Патăрьел районĕнче çĕр типме пуçланă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев эрнесерен ирттерекен канашлура выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрлес ĕç епле пыни пирки те сăмах хускатрĕç. Ун çинчен ЧР ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Денис Паспеков каласа пачĕ.

Çак тапхăр тĕлне ĕçе 54 процент пурнăçланă. Утçи тапхăрĕ июлĕн 10-мĕшĕ тĕлне вĕçленессе шантарчĕ Денис Иванович. Çавăн пекех вăл çанталăк шăрăх тăнипе Патăрьел районĕнче çĕр типме пуçланă. Улатăр, Шупашкар тата Пăрачкав тăрăхĕсенче вăйлă çил çĕре типĕтес хăрушлăх пур.

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас