«Пĕчĕк тусăмăрсем» конкурс

КОНКУРС ВĔÇЛЕНЧĔ

Пĕтĕмлетÿ

«Пĕчĕк тусăмăрсем» конкурс пĕтĕмлетĕвĕ

Аслисен ушкăнĕнче:

1 вырăн. Елена Порфирьева. Вăрнар районĕ.

2 вырăн. Татьяна Назарова. Канаш районĕ, Çĕнĕ Чалкасси.

2 вырăн. Людмила Иванова. Шупашкар районĕ, Çĕнĕ Тутаркасси.

2 вырăн. Юлия Илларионова. Муркаш районĕ, Кĕртекасси.

3 вырăн. Галина Зотова. Хĕрлĕ Чутай районĕ, Штанаш.

3 вырăн. Георгий Ефимов-Тусли. Красноармейски районĕ, Пайсупин.

3 вырăн. Нина Фадеева. Вăрнар районĕ, Оттикăвă.

Тав хучĕ:

Галина Кадыкова. Вăрнар районĕ.

Анатолий Максимов-Пукаш. Сĕнтĕрвăрри районĕ.

Ачасен ушкăнĕнче:

1 вырăн. Никита Дмитриев. Канаш районĕ, Çĕнĕ Чалкасси.

2 вырăн. Владимир Арсентьев. Вăрнар районĕ. Нурăс шкулĕ.

2 вырăн. Николай Куликов. Вăрнар районĕ. Нурăс шкулĕ.

2 вырăн. Станислав Кудрявцев. Вăрнар районĕ. Нурăс шкулĕ.

3 вырăн. Илья Назаров. Канаш районĕ, Çĕнĕ Чалкасси.

3 вырăн. Ульяна Митрофанова. Вăрнар районĕ. Нурăс шкулĕ.

3 вырăн. Мария Григорьева. Вăрнар районĕ. Нурăс шкулĕ.

Тав хучĕсем:

Дарина Назарова. Канаш районĕ, Çĕнĕ Чалкасси.

Ольга Никитина. Пушкăртстан.

-----

Хаклă вулаканăм! Çĕнĕ «Пĕчĕк тусăмăрсем» конкурс пуçлама тĕв турăмăр. Унăн йĕркелÿçисем: Ботаника сачĕ, Республикăри хĕрарăмсен союзĕ тата «Хыпар» издательство çурчĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат редакцийĕ.

Конкурса чĕр чунсем, кайăксем çинчен çырнă сăвă-калав йышăнатпăр. Тусăмăрсен тĕнчи кăсăклăхпа пуян. Хăвăр нумаях пулмасть пĕлнĕ вăрттăнлăхсем çинчен каласа кăтартма пултаратăр. Тен, сирĕнпе тата чĕр чунпа çыхăннă пĕр-пĕр кулăшла ĕç-пуç пулса иртнĕ? Ун çинчен те хаваспах вуласа пĕлĕпĕр. Тепĕр чухне тăватă ураллисемпе çунатлисем тĕлĕнмелле ăслă, тавçăруллă пулнине кăтартаççĕ. Çакăн пек истори пĕлетĕр тĕк, тархасшăн, пире те каласа кăтартăр.

Конкурса ярса панă ĕçсене çу уйăхĕн 25-мĕшĕччен йышăнатпăр. Сумлă жюри — унта конкурс йĕркелÿçисем кĕреççĕ — редакцие ярса панă калавсене тишкерсе çĕнтерÿçĕсене палăртĕ. Çавăнпа хайлавпа пĕрле сăн ÿкерчĕксем ярса парсан аван. Чĕрĕ, чăн пурнăçра пулса иртнĕ ĕç-пуçа сăнламалла. Уçăмлă чĕлхепе тата кăсăклă çырса кăтартма пĕлмелле: мĕн чухлĕ интереслĕрех — çĕнтерес шанăç çавăн чухлĕ пысăкрах.

Конкурса аслисем те, ачасем те хутшăнма пултараççĕ, ĕçсене ÿсĕме кура хаклăпăр. Пултарулăх тупăшăвне Эколог кунĕ тĕлне пĕтĕмлетме палăртнă. Çĕнтерÿçĕсене парнесем кĕтеççĕ.

Ĕçсене ярса панă чух «Конкурса» тесе палăртма ан манăр. Хайлавсене электрон адреспа та йышăнатпăр: zuwxeraram@mail.ru.

Ăнăçу сунса, «Хыпар» издательство çурчĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат редакцийĕ.

www.hypar.ru