Новости по теме

30 Пуш, 2015

Пăшие вĕлернĕшĕн явап тытнă

Миравай судья Елчĕк районĕнчи Аслă Пăла Тимеш сунарçи тĕлĕшпе йышăну кăларнă. Вăл мĕнле преступлени тунă-ха?

Чĕрнеллĕ чĕрчунсене тытмалли тапхăр вĕçленнĕ тата ЧР Сунарçăсемпе пулăçсен патшалăх службинчен пăшие "капкăна çаклатма" ирĕк илмен пулин те пăшалтан персе вĕлернĕ, чĕрлĕх тĕнчине 200 пин тенкĕлĕх тăкак кăтартнă. Акарçă преступлени тунине йышăннине, çутçанталăка сăтăр кÿнĕшĕн ÿкĕннине, тăкака туллин саплаштарнине шута илсе ăна хăйĕн ĕç вырăнĕнче 3 уйăх ĕçлеттерсе юсанма, пăшалне яланлăхах туртса илме йышăну тунă.

30 Пуш, 2015

Туберкулеза çĕнтерме пулать

Çулсеренех республикăра туберкулеза хирĕç «Шурă салтак тÿми» уйăхлăх иртет. Вăл пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче пуçланчĕ. Ăна хăрушă çак чир çинчен ытларах каласа кăтартас, сывлăх сыхлавçисенчен вăхăтра пулăшу ыйтма чĕнсе калас тĕлĕшпе йĕркелеççĕ.

Уйăхлăх вăхăтĕнче сывлăх учрежденийĕсенче уçă алăксен кунĕсем ирттересси йăлара. Унта флюорографи тĕрĕслевĕ витĕр тухма пулать.

28 Пуш, 2015

Акăш та - амăшĕ...

Ака уйăхĕн 1-мĕшĕ - Кайăксен пĕтĕм тĕнчери кунĕ. Çак уява халалласа республикăри çамрăк орнитологсем ытларикун Чăваш наци музейне наука-практика конференцине пухăнчĕç. Кăçалхипе вăл улттăмĕш хутчен иртрĕ.

28 Пуш, 2015

Ырă улшăнусем пур

Ачасем - пирĕн пуласлăх. Вĕсен пурнăçĕ, аталанăвĕ патшалăх тата общество хутшăнăвĕнчен чылай килет. Иртнĕ эрнере ЧР Правительство çуртĕнче 2012-2017 çулсенче ачасен интересĕсене хÿтĕлесе пурнăçламалли наци стратегийĕн ыйтăвĕсемпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ çумĕнчи Координаци канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унта пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн тытăмĕнче хевтесĕр ачасене инклюзив пĕлĕвĕ парасси тата ача-пăча вилеслĕхĕн медицина, социаллă ыйтăвĕсене сахаллатасси тавра сăмах пычĕ.

Чăваш Республикинче паян 16,8 пин хевтесĕр ача пурăнать, вĕсенчен 4822-шĕ - инвалид.

27 Пуш, 2015

Константин КОСАЧЕВ: Çак туйăм-туртăм тата вăйлăрах пул....

РФ Федераци Канашĕн Ют çĕршыв ĕçĕсен комитечĕн председателĕн Константин Косачевăн Чăваш Республикинчи ĕнерхи ĕçлĕ çулçÿревĕнче пĕр пушă самант та пулмарĕ тесен тĕрĕсрех те. Чукун çул вокзалĕнче кĕтсе илнĕ хыççăнах Константин Иосифович çамрăксемпе тĕл пулма васкарĕ.

27 Пуш, 2015

Культура - илем, кăмăл-туйăм çăлкуçĕ

Мартăн 25-мĕшĕнче - Культура ĕçченĕн кунĕнче - Чăваш патшалăх филармонийĕнче савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Халăхăн кăмăл-сипетне, ăс-хакăлне çĕклеме пулăшакан, ăна хавхалану, илем, киленÿ парнелекен хастарсене саламлама Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та килсе çитрĕ.

27 Пуш, 2015

Мухтавлă ентешне аса илчĕç

Республика Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев 2016 çулта Чăваш Енĕн паллă ÿнерçи, ЧР Патшалăх Гербĕпе Ялавĕн авторĕ Э.М.Юрьев çуралнăранпа 80 çул çитнине халалланă мероприятисем ирттересси çинчен калакан хушăва алă пуснине Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕре пурăнакансем ырласа йышăнчĕç.

Pages