Патшалăх программисен витĕмĕ пысăк

23 Çурла, 2014

Вăрнар районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен тытăма кăçал республикăри, районти экономика аталанăвĕ ырă витĕм кÿнине палăртрĕ служба центрĕн ертÿçи Римма Евсеева, рынокри лару-тăрăва лайăхлатмашкăн Чăваш Республикин 2012-2020 çулсем валли йышăннă «Халăха ĕçпе тивĕçтересси» патшалăх программи пулăшнине çирĕплетрĕ. Сăмах май, унăн мероприятийĕсене районта пурнăçламашкăн тĕрлĕ çăлкуçран 8726 пин тенкĕ уйăрнă. Çав шутра республика бюджетĕнчен - 4,31 млн тенкĕ е 46,2 процент /4,143 миллионĕ - ĕçсĕрлĕх пособийĕ тÿлемешкĕн/.

- Римма Валерьяновна, программа мероприятийĕсен уссине палăртрăр-ха. Кун çинчен тĕплĕнрех каласа параймăр-ши?

- Кăçалхи çичĕ уйăхра унпа килĕшÿллĕн йĕркеленĕ мероприятисене 1495 çын хутшăннă, вĕсенчен 5-шĕ - Чăваш Республикинчи ĕçсĕр инвалидсене, сусăр тата йышлă ача çитĕнтерекен ашшĕ-амăшне вырнаçтармалли республикăн тĕллевлĕ программи тăрăх.

Асăннă тапхăрта районти служба центрне пулăшу ыйтмашкăн 679 çын пынă тăк 610-шне е 90 процентне /2013 çулхи çав вăхăтра 80 процент/ ĕç тупса панă. Вырăн шыракансен 26,2 проценчĕ - организацирен хăйсен ирĕкĕпе е икĕ енлĕ килĕшÿпе тухса кайнисем, 42,3 проценчĕ - вĕренÿрен пушă вăхăтра вăй хурас тĕллевлĕ 14-18 çулсенчи çамрăк, 4,1 проценчĕ - организацие хупнипе, йыша чакарнипе е штата пĕчĕклетнипе кăларса янисем, 1,8 проценчĕ - шкул, профессин тĕрлĕ шайри вĕренĕвĕн заведенийĕ пĕтернĕ хыççăн ĕçлеме тытăнманнисем, 5,9 проценчĕ - социаллă хÿтлĕх уйрăмах кĕтекенсем /нумай ачаллисем, пĕччен амăшĕсем, сусăрсем, пенси ÿсĕмне çывхаракансем, тĕрмерен тухнисем, çар службинчен таврăннисем тата вĕсен çемйисен членĕсем эппин/, 19,7 проценчĕ - граждансен ытти категорийĕ.

Халăха ĕçпе тивĕçтермелли программăпа килĕшÿллĕн кăçалхи 7 уйăхра 610 çынна вырнаçтарнине асăнтăм ĕнтĕ. Ку енĕпе çулталăкри плана 59,9 процент тултарнă, иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан - 117.

Уйрăм мероприятисене илес тĕк общество ĕçĕсене пурнăçлама 141-ĕн / планăн - 75, иртнĕ çулхи çав вăхăтрин 108,4 проценчĕ/ хутшăннă, вĕренÿрен пушă тапхăрта 14-18 çулсенчи 279 çамрăка /61,7 тата 150 процент/ вăхăтлăх вырăн тупса панă, йывăрлăха лекнĕ 7 çын / 53,8 тата 114,0 процент/ вăхăтлăх ĕçе кайнă.

- Паянхи самана ĕçлĕ пулас текенсенчен çирĕп ыйтать, çавна май рынокра тупăшма пултаракан специальноç кирлĕ. Унашкалли пулмасан мĕн тумалла?

- Центр специалисчĕсем пирĕн пата килнĕ кашни çыннах пулăшма хатĕр. Професси çук тăк е рынок ыйтманни кăна пулсан урăххипе хăнăху илме май туса паратпăр. Кăçалхи çичĕ уйăхра 61 çынна /çулталăкра палăртнин 100 проценчĕ тата пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен 4,4 хут нумайрах/ вĕренме ятăмăр. Унсăр пуçне ачана виçĕ çула çитиччен пăхмашкăн отпуск илнĕ 14 хĕрарăма Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2012 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи 606-мĕш указĕпе килĕшÿллĕн çĕнĕ професси илме пулăшнă, 3 пенсионер «уйрăм хуралçă» специальноçа хăнăхнă.

