Паян Пĕрремĕш каналпа Чăваш Енри хуткупăсçăсене кăтартрĕç

18 Чÿк, 2017

Пĕрремĕш каналпа кăтартакан "Играй, гармонь любимая" телекăларăмра паян Чăваш Енри юрă-ташă ăстисем пулчĕç. Эфира Шупашкар районӗнчи «Телей», Шупашкарти «Эревет», «Уяв» ансамбльсене, Ҫӗрпӳ районӗнчи «Нестареющие сердца» тата Шупашкарти Трактор историйӗн музейӗнчи сыпӑксене кӑларчӗҫ. Хуткупӑсҫӑсенчен Николай Алексеев, Ҫӗрпӳри Николай Ключников татӑ Эльвира Тимофеева, Комсомольски районӗнчи Михаил Луков, Етӗрне районӗнчи Михаил Михайлов, Шупашкар районӗнчи Валерий Васильев пулчӗҫ.

Пĕлменнисем валли хыпарлар: кăçал иртнĕ Ҫӗрпÿ ярмăрккине «Играй, гармонь любимая!» кӑларӑма ӳкерекенсем килнĕччĕ. Захар тата Анастасия Заволокинсем унта концерт кăтартнăччĕ. Кайран вĕсем темиçе пултарулăх ушкăнне телекăларăм ÿкернĕччĕ. 

 

 

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас