Океан хĕрринче канас тенĕччĕ пĕррехинче...

25 Юпа, 2014

Мароккона çитсе Марракеш хулинче курса çÿремесен çак çĕр-шывра пулнă пек те туйăнмасть. Тĕп хула - Рабат. Экономика тĕп хули - Касабланка. Тĕрĕссипе, чи çитсе курас килнĕ хула, паллах, Фес. Марокко аваллăхĕ шăпах унта упранать. Анчах та туристсене ытларах Агадир йышăнать, унтан вара Фес питĕ аякра. Шел, “Клон” фильма ÿкернĕ тăрăхпа, Джади утса-чупса çÿренĕ тавралăхпа киленеймерĕмĕр. Унсăр пуçне, араб ялĕсенче пулса курас кăмăл пысăкчĕ. Анчах та сĕкĕнсе пăх-ха унта хăвăн кĕске юбкупа, каялла тухса пĕтиччен ятна та манса кайăн. Юрĕ, мăсăльман çĕр ĕçченĕсемпе тепĕр чух çывăхрах паллашăпăр. Хальлĕхе вара пасар таврашне çитсе курар.

Бахия керменĕ

Марракеш... Вăл, çĕр-шыва ят панăскер, Марокко чĕри шутланать. Кунта халĕ те кавир самолетпа вĕçнĕн, арçынсем шĕвĕр те вăрăм пуçлă пушмакпа - çÿренĕн туйăнать. Халь-халь çурт кĕтесĕнчен куçĕсене кăна хăварса пичĕсене хупласа çыхнă юлан утçăсем вĕçтерсе тухас пек. Телее, ку - пирĕн шухăш вылявĕ кăна. Чăн та, ăна вылямашкăн майĕ çителĕклĕ. Акă Бахия керменĕ. “Чиперкке керменне” - çапла куçать чăвашла унăн ячĕ - XIX ĕмĕрте Марракеш аслă визирĕ Си Ахмед бен Мусса аслă арăмĕ, юратнă хĕрарăм, валли çĕкленĕ. Сăмах май, визирĕн 4 арăм тата 25 наложница пулнă. Урамран пăхсан ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман çуртра шалта - юмахри пек. Стенасем, кедртан тунă мачча, мрамор шыв сикки - йăлт тухăç эрешĕпе витĕннĕ. Çурта Фес хулинчен килнĕ 1000 çын çĕкленĕ. Керменте - 150 пÿлĕм. Пуянсен темиçе ĕмĕр каяллахи пурнăçĕ куç умне тухса тăрать. Мĕн кăна пулса иртмен-тĕр кунта... Пĕр шухăшласан, гарем хĕрарăмĕсене те шеллемелле, те ăмсанмалла вĕсене - хитре тумланнă, тутлă çинĕ, чаплă керменте пурăннă, ниçта та ĕçлемен... Визирь вилсен кермене ÿссе çитнĕ Абдель Азиз султан туртса илсе çаратнă. Бахия керменĕ - Марракеш чи паллă вырăнĕ. 60-мĕш çулсенче кунта Жаклин Кеннеди каннă.

Кутубия мечĕтĕ

Бахия керменĕнчен инçех мар Кутубия мечĕтĕ вырнаçнă. Марракешра вăл тĕп мечĕт кăна мар, çĕтсе кайнă туристсемшĕн - тĕп ориентир та: уяр çанталăкра 30 çухрăмран та курăнать теççĕ. Мечĕте 1147 çулта Альмохадсен йăхĕн ертÿçи Абд аль-Му-мин хушнипе çĕклеме пуçланă. Ĕçсем питĕ хăвăрт пынă. Вĕçлес тенĕ чух кăна асăрханă пысăк йăнăша - мечĕт мирхабĕ Мекка еннелле тĕрĕс мар вырнаçнă! Архитекторсен, паллах, кун-çулĕ вĕçленнĕ. Султан йăлт тĕпрен аркатма хушнă. Кермене çĕнĕрен çĕклеме пуçланă. 15 çултан çеç пăнчă лартма май килнĕ - ĕçе султан мăнукĕ Якуб аль-Мансур вĕçленĕ.

