Новости по теме

2 Ака, 2015

Колонири ĕç те - тÿлевлĕ

Колонири пичче шăнкăравларĕ, ăна хăйĕн килĕшĕвĕсĕрех çĕвĕçре ĕçлеттерес тени çинчен пĕлтерчĕ. Ку саккунлă-и?

Г.НИКИФОРОВА.

Вулаканăмăр çĕкленĕ ыйтăва - хуравлама ЧР юсанмалли учрежденисенче саккунсене пăхăннине сăнаса тăракан Шупашкар прокурорĕнчен Александр Зотовран ыйтрăмăр.

2 Ака, 2015

«Çамрăксен хаçачĕ» 12 (6053) № 2.04.2015

Арăмне пуканпа хĕнесе вĕлернĕ арçынна йĕплĕ пралук леш енне 11 çуллăха ăсатнă.

«Аннене пытарсан тÿпе йăтăнса аннăн туйăнчĕ».

Картина ÿкерме тĕттĕм ÿтлĕ каччă шыранă та...

92 çулти ветерана лайăхрах условисем кирлĕ.

Тислĕк шăршинчен шутсăр хăрать Ваççа.

2 Ака, 2015

Техникумпа колледжа пĕрлештерĕç

Оптимизаци пур тытăма та пырса тивет. Вĕренĕве те, медицинăна та. ЧР вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов пĕлтернĕ тăрăх, Шупашкарти электромеханика колледжне реорганизаци кĕтет.

1944 çулта хута кайнă электромеханика колледжне Шупашкарти çыхăнупа информатика техникумĕпе пĕрлештересшĕн. «Информатика» специальноçне техникумра та, колледжра та хатĕрлеççĕ. Реорганизаци хыççăн ку ыйту татăлĕ. Улшăну хăçан пуласса хальлĕхе пĕлтермеççĕ.

2 Ака, 2015

50 пин хăю салатĕç

Çĕршыв Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнине анлăн паллă тума хатĕрленет. Вăхăт нумаях юлмарĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, кĕçех Шупашкарта Георгий хăйăвне валеçме тытăнĕç.

«Георгий хăйăвĕ» Пĕтĕм Раççейри патриотлăх акцийĕ апрелĕн 22-мĕшĕнче старт илет. Ăна майăн 9-мĕшĕчченех валеçĕç. Вĕсене Республика тÿремĕнче, общество транспорчĕн чарăнăвĕсенче салатĕç. Çĕнтерÿ кунĕнче хăйăва «Çĕнтерÿ» паркра тата Хĕрлĕ тÿремре валеçĕç. Кăçал 50 пине яхăн хăю салатма планланă.

2 Ака, 2015

Экологи рейтингĕнче - тăххăрмĕш

«Симĕс патруль» Раççей субъекчĕсен экологи рейтингне хатĕрленĕ. Савăнмалли хыпар: Чăваш Ен ТОП-10 рейтинга кĕме пултарнă.

Пирĕн республика иртнĕ çулхи пекех 9-мĕш вырăн йышăннă. Рейтингăн малти йĕркисене Тамбов, Белгород облаçĕсем, Чукотка автономи округĕ йышăннă. Чăваш Ен рейтингра малти вырăнсенчен пĕрине йышăннинче Çĕнĕ Шупашкарти «Хĕвел» завод хута кайнин тÿпи те пур. Списокри аутсайдерсем - Челябинск, Мускав облаçĕсем, Ханты-Манси автономи округĕ. Рейтинг вĕçне Саратов, Свердловск, Тула облаçĕсем лекнĕ.

Pages