Паллă шахматçă Шупашкарти 20 ачапа пĕр харăс вылярĕ

1 Çĕртме, 2019

Раççей çĕршывĕн паллă шахматçи Владимир Поткин паян Республикăри ача-пăча пултарулăхĕн çуртĕнче Шупашкарти пĕчĕк спортсменсемпе шахматла вылярĕ.

6-8 çулти ачасен пĕр пайĕ нумай пулмасть Раççей первенствинчен таврăннă. Владимир Алексеевич гроссмейстерпа тĕл пулни пĕчĕкскерсемшĕн пысăк савăнăç. Европа тата тĕнче шайĕнче палăрнă спортсменпа вăй виçесси - пысăк чыс.

Владимир Поткин пĕр харăc 20 aчапа вылярĕ, 18-шне выляса илчĕ. Икĕ хĕрачана вара гроссмейстера парăнмарĕç. 6-ри Анна Игошкинăпа тата 8-ти Яна Сидоровăпа ирттернĕ вăйăра паллă спортсмен "ничья" тесе палăртрĕ. Владимир Поткин ачасене мухтарĕ, тивĕçлĕ ăру çитĕннине каларĕ.

www.hypar.ru

Видео...

Вера ШУМИЛОВА. Сăн ÿкерчĕкĕсем авторăн.

Комментари хушас