Паттăра асăнса Астăвăм кунĕ иртнĕ

26 Нарăс, 2020

Канаш районĕнчи Вăрман Енĕшре Алексей Алексеев çар çынни ячĕпе Астăвăм кунĕ иртнĕ.

Палăртнă вăхăт тĕлне ял клубне салтакăн тăванĕсем, юлташĕсем йышлăн пуçтарăннă. Алексей Петровича халалласа «Эс тухмăн нихçан асран» паттарлăх сехечĕ иртнĕ. Мухтавлă ентешĕн кун-çулĕпе паллашнă. Салтакăн пурнăçĕ çамрăклах, Афганистанра çар тивĕçне пурнăçланă чухне татăлнă. Вилнĕ хыççăн ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă. Хăюллă та маттур каччăна ял-йыш нихăçан та манмĕ.

Çак кун йĕлтĕрçĕсем старта тухнă. Малти вырăнсене Петр Алексеевпа Лидия Алексеева йышăннă. Ял çыннисем, хăнасем спорт ăмăртăвĕсене, конкурссене те хаваспах хутшăннă. Маттурисене парнесем парса чысланă.

www.hypar.ru

Лариса НИКИТИНА. Cap.ru сăнÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас