Новости по теме

24 Ака, 2015

Ăçта "Нарспи” - унта савăк кăмăл, хавхалану, вĕçев

«Пуш уйăхĕн вĕçенче хĕвел пăхрĕ ăшăтса», пĕр-пĕринпе пухăнса юрлар, ташлар савăнса...» тесе Шупашкарти «Нарспи» клуб хăйĕн черетлĕ çуралнă кун кĕрекине тусĕсемпе юрра-ташша кăмăллакансене хăпартлансах пухрĕ.

24 Ака, 2015

Ассоциаци парне хатĕрленĕ

Вăрçăн тата тылăн чылай ветеранĕ сывлăхĕ хавшанипе хваттертен тухсах çÿреймест, тăван хула мĕнлерех çĕнелсе улшăннине кураймасть, çавăнпа та Чăваш Енри автомобилистсен ассоциацийĕ Шупашкар хула администрацийĕпе пĕрле «АвтоЭкскурси» акци ирттерсе вĕсене çăмăл машинăсемпе хула тăрăх экскурсие илсе тухĕç, волонтерсем хулан паянхи çитĕнĕвĕпе, çĕнĕ урамсемпе, микрорайонсемпе паллаштарĕç. Экскурси хыççăн ватăсене кĕрекене пухĕç, вĕсен çамрăклăхĕ вăхăтĕнчи юрăсене шăрантарĕç, парнесемпе хавхалантарĕç.

23 Ака, 2015

Пăрăнса юлаймăн

Патăрьел район прокуратури эмелсен хакне йĕркелекен саккуна пăхăннине тĕрĕсленĕ. Шел те, пурте саккуна тÿрĕ кăмăлпа пурнăçламаççĕ çав. Çак тивĕçрен пăрăнма тăрăшакансем те тĕл пулкалаççĕ.

Федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн аптекăсенче пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ эмелсен шутне кĕртнĕ препаратсен хакне ÿстермелли виçе çинчен çырнисем куç умĕнче пулмалла. «Ника-Фарм» ООО аптекинче тĕрĕслевçĕсем çÿлерех асăннă информаци пуриншĕн те курăмлă вырăнта пулманнине асăрханă. Çавăн пекех ку учрежденире медицина пулăшăвĕ пама кирлĕ препаратсен шутне кĕртнĕ икĕ эмел çуккине палăртнă.

23 Ака, 2015

Тĕрмене лекес килсен...

ЧР Наркотĕрĕслев управленийĕн ĕçченĕсем героинăн Чăваш Республикинелле хывнă тепĕр каналне пÿлсе хунă. Таджикистанра çуралса ÿснĕ арçынна тытса чарнă.

36 çулти çак арçын наркотике пытарса упрамалли хăйне евĕрлĕ вырăн тупнă. Героина кроссовки тĕпне шал енчен хунă çÿхе сăран айне меллĕ вырнаçтарнă. Наркополицейскисем хăйсен ĕмĕрĕнче тем те курнă. Хальхинче те вĕсене шăнман пăр çине лартса хăварайман. Арçыннăн Мускавра тара илнĕ хваттерĕнче 130 грамм наркотик тупнă.

23 Ака, 2015

Кам шаккать-ха алăкран?

РФ Пенси фончĕн ĕçченĕсем гражданин йыхравламасăр ун патне килне пымаççĕ.

Чăваш Енри пенси уйрăмне хваттер тăрăх çÿрекен çамрăксем хăйсене пенси службин сотрудникĕсем тесе ĕнентерме пикенни çинчен çынсем час-часах шăнкăравлама тытăнчĕç. Вĕсем 50 çула çитменнисене хăйсен пулас пенсийĕ пирки шухăшласа килĕшÿ тума сĕнеççĕ иккен.

23 Ака, 2015

Çул çитмен вăрă

Шупашкарти Ленин районĕн сучĕ 16-ри хĕр айăплине çирĕплетнĕ, условлă майпа 2 çул çурăлăха айăпланă.

Уголовлă ĕç материалĕсем тăрăх, пĕлтĕрхи июнь уйăхĕнче çул çитмен хĕр кÿршĕ хĕрарăмĕн хваттер уççине тупнă. Унпа усă курса темиçе хутчен те - июнь тата ноябрь уйăхĕсенче - вăрра кĕнĕ. Пĕрремĕшĕнче 3 пин тенкĕ ытла йăкăртнă, иккĕмĕшĕнче банк карттине пин-кочĕпе пĕрлех йăтса тухнă. Кайран çав карточкăпа усă курса 9 пин те 500 тенкĕ илнĕ.

23 Ака, 2015

Штрафланă... 75 пин тенкĕлĕх

Куславкка районĕн сучĕ хулара пурăнакан 32 çулти арçын айăплине çирĕплетнĕ, влаçри çынна сĕтев пама тăнăскере 75 пин тенкĕлĕх штрафлама йышăннă.

Следстви тишкернĕ, суд пăхса тухнă тăрăх, кăçалхи март уйăхĕн 8-мĕшĕнче çак арçынна, хăйĕн машинин рулĕ умĕнче лараканскере, инспекторсем чарнă. Çул хуралçисен шухăшĕпе, вăл урă пулман. Хăйне административлă майпа явап тыттарасран хăраса арçын пакунлисенчен пĕрне 2 пин те 500 тенкĕ тыттарнă. Ăна çавăнтах тытса чарнă.

Pages