Пуç каснисен лапамĕ

Унран инçех мар Джем-аль-Фна лапамĕ вырнаçнă. Ăна ЮНЕСКО Этемлĕхĕн чун еткерлĕхĕн списокне кĕртнĕ.. Çÿлерех асăннă мечĕте шăп хирĕç вырнаçнăскерте ĕлĕк султана пăхăнманнисен, пăлханакансен, патшалăха хирĕçле ĕç тăвакансен, вăрăсен, çын вĕлеренсен пуçĕсене касса еврейсене тăварлама панă. Кайран вĕсене шалчасем çине тăрăнтарса лапама вырнаçтарнă - ыттисем курччăр та хăраччăр. Лапам ячĕ те чăвашла Вилнисен пухăвĕ-пуç каснисен лапамĕ тесе куçать... Кунта пин çул ĕнтĕ пурнăç кĕрлет. Авалрах чун тухнă вырăнта халĕ шыв сутакансем шăнкăравĕсемпе чăнкăртаттарса утаççĕ /вĕсем шыв сутни иккĕлентерет паллах - ытларах туристсемпе сăн ÿкерĕнсе укçа тăваççĕ/. Факир çĕлене куç пăвать. Кунтах çунакан факелсемпе выляççĕ. Акробатсем, юмăç яракансем, сиплĕ япала сутакансем, ташăçсем... Пурте вĕсем - “ĕçлеççĕ”... Вĕсене /вĕсене кăна мар, ыттисене те/ сăн ÿкерес тетĕр пулсан ас тăвăр - çакăншăн укçа тÿлемелле. Тата çакна ан манăр - мĕн чухлĕ тÿлессине малтан палăртăр кăна мар, тÿлесе хурăр. Унсăрăн сирĕнтен калаçса татăлнинчен самай нумайрах ыйтма пултарĕç, 5 дирхам шантарнă тăк 30 ыйтма пултараççĕ. Памасассăн темиçе квартал хăпмасăр-юлмасăр пĕрле пыраççĕ. Ан манăр: арабсем еврейсем пекех чее те сĕмсĕр суту-илÿре, ку енĕпе вĕсене çитекенни тĕнчипе те урăх çук. Лапамра апельсин сĕткенĕ сутаççĕ, ăна сирĕн умрах кăлараççĕ. Гид унăн пахалăхĕ енĕпе иккĕленмелле маррине палăртрĕ те ăш хыпнăскерсем тÿрех çавăнталла çул тытрăмăр - ара, урамра çапах та 30 градус ытла шăрăх. Тăватă çынна пĕрер стакан тултарса панă хыççăн каялла укçа парса çитерменнине асăрхарăмăр /ку вăхăталла дирхам-доллар-тенкĕ çаврăнăшне хăнăхса çитнĕччĕ ĕнтĕ/. Çамрăк арабсем акăлчанла лайăх пĕлеççĕ. Манăн та нумай-нумай çул каялла вĕреннинчен темĕн çакланса юлнă пуç миминче. “You bad boy /эсир лайăх мар каччă/!” - терĕм сутуçа. Аванмарланать тата, шельмă! Юнашар тăракан каччăна темĕн каларĕ, парса çитермен укçана пире тыттарчĕ те пăрăнса утрĕ. Лешĕ вара пире кашнине тата çуршар стакан сĕткен ярса пачĕ - укçасăрах... /Эх, пирĕн пасартаччĕ çакăн пек - улталасан тата хушса парсанччĕ!/.

