Паянхи пике хăйне кÿрентерме памасть...

8 Авăн, 2017

Иртнĕ кăларăмсенчен пĕринче ватă хусахсем пирки калаçу пуçарнăччĕ. Паян вара качча каяйман хĕрсен шăпи пирки калаçăпăр. Тÿрех калатăп: ку ыйту хусахсенни пекех çивĕч мар. Ĕлĕк вара чиперуксем «ват хĕр» ята илтесрен çав тери хăранă.

Паллах, качча каясси е хăраххăн пурăнасси — кашни хĕрĕн харпăр ыйтăвĕ. Качча тухмасăр ача çуратакан хĕрсене /паян ун пек тĕслĕх чылай/ сÿтсе явма ирĕк çук. Кашнин хăйĕн пурнăçĕ-çке. «Качча кайиччен хĕр шăпи ашшĕн аллинче», — тени те кивелнĕ ĕнтĕ. Паян хĕр-упраç çитĕнсен мĕнле пурăнассине ашшĕнчен питех ыйтса тăмасть. Ĕлĕк ашшĕ-амăшĕ каччисене кăна мар, хĕрĕсене те йĕкĕт туп¬са панă. Тăлăх яшпа тăлăх хĕре пĕр çемье тума пулăшнă… Ялсенче паян ватă хусах çав тери йышлă тăк, çемье çавăрман хĕрсем вара пĕрер, икшер кăна. Пысăкрах ялсенче — виçшер, тăватшар. Нумаях пулмасть Муркаш районĕнчи — Катькас, Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи Карапаш, Урхас Кушкă ял тăрăхĕсенче пулма тÿр килчĕ. Кашнийĕнчех пĕрер, икшер ватă хĕр кăна пулнине пĕлтерчĕç. «Каккуй ватта юлма, пикисем çамрăклах ялтан вĕçсе тухса каяççĕ», — терĕç. Çавăнпа качча каймасăр пурăнакансем ытларах хулара.

Пĕчĕк тăван çĕршывăмра, Трак тăрăхĕнчи Вăрманкасра, сăмахран, качча кайман пĕр хĕр те çук. Ас тăватăп-ха, ача чухне /вăтăр çул ка¬ялла/ 48 киллĕ ялта качча кайман икĕ хĕр кă¬наччĕ. Пĕри ĕмĕрне пĕчченех пурăнса ирттерчĕ. Ватлăх çулĕсенче ун патне суккăрланнă аппăшĕ килнĕччĕ. Енькка аппа /ятне улăштартăм. — Авт./ 8 ача çуратнă хĕрарăмран: «Кĕçĕн хĕрне мана пар-ха, хам пăхса ÿстерем. Сана та çăмăлрах. Мана та лайăх пулĕ», — тесе ыйтнă- мĕн. Ун чухне хĕр пуççăн ача çуратнине питĕ сивленĕ. Анчах хăвăн чĕрÿ айĕнче 9 уйăх йăтса çÿренĕ тĕпренчĕке ют çынна камăн парас килтĕр? «Чун пулсан чул хушшинче те усратпăр», — тесе нумай ачаллă амăшĕ хăйĕн пепкине паман. Çак истори пирки хĕр тусăм /шăпах çав усрава илес тенĕ хĕрачапа выляса ÿснĕ эпĕ/ пĕлетчĕ. Çитĕнерехпе Енькка аппана пулăшма та çÿретчĕ. Енькка аппа çав тери тирпейлĕ хĕрарăмччĕ. Яланах шап-шурă тутăрпа, çутă кĕпепе çÿретчĕ. Кĕпе аркисене тĕрлесе капăрлататчĕ. Мĕншĕн качча каймасăр юлнă вăл? Кун пирки эпир, ачапча, питех пуç ватман. Çитĕнерехпе: «Каччисене тиркенĕ пуль», — тенĕ.

Тепĕр хĕрĕ вара ĕмĕрне пиччĕшĕн çемйипе пурăнса ирттерчĕ. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.