Парашютпа… шыва та сикеççĕ

«Хисеплĕ канакансем! Шыв çинчи хăрушсăрлăха пăхăнма ыйтатпăр! Ачасене тимлĕхсĕр ан хăварăр!» — асăрхаттарсах çÿреççĕ МЧСăн Пĕчĕк карапсен патшалăх инспекцийĕн ĕçченĕсем. Шыва кĕме юракан вырăна палăртса карнă ишкĕчсенчен иртсе Атăлта шаларах киленес текенсене те асăрхасах тăма тивет. Кунашкал «паттăрсем» сехет хушшинче пирĕн куç умĕнчех тăваттăн-пиллĕкĕн тупăнчĕç. Кĕçнерни кун пулнине /ара, эрне варри-çке/ пăхмасăрах кăнтăрла тĕлĕнче Атăлăн икĕ çыранĕнчи пляжĕнче те çын нумайччĕ. Кунти тата ытти çĕрти йĕркене çăлавçăсем сыхласах тăраççĕ-ха. Шыв çинчи хăрушсăрлăх инспекторĕсем те йĕркене куçран вĕçертмеççĕ. Шăпах Пĕчĕк карапсен патшалăх инспекцийĕн ĕçченĕсемпе эпир те профилактика рейдĕнче пултăмăр.

— Кăçал çанталăк савăнтарать пире. Уйăх çурă ĕнтĕ шăрăх тăрать. Медицина ĕçченĕсем палăртнă тăрăх, сывлăшпа шыв температурин шайлашăвĕ те шăпах лайăх. Каннă вăхăтрах шыв хăрушлăх кăларса тăратнине те манмалла мар, — аса илтерчĕ МЧСăн Пĕчĕк карапсен патшалăх инспекцийĕн ертÿçи Герман Майков.
Сисчĕвленмелли те пур: шыва кĕмелли тапхăр пуçланнăранпа кăна 20 ытла çын путса вилнĕ. Шел те, вĕсен йышĕнче ачасем те пур. Иртнĕ канмалли кунсенче çеç республикăри шывсем çинче тÿрех 7 инкек сиксе тухнă. Пилĕк мăн çынпа икĕ ача пурнăçĕ татăлнă.
— Аслисем путасси, чи мал тан, эрех-сăрапа /99 процент/ çыхăннă. Шыва кĕме те, пулă тытма та ÿсĕрле килеççĕ. Ятарласа уйăрман вырăнсене суйлани те инкек патне çитерет. Республикăра паян 14 пляж ĕçлет. Унта куллен çăлавçăсемпе медицина ĕçченĕсем хурал тăраççĕ. Тăхăнмалли-çăвăнмалли пÿлĕмсемпе, канмалли вырăнсемпе хăтлăлатнă вĕсене. Ял тăрăхĕсенче 36 вырăн хатĕрленĕ. Пляжсемпе танлаштарма çук-ха вĕсене, çапах та тĕрĕсленĕскерсем. Çурла уйăхĕ те ăшă пуласса систереççĕ синоптиксем. Шыв çумĕнче уçăраххине шута илсе халăх çыран хĕррине туртăнать, — хĕрÿ ĕç тăсăласса палăртать Герман Геннадьевич.
Инспекторсем шыв çинчи хăрушсăрлăха пĕрмаях тĕрĕслеççĕ. Канмалли кунсенче вара пушшех те тимлĕ пулма тăрăшаççĕ — ка-
накансен йышĕ самай пысăкрах вĕт. «Дикий» пляжсем те тимлĕх ыйтаççĕ. Кимĕсемпе ярăнакансен те çул çинчи пекех уйрăм йĕркене пăхăнмалла. Ĕçĕн курăмĕ те пур-мĕн. Пĕчĕк карапсем йĕркене пăснă тĕслĕхсем сахалланаççĕ иккен. Кимĕсене ÿсĕрле хускатнисен йышĕ те чакать. Çав вăхăтрах шыва кĕме ирĕк паман вырăнсенче чăпмăлтатакансен шучĕ сахалланмасть.
— Çынсем «шыва кĕме юрамасть» тесе çырни çине тăрăнсан та малаллах утаççĕ. Çĕнĕ Шупашкарти санкцилемен çакăн пек пĕр пляжра уйăх каялла мăн çынпа ача путнăччĕ. Вĕсене Атăл тĕпĕнчен кăларнине пăхса тăраççĕ хăйсем, анчах шывран тухма шухăшламаççĕ те. Çăлавçăсем кашни кÿлĕ хĕрринче тăраймаççĕ ĕнтĕ. Çавăнпах, чи малтан, хамăрăн тимлĕ пулмалла. Ачасем çинчен манмалла мар, — тепĕр хутчен аса илтерет Герман Майков. Малалла вулас...
 

Татьяна НАУМОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.