Пасар. Сук

Лапам сисмесĕрех пасарпа пĕрлешсе каять. Тухăç пасарĕ... Сук. Мĕн чухлĕ ĕмĕтленмен пулĕ унта пулса курма! Арабсем çакăнтах пурăнаççĕ тейĕн. Пасар урамĕ питĕ хĕсĕк, машинĕ, мотоциклĕ, çуран çÿрекен хĕвĕшет унта. Ирпе тата кăнтăрла лăпкă, халăх каçалапа, шăрăх чаксан, тапса тухать. Пĕтĕм Марракеш урамра тейĕн... Сутуçăсем çыпăçмаççĕ, лăпкăн кăна пăхса ирттерсе яраççĕ. Чарăнсан вара мĕн те пулин туянтараççех. Çавăнпа та туянас темесен тÿрех иртсе кайăр. Япала кирлĕ тĕк сутуçă ыйтнă хакпа туянма ан васкăр. Каларăм ĕнтĕ, арабсен суту-илÿ - юнра. Туристсенчен вĕсем 5-7 хут хаклăрах ыйтаççĕ. Çавăнпа та тавлашăр, сутлашăр - кунта йĕркеллĕ шутланать ку. Тавлашмасăрах туянсан сутуçă... кăмăлсăр юлать. Унăн шухăшĕпе, эсир укçăра тар юхтарса илмен, çавăнпа çăмăллăнах тăкаклатăр. Эпир, сăмахран, арçыннăн çуллахи пушмакне пăхрăмăр. “Бабуши” текенскер, сăранран тунăскер çăп-çăмăл. Отель çумĕнчи лавккасенче уншăн 350 дирхам ыйтаççĕ. Эпир тавлаша-тавлаша 60-а çитертĕмĕр. Çапах та туянма васкамарăмăр-ха. Тепĕр вырăнта... 50 дирхампа пачĕç - пирĕнле 200 тенке яхăн. Сутуçă ăнлантарнă тăрăх, ку - вырăнтисене сутмалли хак. Ара, ку пÿлĕмре çÿремелли çемçе тапăчки хакĕ кăна вĕт! Сăранран çĕленĕ япаласене тĕлĕнмелле йÿнĕ хакпа туянма пулать. Çакна сиссен куртка-плащ таврашне суйлама пуçларăмăр. Кашни утăмрах - лавкка. Килĕшекенни тупăнмасан тĕсне, размерне, модельне кăна суйла - пĕр кунрах çĕлесе параççĕ. Сăранĕ мĕн тĕсли кăна çук! Хайхи япаласене те кунтинчен 4-5 хут йÿнĕрех туянма май килчĕ. Анчах та арабсем питĕ аван пурăнаççĕ тесе ан шухăшлăр. Пур тавар та йÿнĕ мар. Бензин, калăпăр, литрĕ - 1 евро.

Мажорель сачĕ

Марракеша пĕр кунра курма майĕ çук. Çапах та Мажорель садне çитмех палăртрăмăр. Марракеш оазисĕпе пĕрех вăл. 1886 çулта Францире çуралнă Жак Мажорель художник Марракеша килнĕ. Кунта çĕр туянса сад пуçарнă. Халĕ кунта тĕнче тĕрлĕ кĕтесĕнчи 300 ытла ÿсен-тăран, хăшĕ-пĕри - сайра тĕл пулаканни. 1964 çулта сада Ив Сен-Лоран туяннă. Унăн кĕлеткин юлашкине те кунтах пытарнă.

Тухăç юмахĕ

Тухăç асамлă юмахĕ пире кăна мар, влаç çыннисене те илĕртет. Юлашки çулсенче çăлтăрсем туйсене çăтмаха аса илтерекен вырăнсенче ирттерме пуçларĕç. Марракеш хулипе паллаштаракан гидсен халĕ тĕлĕнмелле козырь пур - вĕсем ăмăртса тенĕ пек Раççей Президенчĕн хушаматне аса илеççĕ. Ахальтен мар - Владимир Владимирович хĕрне шăпах Марракешра качча парса туй кĕрлеттернĕ-мĕн. Çак хушамата халĕ гидсем кăна мар, пасарти кашни сутуçă калама вĕренсе çитнĕ. Эпир Раççей турисчĕсем пулнине пĕлсенех вĕсен тути йăл кулать: “А-а, Russia? Путин? Карашо-о!” Эпир иртсе кайсан çурăм хыçĕнче мĕн тăваççĕ-ши - калаймастăп, çаврăнса пăхман. Раççее тĕнче тĕрлĕрен йышăнать вĕт: пĕри - тус пек, иккĕмĕшĕ - тăшман пек, пĕри - юратса, тепри - хăраса...

