Пьедестал çинче Лаш Таяпа ялавне вĕлкĕштернĕ

21 Чÿк, 2018

Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпара çуралса ÿснĕ Геннадий Дмитриев Италирен правилăсăр кĕрешес енĕпе иртнĕ тĕнче чемпионатĕнчен ылтăн медальпе тата тĕнче чемпионачĕн пиçиххийĕпе таврăннă.

Чи кăсăкки вара çакăнта: Геннадий Италире пьедестал çинче Лаш Таяпа ялавне вĕлкĕштернĕ. Вăл тăван ялĕн чăн-чăн патриочĕ пулни çакăнтанах палăрать.

Тĕнче чемпионĕ ятне виçĕ хутчен тивĕçнĕскер хальхи вăхăтра Мускавра пурăнать. Çапах та çуралнă ялне манмасть, яланах спонсор пулса пулăшать. Ашшĕ-амăшĕн çуртне çĕнетме те вăй çитерет.

Унăн çитĕнĕвĕсем çамрăк ăрушăн ырă тĕслĕх шутланаççĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас