Палтиелти фермерсем халăха кÿрентермеççĕ

16 Çурла, 2018

Çурхи кун çулталăк тăрантарать теççĕ-ха, анчах хĕл хырăмĕ тутă пуласси паян тар тăкнинчен нумай килет. Шăмăршă районĕнчи хуçалăхсенче çак кунсенче хĕрÿ ĕç пырать.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов кăçалхи шăрăх та типĕ çу тыр-пул тухăçне витĕм кÿнине палăртать. Апла пулин те фермерсем çĕр пайĕн хуçисене кÿрентересшĕн мар.

Палтиел ял тăрăхĕнче пилĕк фермер ĕçлет. Владимир Денисов вĕсенчен пĕрне мухтаса теприне хурламасть. Пурте тăрăшса ĕçлеççĕ. Ильдар Алиуллов 700-е яхăн гектар çинче акса лартать. Вăл хĕвел çаврăнăш ÿстерет. Районта виçĕмкун иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕн членĕсем пулса курнă Ф.С. Рахматуллов фермерăн йĕтемĕ çинче те ĕç вĕрет: уйран килнĕ тыр-пула тасатса тата типĕтсе пÿлмене кĕртеççĕ.

«Çĕр пайĕшĕн пире ним те лекмест», – пухусенче кăмăлсăрланатчĕç çынсем. Ку тăрăхри фермерсем халăха кÿрентермеççĕ. Пĕр гектар çĕр пуçне вĕсен хуçисене 300-шер килограмм тырă параççĕ», – каласа кăтартать Владимир Денисов.

Фазулла Рахматуллов фермер пĕлтернĕ тăрăх, кĕрхисене йăлтах вырса пĕтернĕ. Тухăç гектартан вăтамран 25 центнер тухнă. Çуртрисен сахалрах. Фермера пăшăрхантараканни те пур. Вăл сĕрмелли-çунтармалли материалсен хакĕ пысăккишĕн кулянать. Ыттисене те çак ыйтăвах пăшăрхантарать. Вĕсене Владимир Денисов топливăшăн регионсене субсиди пама йышăннине пĕлтерсе лăплантарать. Чăн та, ун пек йышăнăва РФ Правительствин пуçлăхĕ Дмитрий Медведев çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче алă пуснăччĕ. Пирĕн республикăна 36,2 миллион тенкĕ уйăрнă.

Владимир Денисов ял хуçалăхĕнче хастарсем татах та пуррине пĕлтерет. Пуянкасси ял тăрăхĕнче акă Геннадий Макаров, Кивĕ Чукал тăрăхĕнче «Агротранспорт» тулли мар яваплă общество, Карапай Шăмăршă тăрăхĕнче Татьяна Иванова аван ĕçлеççĕ.

Рубрика: 

Комментари хушас