Новости по теме

16 Пуш, 2015

Çĕршĕн - взятка

Шупашкар районĕнчи Атайкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕн заместительне вара взятка илнĕ тесе шанмаççĕ. Уголовлă ĕçе Следстви комитечĕн Çĕнĕ Шупашкарти пайĕ тĕпчет.

Ун чухне, 2013 çулхи июнь пуçламăшĕнче, вăл ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. Хăй хуçа вĕт - Шупашкар районĕнчи Явăш ялĕнчи /вăл Атайкасси ял тăрăхне кĕрет/ хуçалăхсен кĕнекинчен çырса илнин суя хутне хатĕрленĕ. Ăна ĕненес-тĕк пĕлĕшĕн харпăрлăхĕнче 0,28 гектар йышăнакан çĕр лаптăкĕ пур иккен. Çак лаптăка почта адресĕ панине çирĕплетекен саккунсăр йышăну та кăларнă.

16 Пуш, 2015

Автостоянка ют мар та...

Следстви комитечĕн асăннă пайĕ тĕпчекен тепĕр тĕслĕхре те сăмах сумлă должноçри çын пирки пырать. Шалти ĕçсен министерствин Çĕрпÿри пайĕн пуçлăхĕн заместителĕсенчен пĕрне должноç полномочийĕсемпе киревсĕр тĕллевпе усă курнă тата предприниматель ĕçне саккуна пăсса хутшăннă тесе шанмаççĕ.

Следстви версийĕпе - 2013 çулхи сентябрьтен тытăнса кăçалхи февральчченех пакунлă çав çын хăйĕн пĕлĕшĕсене - предпринимательсене - пулăшнă. Саккунпа çапла тума юраманнине пăхмасăр предприниматель ĕçне хутшăннă.

16 Пуш, 2015

11 млн тенкĕ ытла налук тÿлемен

Шупашкарти хăватлă электрооборудовани туса кăларакан «Электросила» заводăн экс-гендиректорĕ суд умне тăрать. Ăна налук агенчĕн тивĕçĕсене пурнăçламаншăн - уйрăмах пысăк виçепе налук куçарманшăн - айăплаççĕ.

16 Пуш, 2015

Капот çинче - инспектор!

Ку пăтăрмах кăçалхи февралĕн 12-мĕшĕнче каçхине пулса иртнĕ. Çак кунсенче следстви комитечĕн Мускав районĕнчи пайĕ уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ. Çамрăк çын нумаях пулмасть суд умне тăнă. Ăна 15 пин тенкĕлĕх штрафланă.

16 Пуш, 2015

Республика Пуçлăхĕ журналистсемпе тĕл пулчĕ

Влаçăн тĕрлĕ шайри юппине нумай чухне халăхшăн “тăрăшманшăн” сăмах лекет. Çав вăхăтрах пирĕнтен чылайăшĕ хамăрăн пурнăçа çăмăллăх кÿрекен йышăнусем пирки пĕлмест те. Ыйту: мĕн тумалла?

16 Пуш, 2015

Тимлĕхе çухатмалла мар

Çак эрнере ЧР ШĔМĕн ÇÇХПИ управленийĕн пуçлăхĕ Владимир Романов журналистсене кăçалхи икĕ уйăхăн кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ.

Çак тапхăрта республикăри çулсем çинче 217 инкеке шута илнĕ. Вĕсенче 26 çын пурнăçĕ татăлнă, 323 çын аманнă.

- Пĕлтĕр ÿсĕр водительсене пула авари йышлишĕн сăмах лекнĕччĕ, çакна Михаил Игнатьев хăйĕн Çырăвĕнче те палăртнăччĕ. Ку тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлетпĕр, çавăнпах çул çинчи йĕркене ÿсĕр водитель пăснă тĕслĕхсен шучĕ 44 процент чакнине палăртма пулать. Медицина тĕрĕслевне тухма хирĕçлекенсен йышĕ те сахалланчĕ, - пĕлтерчĕ Владимир Геннадьевич.

16 Пуш, 2015

Ачасене хăтлă палатăсене вырнаçтарнă

2012 çул вĕçĕнче республикăри ача-пăча клиника больницинче паллиатив медицина пулăшăвĕн уйрăмĕ уçăлнă. Пĕлтĕрхи çу уйăхĕнче ăна хула ача-пăча 3-мĕш больницине куçарнă. Çак уйрăм сиплейми йывăр чирлĕ 10 ачана харăсах йышăнма пултарать. Кашнине çывăх тăванĕсемпе пĕрле уйрăм палатăна вырнаçтараççĕ. Унта ятарлă оборудовани, телевизор, сивĕтмĕш, туалетпа ваннăй пур. Ачан ашшĕ-амăшĕ валли те вырăн çителĕклех. Палатăсене хăтлăлатма, медицина оборудованийĕ туянма республика бюджетĕнчен 14 миллион тенкĕ ытла уйăрнă.

13 Пуш, 2015

Çăмăл мар пулсан та - малаллах...

ЧР Министрсен Кабинечĕн юнкунхи анлă ларăвĕнче республикăн 2014 çулхи экономикăпа социаллă пурнăçĕн аталанăвне пĕтĕмлетрĕç, кăçалхи тĕллевсене палăртрĕç. Унта Правительство членĕсем кăна мар, Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, муниципалитетсен, предприятисен ертÿçисем те хутшăнчĕç.

Pages