Пахалăх ама çури ан пултăр

16 Кăрлач, 2014

«Ĕçмелли шыв» программăна пурнăçласа республикăра халĕччен пысăк ĕç туса ирттернĕ. Ку енĕпе кашни район-хуларах палăрăмлă ырă улшăну пур. Акă ултă çул каялла Хĕр шывĕ çинче, Буинск поселокĕ çывăхĕнче, шыв управĕ ĕçе кĕнĕччĕ. Ăна уçма хутшăннă Чăваш Енĕн пĕрремĕш Президенчĕ ун чухне кунти тăрăха «Республикăна чи пахалăхлă шывпа тивĕçтерекен пĕрремĕш тăрăх» тесе хакланăччĕ.

Унтанпа ытти çĕрте те çавăн пек объект тăвасси вăй илчĕ. Федераци тата республика бюджечĕсенчен, ытти çăл-куçран уйăракан укçа-тенкĕпе халăх пурнăçне лайăхлатас, унăн сывлăхне çирĕплетес тĕллевпе пурнăçлакан ĕçсем малашне те анлăн сарăлса пырасси куç кĕретех. Кун пирки республикăн паянхи ертÿлĕхĕ кашнинчех аса илтерчĕ. Анчах та халĕ пирĕн калаçу ĕç çыннисене тивĕçтерекен шыв пахалăхĕ пирки пулĕ. «Хыпар» хаçатăн вырăнти корпунктне килнĕ Гурий Никифорович Никифоров, ĕмĕрне Йĕпреç вăрман комбинатĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ветеран, пăшăрханса çапла пĕлтерчĕ: «Час-часах кранран таса мар, пăнтăх шăршă кĕрекен шыв юхать. Кун пек чухне пуçра тÿрех иккĕленÿллĕ шухăш вăранать: ку шыва ĕçме юрать-ши, вăл апат пĕçерме юрăхлă-ши? Эпĕ ку ыйтăва уçăмлатас тесе Йĕпреç хула администрацине те, «Водоканал» муниципалитетăн унитари предприятине те çитрĕм. Лару-тăрăва лайăхлатма пулни çинчен каланă шантару сăмахĕсемсĕр пуçне тек нимĕн те илтмерĕм вĕсенчен. Ирсерен кухньăри кран умне пыма та шикленекен пултăм».

Гурий Никифоровăн пăшăрханăвне унпа пĕрле пайлакансем каярахпа татах та тупăнчĕç. Çакăн хыççăн корреспондентăн ирĕксĕрех Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн Канаш хулинчи территори уйрăмĕн тĕп эксперт специалисчĕпе Тамара Алексеевăпа тĕл пулма тиврĕ. «Питĕ вырăнлă ыйту, - терĕ Тамара Геннадьевна. - Йĕпреç тăрăхĕнче ĕçмелли шыв пахалăхĕ микробиологи кăтартăвĕсем енĕпе мĕнлерех шайрине нумай пулмасть тĕрĕслерĕмĕр эпир. Тĕпчев вăхăтĕнче Хĕр юхан шывĕнчен Йĕпреçе килекен шыв пахалăхне палăртас тĕллевпе темиçе çухрăма тăсăлакан пăрăхăн уйрăм сыпăкĕнчен илнĕ шыва санитарипе эпидемиологи тата лаборатори сăнавĕпе тĕпчевĕ витĕр кăлартăмăр. Шыв тĕрлĕ сăлтавпа пахалăхлă мар иккен. Уйрăммăн илсен, çак çитменлĕхсем уçăмлăн тухса тăчĕç: тасату технологийĕн тытăмне пăснине, ăна мĕнлерех пăхăннине асăрхаса-сăнаса тăманнипе шыва тасатмалли ятарлă коагулянт вырăнне урăх препаратпа усă курнипе пахалăх САНПИН ыйтакан хушусене тивĕçтереймен. Эпир кун пирки муниципалитетăн «Водоканал» унитари предприятине асăрхаттару хучĕ çырса патăмăр, вĕсем çитменлĕхсене пĕтерес тĕллевпе тивĕçлĕ утăм тума пулчĕç. Сăмаха тытмасан, кунти яваплă çынсене РФ КоАПĕн 6,6 статйипе явап тыттарма тивет».

Паллах, Роспотребнадзорăн сыхă та тимлĕхлĕ специалисчĕсем ĕçмелли шыв пахалăхне пур чухне те сăнаса-асăрхаса тăма вăхăт çитереймĕç. Мĕншĕн тесен вĕсем пурнăçлама тивĕçлĕ ĕç калăпăшĕ унсăрах пысăк. Саккун ыйтнипе килĕшÿллĕн ĕçмелли шыв пахалăхне хушăран тĕрĕслесе тăрассишĕн камсем яваплă-ха? Ыйту хуравне шыраса таçта каймашкăн кирлĕ мар: «Раççей Федерацийĕн «Шывпа тивĕçтересси тата шыв уйăрасси çинчен» саккунĕнче /ăна 2011 çулхи раштав уйăхĕн 7-мĕшĕнче йышăннă/ çакна уçăмлăн палăртса хăварнă. Унта мĕн çырнине тепĕр хут аса илтерни пăсмĕ. «Шыв пахалăхне тĕрĕслесе тăрассишĕн çак тытăма тытса тăраканăн хăй - уйрăм предприниматель-и вăл е юридици сăпатĕнчи çын - яваплă, унăн ку ĕçе йĕркене пăхăнса, хăйсем туса хатĕрленĕ производство программине тĕпе хурса, вăхăтра пурнăçласа пымалла», - тенĕ çав документра. Çапла пулмалла та, мĕншĕн тесен халăх усă куракан шыв пахалăхĕ кирек хăçан та санитарипе гигиена йĕркисене тивĕçтермелле. Шел, хальлĕхе ку саккунта мĕн çырни тĕпĕ-йĕрĕпе пурнăçа кĕнине çирĕплетекен тĕслĕх çукпа пĕрех.

Йĕрке тăрăх, халăха пахалăхлă шывпа тивĕçтерес ĕçе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен те пуçаруллăрах хутшăнмалла. Анчах пурнăçри пулăмсем урăххине çирĕплетеççĕ: ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен хушшинче хăйсен саккунлă тивĕçĕсене, урăхла, эпир çак статьяра çĕкленĕ шыв пахалăхĕшĕн вĕсем те яваплă пулнине пĕлменнисем те пур-ха. Акă мĕншĕн вăл е ку ял тăрăхĕн тĕп хуçисенчен чылайăшĕ ку енĕпе çирĕп йĕрке туса хурас тесе кирлĕ пек тăрăшулăх тата пуçарулăх кăтартмасть. Çынсем вара, паянхи куна илсен, пахалăхĕпе туллин тивĕçтерме юрăхсăр шывшăнах кĕсйисенчен нухрат кăларса хураççĕ.

Геннадий КУЗНЕЦОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.