«Пархатарлă ĕçпе ыттисене хĕмлентерет...»: Чăваш Ен Пуçлăхĕ сумлă ентешсене чысларĕ

22 Раштав, 2017

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев раштав уйăхĕн 22-мĕшĕнче республика экономикине аталантармашкăн сумлă тÿпе хывнă ентешсен пысăк ушкăнне Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республин патшалăх наградисемпе чысларĕ.

«Паян эпир Чăваш Енĕн мухтавĕ пулса тăнă тĕрлĕ професси çыннисене сума сăватпăр. 2017 çул сирĕнтен кашниншĕн пархатарлă ĕç çулталăкĕ шутланать. «С.Н. Федоров ячĕллĕ МНТКан» Шупашкарти филиалĕн директорĕн заместителĕ Ирина Куликова, Хулари 2-мĕш больницăри Мария Смолина врач-офтальмолог евĕр хастар та пултаруллă тухтăрсем хисепе чăннипех тивĕç. Республикăри васкавлă пулăшу станцийĕн тĕп тухтăрĕ Ольга Краузе, Президентăн перинаталь центрĕн тĕп тухтăрĕн педиатри енĕпе ĕçлекен заместителĕ Лариса Ногтева, Республикăри туберкулезпа кĕрешекен диспансерăн медицинăн аслă сестри Маргарита Романова, Республикăри стоматологи поликлиникин медицинăн тĕп сестри Людмила Романова та ят-сум çĕнсе илнĕ, вĕсем пулăшнипе пациентсем чир-чĕре парăнса пурнăç илемне çĕнĕрен туйса илме пултараççĕ», — терĕ Михаил Игнатьев савăнăçлă мероприятие пухăннисене саламласа.

Ятлă-сумлă маттурсем вĕренÿ тытăмĕнче те сахал мар. Вĕсен йышĕнче — Çĕнĕ Шупашкарти 6-мĕш гимнази директорĕн заместителĕ Екатерина Воеводина, Шупашкар районĕнчи Янăшри вăтам шкул учителĕ Людмила Ефремова.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, вĕрентÿ тытăмне аталантармашкăн кăçал республика бюджечĕн тупăш пайĕн пĕрре-виççĕмĕш пайне хывнă, хушма вĕренĕве вăй илтермешкĕн пир-пин тенкĕ уйăрнă. Пĕтĕмпех — çамрăк ăрăвăн ăс-хакăлне пуянлатмашкăн хывнă инвестици. Паянхи ăнтăлуллă яшсемпе-хĕрсем пурнăçра хăйссен вырăнне тупаççĕ.

«Тĕслĕхĕрпе хавхаланса вĕсем Аслă Раççейĕн, тăван хутлăхăн тĕрекне вăйлатмашкăн хутшăнаççĕ. Тавах сире пархатарлă ывăл-хĕр çитĕнтернĕшĕн, халăхăмăрăн ырă йăлине асра тытса çемье пуянлăхне сыхласа хăварма пултарнăшăн,— терĕ Михаил Игнатьев чыслава тивĕçнисене.

Пухăннисене награда илнĕ ятпа ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов саламларĕ. Çавăнпа пĕрлех вăл чаплă миссие пурнăçларĕ: Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденпа чысларĕ.

СĂМАХ МАЙ

Елена БАДАЕВА, «Шупашкарти 1-мĕш çăкăр завочĕ» ООО генеральнăй директорĕ:

Паян мана «Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ» ятпа чыслани —- ĕмĕр манăçми пулăм, çăкăр пĕçерекене асăннă тытăмра хам çур ĕмĕр вăй хунă тапхăрта çапла сумланине ас тумастăп. Тавах республика ертÿлĕхне пирĕн ĕçе пысăка хурса хакланăшăн. Çак чыслав маншăн кăна мар, вăл 800 çынлă коллектива тÿрремĕнех пырса тивет: ентешсене пахалăхлă продукципе тивĕçтересси пĕччен тумалли ĕç мар вĕт, кунта пĕрлехи вăй кирлĕ.

Теги: 

Комментари хушас