«Паттăрлăх çăлтăрлăхĕ» фестивалĕн çĕнтерÿçисене чысларĕç

13 Раштав, 2019

Чăваш Енре паян Пĕтĕм Раççейри «Паттăрлăх çăлтăрлăхĕ» фестивалĕн регион тапхăрĕн çĕнтерÿçисене чысларĕç. Кăçалхипе вун пĕрмĕш хут йĕркеленĕ ăна.

Фестивалĕн тĕп тĕллевĕ — паянхи кун чăн-чăн паттăр ятне илме тивĕçлисем — пушарнăйсем, çăлавçăсем тата ыттисен пурнăçне çăлас тесе хăюлăх кăтартнă ахаль çынсем — çинчен каласа кăтартасси, халăха ирĕклĕ пушар хуралне явăçтарасси.

«Паян эпир чи лайăххисенчен лайăххисене чыслатпăр, пурне те пысăк тав сăмахĕ калатпăр. «Паттăрлăх çăлтăрлăхĕ» конкурс Раççей МЧСĕн чи анлă та пĕлтерĕшлĕ акцийĕсенчен пĕри пулса тăчĕ», — терĕ Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов генерал-майор.

Професси ăсталăхĕн конкурсĕн çĕнтерÿçисене тĕрлĕ номинацире палăртнă: «Чи лайăх пушарнăй», «Караулăн чи лайăх пуçлăхĕ», «Надзор тата профилактика ĕçĕн подразделенийĕсен чи лайăх сотрудникĕ», «Чи лайăх дознаватель», «Пĕчĕк карапсен чи лайăх патшалăх инспекторĕ», «Пушар хуралĕн чи лайăх ĕçченĕ» тата ытти те.

Уявра «Паттăрлăх çăлтăрлăхĕ» фестивалĕн «Журналистисен ĕçĕсем» пайра çĕнтернисене те чысларĕç. «Массăллă информацин пичет хатĕрĕсенчи чи лайăх материал» номинацире «Хыпар» хаçатăн тишкерÿçи Ирина Клементьева палăрнă. Станислав Антонов журналистсемпе малашне те тачă çыхăну тытса ĕçлессе шаннине пĕлтерчĕ.

www.hypar.ru

Ирина СЕМЕНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас