Патшалăхшăн хăйсен пурлăхне те хĕрхенмеççĕ

28 Кăрлач, 2016

Йăлана кĕнĕ тăрăх, Студентсен кунĕ умĕн Раççейре хăйне евĕр акци иртет: аслă шкулта вĕренекенсем ШĔМĕн тĕрлĕ уйрăмĕнчи ĕçĕ-хĕлĕпе паллашаççĕ. Йĕрке хуралçисем мĕнле ĕçлени пире те интереслентерчĕ - студентсемпе пĕрле çула тухрăмăр.

Йытă хуçине çеç итлет

Вĕсен ĕçĕ йывăр та яваплă. Ку, паллах, йĕрке хуралĕнче тăрăшакан çынсене çеç мар, вĕсене çак ĕçре пулăшакансене те пырса тивет. Акцин пĕр кунĕнче студентсем тĕп хулари кинологи центрне çул тытрĕç. Кунти йытăсем республикăри тĕрлĕ преступление уçăмлатма пулăшаççĕ. Центр ертÿçин çумĕ Александр Яноров тата Мария Зверева кинолог экскурси ирттерсе ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç.

Раççейре кинологи служби 107 çул каялла йĕркеленнĕ. Халĕ республикăри кинологи центрĕнче - 70 яхăн йытă. Кунта ытларах нимĕç, бельги овчаркисем пурăнаççĕ. Лабрадор, кокер-спаниель ăратĕнчи йытăсем те пур. Унччен ротвейлерсем те пулнă. Кашнин ячĕ, хуçи пур. Çакна вольер çине ятарласа çырнă. Пĕр йытăпа темиçе кинолог ĕçлемест. Паллă ĕнтĕ: вăл пĕр хуçана, пĕр шăрша хăнăхать, унăн хушăвĕсене çеç пурнăçлать. Кинологи центрĕнче темиçе уйрăм ĕçлет. Хăш-пĕр йытă оперативлă шырава хутшăнать. Вĕсем преступнике йĕр тăрăх тупаççĕ.

- Кашни çыннăн шăрши урăхла. Преступлени вырăнĕнче куçа курăнакан тата курăнман йĕрсем пур. Юлашкине экспертсем ятарлă хатĕрсемпе усă курса тупаççĕ. Çын утнă хыççăн шăршă юлать, çавна йытă туять те йĕрлеме тытăнать, - каласа кăтартрĕ Александр Яноров.

Йытăсем преступнике хăваланине кинофильмсенче курма тÿр килнĕ-ха. Веçех çăмăл пек туйăнать. Анчах кунта вăрттăнлăх чылай. Йытă преступнике йĕр тăрăх шыраса тупсан ăна пакунлисем парăнма ыйтаççĕ. Вăл килĕшмерĕ пулсан хам-хам тапăнать. Малалла вулас...

Йĕрке хуралçисен ĕçĕ çăмăл маррине Ирина КОШКИНА, Алина ИЗМАН туйса курнă.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.