Паян Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн черетсĕр ларăвĕ иртрĕ

29 Ака, 2020

Патшалăх Канашĕн черетсĕр 40-мĕш сессийĕ коронавирусран сыхланассин витĕмĕпе иртрĕ тени тĕрĕс пулĕччĕ. Кун йĕркинчи пирвайхи ыйту шăпах республика территорийĕнче пандемие кура йышăнакан мерăсемпе çыхăннипе çеç те мар.

Залра — депутатсем кăна. Пурте маскăсемпе. Пандемипе çыхăннă лару-тăрупа сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов паллаштарчĕ. Финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Михаил Ноздряков пандеми условийĕсенче экономикăна, бизнеса пулăшмалли ултă норма документне хатĕрлени çинчен пĕлтерчĕ. Вĕсенче палăртнă мероприятисен укçапа çыхăннă пĕтĕмĕшле хакĕ — 7 миллиард тенкĕ патнелле. Çак мероприятисем çĕртме уйăхĕн вĕçĕчченех пырĕç.

Экономика аталанăвĕн министрĕ Иван Моторин изоляци тапхăрĕнче те экономикăн 80% яхăн пайĕ ĕçлеме пултарнине çирĕплетрĕ. Республика тата муниципалитетсен пурлăхĕн арендаторĕсене çăмăллăх панă, бизнес валли микрозаймсен виçине пысăклатнă. Кредитсем тĕлĕшпе хальлĕхе 3,8 миллиард тенкĕлĕх парăма реструктуризацилеме ыйтнă. Кĕçех халăх ĕçлевне хÿтĕлемелли мерăсем те хута каймалла.

Сăмах республикăн амăшĕн капиталне 100 пинрен 150 пин тенке çитĕ. Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова пĕлтернĕ тăрăх, капитала 2012 çултанпа пысăклатман. 

Парламент тата темиçе саккун проектне ырларĕ. Юлашкинчен вара республикăн ача прависене хÿтĕлекен уполномоченнăйĕн полномочийĕсене вăхăт çитмесĕрех вĕçлес ыйтăва татса пачĕ. Елена Романова должноçран хăтарма хăй ыйтса çырнă. Депутатсен ыйтусем пулмарĕç. Елена Владимировна омбудсмен должноçĕнче виçĕ çул пулнă май çак тапхăрта уполномоченнăй институчĕпе алла-аллăн ĕçленĕ, ăна пулăшса пынă депутатсене, ыттисене тав турĕ. Парламентарисем унăн ыйтăвне пĕр саслă пулса тенĕ пек тивĕçтерчĕç.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Комментари хушас