсанаймăн: çавăн çÿллĕшĕнчен ÿкнине кура, паллах, суранĕсем те çăмăл мар - ăна реанимацире сиплеççĕ.

Пăтăрмах иртнĕ эрне вĕçĕнче Шупашкарта пулнă. Мускав районĕн шалти ĕçсен пайне Кривов урамĕнчи 5 хутлă çурт тăрринчен 22 çулти каччă ÿкни çинчен хыпар çитнĕ. Çакăн пирки маларах унпа пĕрле эрех ĕçнĕ тусĕсем пĕлтернĕ.

Халĕ мĕн пулса иртни уçăмлă ĕнтĕ. Пĕрле ĕçнĕ пулин те çамрăксем хирĕçсе кайнă. Çак каччă хваттертен подъезда тухнă. Кăштахран тусĕсем пăхаççĕ те - вĕсен юлташĕ çурт тăрринче урисене аялалла усса лара парать!

29 Ака, 2015

Çамрăк та питĕ пуçтах

Çĕрпÿри 2-мĕш следстви изоляторĕ - Чăваш Енри çул çитмен çамрăксене те хупса усракан пĕртен-пĕр учреждени. СИЗО сотрудникĕсемшĕн вара шăпах çак яшсемпе хĕрсем нумай ыйту çуратаççĕ.

Çамрăк чух пурте харсăр вĕт, кусем вара - пушшех: изолятора лексен те йĕркене пăсма пăрахмаççĕ, сĕмсĕрленеççĕ, учреждени пурлăхне юрăхсăра кăлараççĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн вара сиене вĕсен хăйсен туллин саплаштармалла. Çул çитменнисем тĕлĕшпе правило çапларах: вĕсем сиене саплаштараймаççĕ пулсан - ашшĕ-амăшĕн явап тытма тивет.

29 Ака, 2015

Айăплисене тытса чарнă

Иртнĕ кĕçнерникун каçхине Канаш хулинчи Дзержинский урамĕнчи уйрăм çын çуртĕнче пушар тухнă. Пĕр хутлă йывăç пÿрте ярса илнĕ вут-çулăма сÿнтернĕ хыççăн унта виçĕ çын виллине тупнă. Тĕпчев тискер преступлени тăрă шыв çине кăларнă.

29 Ака, 2015

Ялхуçалăх çыравĕ иртĕ

2016 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа августăн 15-мĕшĕччен, аякра вырнаçнă территорисенче сентябрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 15-мĕ-шĕччен Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравĕ иртмелле.

РФ Ялхуçалăх министерствин, Росстат тата профиллĕ ведомствăсен представителĕсем каланă тăрăх - çырав кăтартăвĕсем çĕршыври агропромышленноç комплексне пулăшассине йĕркелесе тăма кирлĕ. Ялхуçалăх çыравĕ юлашки хут 2006 çулта иртнĕ. Унтанпа лару-тăру палăрмаллах улшăннă. Çыравăн çĕнĕ кăтартăвĕсем ăна тĕрĕс хаклама пулăшĕç.

Pages