Катастрофа - not

Агадирта муниципалитет пляжĕ кăна. Çыран хĕрринче те, шывра та вырăнти дон-жуансем чуна илеççĕ: ăçта пăхатăн - вĕсем шăтарасла сăнанине асăрхатăн. Лăпкăн выртма та майĕ çук. “Вини-винии!” - минут пуçне кăшкăрать пончик сутакан. Çимĕçне нимĕнпе те витмен хăй. Хăйăр çилпе вара вĕçет кăна. Хайхискер пăрăнса ĕлкĕреймест: “One dollar! One dollar!” - илтĕнсе каять вак-тĕвеке пĕр долларпа сутаканăн сасси. Япалисем пасарта туристсене сĕнекен хаксенчен темиçе хут пысăкрах. Тулли кĕлеткеллĕ вырăс майри укçа çуккине калать. Тĕрĕсех, сутмалли япалисене мăйран çакса çÿреççĕ те - туянма мар, тытса пăхма та, çемçен каласан, кăмăллă мар. Туристăн укçа çуккине “катастрофа” ăнлавпа палăртать сутуçă араб. “Катастрофа?! - пăхать хайхи самăр майра çине. Унтан хăйĕн хырăмне силлесе тачка хĕрарăм енне пÿрнипе тĕллет: - Not катастрофа!” “Çиме укçу пур, япала туянма - çук!” - тесшĕн ĕнтĕ хайхи. Эпĕ чăтаймасăр ахăлтатсах кулса янине илтсен ман енне çаврăнать те иксĕмĕр пĕр тапхăр шăл йĕретпĕр. Унтан хайхи ман çывăха пырать. Эпĕ, хăнăхнă йăлапа, тÿрех чи пĕчĕк хака палăртатăп. “Мадам, эсир ашак хакĕпе слон туянасшăн, - хăтăрать араб. - Саботаж, саботаж...” - утать хайхи айккинелле сăмси айĕнче мăкăртатса. Эпĕ татах кулатăп... Мана хаваслă... Хама мĕн кирлине пасарта туяннă эпĕ. Араб-и? Мана кăтартнă тутăра çавăнтах поляксене ярăнтарать вăл. Чăн та, лешсем тавлашма пăхрĕç-ха малтанах. Хака чакарма килĕшменнине пĕлсен çаврăнса утма тăчĕç те араб парăннă пек пулчĕ, йÿнĕрех хакпа сĕнчĕ. Эх, хĕпĕртерĕç лешсем: ара, йÿнĕпе туяннă шутлă пулчĕ-çке. Эх, хăйăр çинче хĕртĕнме пуçличчен пасар урлă та пирлĕ çÿрени чухах пулчĕ - унти хаксене лайăх пĕлетĕп-çке: поляксене чике тăршшĕ лартрĕ вĕт араб...

Кашни утăмрах тенĕ пек сăн ÿкертĕмĕр. Анчах хаçат страници виçеллĕ. Тема тăсăмĕпе кăсăкланакансене “Одноклассники” социаллă сетьре “Чăваш хĕрарăмĕ” ушкăнпа туслашма сĕнетпĕр - страницăсене вырнаçманни йăлтах унта пулĕ.

Тухăçра пĕрремĕш хут кăна мар ĕнтĕ. Пуш хирте тĕвесемпе ярăнса курнă, уçă тинĕсре чăмпăлтатнă. Европа тăвĕсем çине чакаланнă. Çитес çул вулаканпа пĕрле ăçталла çул тытăпăр-и? Кам пĕлет? Пурăнăпăр - курăпăр. Акă “Хыпарта” влаç улшăнчĕ. Тен, çĕнĕ хуçа йĕркеллех тÿлĕ те /малтанхинчен ниепле те ыйтса илме май килмерĕ вĕт/ журналист шалăвĕпех тĕнче курса çÿреме май пулĕ? Тур патăрччĕ...

Ырă шанăçпа -

Рита АРТИ.

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.