Новости по теме

16 Ака, 2015

Пристава - çÿçĕнчен

Çĕнĕ Шупашкар следователĕсем çак хулара пурăнакан 41 çулти арçын тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тишкерсе пĕтернĕ, суда ярса панă. Ăна влаçри çынна шар кăтартнăшăн явап тыттарасшăн.

Следстви версийĕ çапларах: кăçалхи мартăн 12-мĕшĕнче çак арçын хăйĕн пĕлĕшĕ патĕнче хăнара пулнă, вĕсем эрех-сăра сыпкаланă. Хваттер алăкĕнчен суд приставĕсем шакканă. Кил хуçи вĕсене кĕртнĕ-ха, пурлăха çырнă хушăра хăна çын ретĕнчен тухнă - хĕрарăм пристава çÿçĕнчен ярса тытса хăй патне хăвăрттăн туртса сулăнтарнă. Ĕç-пуçа Çĕнĕ Шупашкар хула сучĕ çак кунсенчех пăхса тухĕ.

16 Ака, 2015

Кĕнекепе пыратăн - балет куратăн

Балета кăмăллакансене пысăк савăнăç кĕтет: апрелĕн 22-26-мĕшĕсенче Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери XIX балет фестивалĕ иртĕ. Хальхинче артистсем куракансене харăсах темиçе шедеврпа тĕлĕнтерĕç. Йăлана кĕнĕ тăрăх, фестивале Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен çеç мар, ют çĕршывран та хăнасем çитĕç.

15 Ака, 2015

Ака-суха çывхарать

Республикăри уй-хирте ĕç шавĕ вăй илсех пырать. Чылай хуçалăх кĕрхи культурăсене апатлантарма тухнă ĕнтĕ.

Апрелĕн 13-мĕшĕ тĕлне ака-сухана тухма вăрлăх 50 445 тонна янтăланă. Ку кирлин 106 проценчĕ. Анчах ăна кондицие çитересси майĕпен пырать. Çак вăхăт тĕлне 90 проценчĕ кăна акма юрăхлă. Çĕмĕрле, Улатăр, Патăрьел, Йĕпреç, Красноармейски, Комсомольски, Пăрачкав тăрăхĕсенчи хуçалăхсенче ку енĕпе ĕçлемелĕх пур.

15 Ака, 2015

Пĕчĕк тата вăтам бизнеса пулăшма

Çак тунтикун Республика Пуçлăхĕ министрсемпе, ытти ертÿçĕсемпе ирттернĕ канашлура пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарасси питех те пĕлтерĕшлĕ пулмаллине палăртнă. Юлашки çулсенче çак тытăма аталантарма 1млрд 350 млн тенкĕ укçа янă. Кăçал та ку тĕлĕшпе патшалăх пулăшăвĕн виçи чакмасть. Уйрăмах технологипе çыхăннă енсене çĕнетме, хатĕр-хĕтĕре модернизацилеме, инновациллĕ продукци кăларма пулăшĕç.

15 Ака, 2015

Куракан умне - «Нарспи» фильм

Апрелĕн 24-мĕшĕнче Раççейре çулсерен иртекен «Библиокаç» акципе килĕшÿллĕн ЧР Наци вулавăшĕнче 19 сехетре Андрей Васильев режиссерăн «Нарспи» фильмне кăтартĕç.

Юрăллă-кĕвĕллĕ фильма Константин Ивановăн поэми тăрăх хатĕрленĕ «Нарспи» мюзикла тĕпе хурса ÿкернĕ. Вăл икĕ сехете тăсăлать.

«Нарспи» фильм пĕлтĕр куракансен умне пĕрремĕш хут тухнă. Ăна Шупашкарта иртнĕ пĕтĕм тĕнчери кинофестивальте кăтартнă. Ентешсем ăна лайăх йышăннă.

15 Ака, 2015

Хресчен олимпиади иртнĕ

Куславкка районĕнчи Тĕрлемесри вăтам шкулта пĕрремĕш хут хресчен олимпиади иртнĕ. Унта республикăри тĕрлĕ районтан 85 ача хутшăннă. Ытларахăшĕ вара Канаш, Комсомольски, Куславкка районĕсенчен.

Ачасем ялхуçалăхĕпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтăва шĕкĕлченĕ. Çав хушăрах вĕсене качака мĕн чухлĕ пурăннине, вăрлăх епле хатĕрленине чухлама тивнĕ. Пахчаçимĕçпе çыхăннă ыйтусем те пулнă.

Олимпиада икĕ тапхăрпа иртнĕ. Малтанах вĕренекенсем ыйтусене хуравланă, каярахпа вара пултарулăхпа çыхăннă ĕçе пурнăçланă. Вĕсем чăн-чăн бизнес-план та хатĕрленĕ.

15 Ака, 2015

Тивĕçе пурнăçлама саккун ыйтать

Виçĕ уйăх çурă ялсенче купăс кĕввипе янăракан салтак юрри татăлмĕ. Тепĕр тесен яшсене ĕлĕкхи йăлапа салтака ăсатакансем паян сайра. Анчах та ырă йăлан пĕчĕк пайне те пулин тытса пыма тăрăшаççĕ, ачисене пил парса каялла ырă-сывă, тĕрĕс-тĕкел çаврăнса çитме сунаççĕ. РФ Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 15-мĕшĕччен 150 пин ытла çамрăк тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен йышне тăмалла.

Pages