Паллашăр - стипендиат

12 Нарăс, 2015

Вăл спорт туризмĕпе аппаланать, географипе кăсăк-ланать, шкул пурнăçĕнче хастарлăхпа палăрать тата питĕ ăслă, тарăн шухăшлама пĕлет. Физкультура олимпиадин район тапхăрĕнче çĕнтерÿçĕ те пулса тăнă. Ахальтен мар Канашри 3-мĕш шкулта вĕренекен Максим Константинов - ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕ.

Çыннăн малашнехи пурнăçĕн никĕсне вăл пĕчĕк чухнех хывмалла. Мĕн ачаран сывă пурнăç йĕркине хăнăхса, ырă хутшăнусене хакласа çитĕнекен кукăр çулпа каймĕ, çĕршыва юрăхлă çын пулĕ. Максима та ашшĕпе амăшĕ мĕн пĕчĕкрен спортпа туслаштарнă. Кĕçĕннисем аслисенчен тĕслĕх илеççĕ-çке. Ашшĕпе ывăлĕ йĕлтĕр çине тăрса вăрмана чылай çÿренĕ. Спорт туризмне явăçтараканни те - ашшĕ. Вăл сĕннипе арçын ача çак секцие çÿреме тытăннă.

Виктор Николаевич тренер хатĕрленипе Максим тăтăшах тĕрлĕрен ăмăртăва хутшăнать. Çавна май походсемпе ăçта кăна çитмен-ши вăл! Сосновкăна та, Çĕнĕ Шупашкара та, Шупашкара та, Çĕрпĕве те... Сочири паралимпиадăна та кайса курнă.

Ăмăртăва хутшăнакан кашни çынах хăйĕн умне çĕнтерес тĕллев лартать. Максим та çавăн пекех. Малти вырăна тухас тесе вăл вăй-халне хĕрхенмест. Анчах çĕнтерÿшĕн йĕркене пăсакансене чăтма пултараймасть.

- Хам вăйпа, тĕрĕслĕхпе çĕнсе илнĕ ят маншăн пуринчен хаклă, - тет малашлăхра хăйне спортсмен пек кураканскер.

Антон Шипулин Раççей биатлонисчĕ уншăн тĕслĕх вырăнĕнче. Вăл арçын ачана чăтăмлăхĕ-пе, çирĕп ăнтăлăвĕпе тыткăнланă. Паллах, ăнăçу яланах Максим енче пулаймасть, çакна арçын ача аван ăнланать. Выляса яни те пулнă. Анчах пĕрре ăнăçмасан тепĕр ăмăртăва вăл тата тăрăшарах хатĕрленет. Тренировкăсенче самаях вăхăт иртет. Апла пулин те ÿсĕмĕ куçкĕретех.

Ăçта мĕнле чĕрчунсем пурăннипе, мĕнле ÿсен-тăрансем ÿснипе, мĕнле вырнаçнипе те кăсăкланать Максим. Пур çĕре те çитсе курас, анлă тинĕспе киленес килет унăн. Çак вăхăт тĕлне вăл Турцире, Анапăра, Сочире тата Одессăра пулса курнă та ĕнтĕ. Пурăна киле ытти çĕршыва та çитсе килĕ. Ĕмĕтленме пĕлекенсем телейлĕ-çке.

- Хамăн çитĕнÿсемшĕн аттепе аннене, тренера тата йывăр вăхăтра алă паракансене пурне те тав тăватăп. Республика Пуçлăхĕн стипендине илес текенсене яланах конкурс-олимпиадăсене хутшăнса çĕнтерме, нумайрах Хисеп хучĕ пухма тата яланах ăнăçăва шанма сунатăп, - терĕ Максим калаçăва вĕçленĕ май. - Çынсемпе кăмăллăн хутшăнар, пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлер. Çакăн пек пулсан кăна тĕнчере вăрçă сиксе тухмĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.