- Чун туртăмне тата пултарулăха кура тивĕçлĕ вырăн тупас тесен çын мĕне юрăхлине малтанах палăртмалла вĕт...

- Çакна тĕпе хурса специалистсем центра пынă граждансене професси ориентацийĕ парассине тивĕçлипе хаклаççĕ: кăрлач-утă уйăхĕсенче кăна патшалăх ку енĕпе паракан пулăшăва 435 çын /кăçалхи планăн 58,4 тата иртнĕ çулхи çав вăхăтрин 93 проценчĕ/ тивĕçнĕ.

Ваканси ярмăрккине 4 хут йĕркеленĕ /57 тата 100 процент/.

Асăннă мероприятисен витĕмĕ куç умĕнчех: служба центрĕнче официаллă майпа регистрациленĕ граждансен йышĕ 2014 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчи 170-тен çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 120-е çити чакрĕ е 29,5 процент сахалланчĕ. Вăй питти халăх шучĕпе танлаштарса шута илнĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,61 процент юлнă, республикăри вăтам кăтарту - 0,73.

Çулталăк пуçланнăранпах районта ĕç вăйĕ ытларах ыйтни палăрать, предприяти-организацире рабочи профессиллĕ специалистсем çитмеççĕ. Кăçал центрăн ваканси банкне ĕçпе тивĕçтерекенсем рабочи вырăнĕсем /служащи должноçĕсем/ 958 пушши çинчен пĕлтернĕ, ку кăтарту 2013 çулхинчен 23 процент нумайрах. Çавна май ĕç рынокĕнчи кăткăслăх коэффициенчĕ, урăхла каласан служба органĕсенче учетра тăракансен пĕр ваканси пуçне тивекен йышĕ, кăçалхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчи 0,47 единицăран çурла уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне 0,33 таран пĕчĕкленчĕ.

Ĕçсĕр инвалидсене, сусăр тата йышлă ачаллă ашшĕ-амăшне ĕçпе тивĕçтермелли çум программăпа килĕшÿллĕн ятарласа майлаштарнă вырăнсене кăçал 3 сусăра тата нумай ачаллă 2 çынна йышăннă. Ку енĕпе çулталăкри задание пурнăçланă.

- Хальхи вăхăтра пирĕн республикăра Украинăн кăнтăр-хĕвел тухăç пайĕнчен ирĕксĕр куçса килнисене ĕçпе тивĕçтерес енĕпе ваканси ярмăрккисем иртеççĕ, ытти мероприяти йĕркелеççĕ. Çар хирĕç-тăрăвĕн вырăнĕсенчен тарса тухнисем Вăрнар районне те çитнĕ паллах. Вĕсене мĕнле пулăшатăр?

- Пирĕн тăрăха Украинăран килнĕ 19 çынран иккĕшĕ кăçалхи çурла уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне служба центрне пулăшу ыйтма пынă, вăхăтлăх пурăнакан шучĕпе ĕçсĕрлĕх статусне илнĕ. Вĕсене «Мила» ОООра кухньăра ĕçлекен, сутуçă-кассир, хăна çурчĕн администраторĕн, рабочи вакансийĕсене сĕннĕ. Сăмах май, хăна çуртĕнче сакăр çынна ĕçлеме йышăнма хатĕр, вĕсене пурăнмашкăн вырăн уйăрма, апатланупа тивĕçтерме шантараççĕ.

Ыттисем центртан пулăшу кĕтеççĕ тĕк вĕсен ыйтăвне вăраха ямасăр татса пама пултаратпăр.

Халăха ĕçпе тивĕçтерес енĕпе йышăннă программа мероприятийĕсем пулăшнипе тата хамăр çине тăнипе ĕç рынокĕнчи кăтартусене кăçал иртнĕ çулхи шайран чакарасшăн мар-ха. Тĕллевсене пурнăçламашкăн пултармаллах: специалистсем опытлă та ăста, партнерсем шанчăклă. Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿлĕхĕ те пулăшсах тăрать.

 

Валентина СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.