Çитĕнÿ çăлкуçĕ - хамăртах
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер икĕ предприятире пулчĕ. Малтан Çĕнĕ Шупашкар çумĕнчи «Ольдеевская» агрофирмăн çĕнетсе анчахрах хута янă теплицине çитрĕ. Реконструкцилеме тытăннă икĕ теплицăри /пĕрер гектар йышăнаççĕ/ ĕçсене кăçал вĕçленĕ. Пĕринче уйăх каялла хăяр çитĕнтерме тытăннă.
Рабочисем пикенсех помидор калчи лартаççĕ, ăна шпагатпа çыхаççĕ. Михаил Васильевич вĕсене çĕнĕ теплицăра тупăш илме ырă сунса калча лартрĕ, вăл мĕн тăршшĕ çитĕнессипе кăсăкланчĕ.
- 12 метра çитиех çĕкленет, - хуравларĕ Лариса Осипова агроном.