Пĕлĕт айĕнчен тухнă хĕвел пайăрки

5 Çу, 2016

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче акан 27-мĕшĕнче иртнĕ премьера çинчен каласа кăтартиччен малтан ЧР тава тивĕçлĕ артисткин, режиссерăн Наталия Сергеевăн ĕçĕсем кăмăла кайнине палăртас килет. Çавăнпа унăн спектаклĕсене хаваспах çÿретĕп. Кăсăклă сюжетлă пьеса, пулăмсемпе туйăмсене хореографи мелĕпе уçса пани, сценăсене Надежда Кузьмина артистка çырнă юрă-кĕвĕпе илемлетни — Наталия Сергеевăн хăйне евĕрлĕхĕ. Хальхинче вăл вырăс драматурги классикĕсен йышĕнче тивĕçлĕ вырăн тупнă А.Вампиловăн «Ытарайми çу кунĕ» /Прошлым летом в Чулимске/ икĕ пайлă драмине лартрĕ. Вырăсларан чăвашла Хветĕр Агивер куçарнă. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.