Пахчи-пахчи…

19 Авăн, 2018

Çĕр ĕçченĕсем çу каçа çитĕнтернĕ тухăçа пуçтарса пÿлмене хываççĕ. Çак вăхăтра хăмлаçăсен те хĕрÿ тапхăр. Кашни типĕ кунпа туллин усă курма тăрăшаççĕ. «Симĕс ылтăн» та кĕтмест, çумăрлă- çиллĕ çанталăкра пучахĕ вĕçнипе тухăçĕ чакать.

Çирĕм çул каялла хăмла çитĕнтерни хуçалăхшăн тупăшлă шутланнă, пысăк услам илме пулăшнă. Ку культура вун-вун колхоз-совхоза, ĕçчене чапа кăларнă. Шел, çĕршыври пăтрашуллă рынок тапхăрĕ хăмла отрасльне те йывăрлăха кĕртсе ÿкерчĕ. Чĕр тавар сутăнманран пахчасем пушанчĕç. Хальхи вăхăтра Вăрнар, Вăрмар, Çĕрпÿ, Етĕрне районĕсенче кăна упранса юлнă вăл. Çав шутра Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» колхозра та чăвашсен хăватлă хăмлине çитĕнтерме пăрахман-ха.
— «Ленинская искра» колхозра хăмла татса пĕтерчĕç ĕнтĕ. «Выльский» хуçалăхра 2-3 гектар çинче кăна пуçтармалли юлнă. Хальлĕхе тухăç пирки калама иртерех. Çу кунĕсем уяр килнĕрен кăçал вăл пĕчĕкрех пулни паллă, — пĕлтерчĕ Етĕрне районĕн администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп специалисчĕ Эдуард Ярабаев. — «Симĕс ылтăна» сутма тытăнман-ха, ăна хуçалăхсем хăйсем вырнаçтараççĕ.
«Ленинская искра» хуçалăхра ку культурăна 1972 çултанпах çитĕнтереççĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем виçĕ участокра — Лапракассинче, Тури Ачакра, Яракассинче — вырнаçнă. Пурĕ 24 гектар йышăнать вăл. Çав шутра тухăç параканни — 22 гектар. Ĕçченсем малтан çамрăк плантацисенчен чĕр тавара пуçтарса кĕртнĕ. Унта хăвăртрах пиçет-мĕн.
— Çанталăк уяр тăнăран ĕç хăвăртланчĕ. Эпир татса пĕтерсен тăм та ÿкрĕ. Ун хыççăн пучахсем çăмăлланаççĕ, тĕпренеççĕ, пахалăхĕ палăрмаллах чакать. Çавăнпа ĕçе вăхăтра вĕçленĕшĕн кăмăл та савăк. Сменăра 6 тонна пучах татма пултартăмăр. Чăн та, çу кунĕсем типĕ тăнăран тухăç иртнĕ çулхинчен пĕчĕкрех. Гектар пуçне вăтамран 14 центнер ытларах тухрĕ. Иртнĕ çул вара кăтарту 17 центнерпа танлашнăччĕ, — терĕ Маргарита Иванова хăмлаçă-агроном.
Хăмлана ÿсме, пучахĕ тулма çăвĕпех çумăр кирлĕ. Çуркунне ешĕл хунав лайăх аталанма тытăнсан ĕçченсем савăннă. «Кăçал та тухăç пысăк пулĕ», — тенĕ вĕсем. Анчах çулла ку тăрăхра çумăр ÿкменпе пĕрех. Çавна май хăмла аври кĕске. Пучах авăр тăрринче ытларах çитĕнет çав.
— Юлашки çулсенче çулла çумăр сахал çăвать. Çакна шута илсе хăмла лаптăкĕсене шăварассине йĕркелемех тивет-тĕр, — терĕ Маргарита Иванова.
— Пахчасем пушаннă, ĕçсем вĕçленнĕ. Апла кĕр мăнтăрĕпе çакна уявламалли кăна юлать? — терĕм ăна.
— Ял хуçалăхĕнче ĕç хăçан вĕçленни пур? Чăн та, хальлĕхе хăмлаçăсем канаççĕ. Çывăх вăхăтра типĕтнĕ пучаха преслама тытăнатпăр. Пахчасене те тасатса йĕркене кĕртмелле, ÿсен-тăран тымарне касмалла. Çитес çулхи тухăç пирки халех шухăшламалла, ĕçлемелле, — палăртрĕ вăл. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.