Общество палатине халăх шанать

1 Утă, 2015

Июнĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Общество палатин çĕнĕ йышĕн пĕрремĕш анлă ларăвĕ иртрĕ. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Палатăн хальхи тата малтанхи йышĕсен членĕсем хутшăнчĕç.

Ларăва ЧР Общество палатин пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш йышĕсен членĕ Александр Дельман уçрĕ. Вăл тата Палата председателĕ Леонид Шимин республикăн хальхи ертÿçисене ЧР Общество палатине туса хурас тĕллевпе пысăк пĕлтерĕшлĕ йышăнусем кăларнăшăн чĕререн тав турĕç. Уйрăммăн илсен 2011 çулхи мартăн 1-мĕшĕнче «Чăваш Республикин Общество палати çинчен» саккун йышăннă.

Михаил Игнатьев Общество палатин ĕçне пысăк хак пачĕ, ăна республикăра пурăнакан халăх шаннине палăртрĕ: «Эпир граждан обществин аталанăвне тата демократи институчĕсене туса хурас ĕçе пысăк тимлĕх уйăратпăр. ЧР Общество палати, юлашки çулсенче йĕркеленĕ обществăн ирĕклĕ ытти институчĕ пекех, хăйĕн тухăçлă ĕçне кăтартса пачĕ. Граждансем ЧР Общество палатине шанаççĕ. Эсир республика саккунĕсен проекчĕсене общество экспертизи витĕр кăларатăр, граждансен интересĕсене патшалăх структурисем умĕнче хÿтĕлетĕр. Влаç органĕсемшĕн сирĕн позици пĕлтерĕшлĕ. Палатăн çĕнĕ йышне уççăн тата ăнăçлăн ĕçлеме ырă сунатăп», - терĕ.

Михаил Игнатьев ЧР Общество палатин хастар представителĕсене наградăсем парса чысларĕ. Палатăн иккĕмĕш йышĕн членĕ, «ИТАР-ТАСС» корреспонденчĕ Валентина Иванова, РФ тата ЧР Общество палатисен членĕ, «Куç микрохирургийĕ» МНТК» ФПБУ Шупашкарти филиалĕн директорĕ Николай Паштаев Чăваш Ен Пуçлăхĕн Тавне тата алла çыхмалли сехете тивĕçрĕç.

ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов ЧР Общество палатин членĕсем ырă ят-сум çĕнсе илнĕ, пурнăçра тата профессийĕнче пысăк опыт пухнă, хăйсен ĕçне лайăх пĕлекен, халăхăн интересĕсемпе ыйтăвĕсене лайăх ăнланакан хисеплĕ çынсем пулнине палăртрĕ. Спикер чи маттуррисене ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотисем пачĕ.

Леонид Шимин çак кунсенче Раççей Президенчĕ Владимир Путин федераци субъекчĕсен Общество палатисен председателĕсемпе йĕркеленĕ тĕлпулăва хутшăнни çинчен каласа кăтартрĕ. Çĕршыв ертÿçи регионсенчи палатăсен, вырăнта витĕмлĕ тĕрĕслев ирттерекенскерсен, ĕçне пысăк хак панине палăртрĕ. Леонид Шимин çĕнĕ йыш та малтанхи ушкăн пекех влаçпа общество пĕр-пĕринпе çыхăнса ăнăçлă ĕçлессине тĕпе хурасса, çакă халăх пурнăçĕн пахалăхне лайăхлатма май парасса шаннине пĕлтерчĕ.

Лару вăхăтĕнче ЧР Общество палатин виççĕмĕш йышĕн председательне тата унăн заместительне суйларĕç. Пуçламăш тата вăтам професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисен директорĕсен Канашĕн председательне, Шупашкарти электромеханика колледжĕн директорне Алексей Судленкова ертÿçĕ пулма шанчĕç. «УК «Вертикаль» ООО директорĕ Светлана Лясина председатель заместителĕ пулса тăчĕ. Ларура çавăн пекех ЧР Общество палатин Канашне йĕркелерĕç, çĕнĕ 6 комиссие çирĕплетрĕç тата вĕсен председателĕсене суйларĕç.

Шута илме: Чăваш Республикин Общество палати 21 членран тăрать. Çав шутран 14-шне республика умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн çирĕплетеççĕ: 7-шне - Чăваш Республикин Пуçлăхĕ, тепĕр 7-шне - ЧР Патшалăх Канашĕ. Палатăн çак членĕсем общество пĕрлешĕвĕсен представителĕсенчен тепĕр 7 çынна суйласа илеççĕ. Палатăн малтанхи икĕ йышĕ 2-шер çул ĕçленĕ. Чăваш Республикин саккунне 2013 çулта кĕртнĕ улшăнусене тĕпе хурса Палатăн виççĕмĕш тата ун хыççăнхи йышĕсен полномочийĕсен срокĕ 3 çулпа танлашать. Эппин, çĕнĕ йыш 2015 çулхи июнь уйăхĕнчен пуçласа 2018 çулхи июнь уйăхĕччен ĕçлĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.