Пĕлетĕр-и эсир?

27 Раштав, 2013

Лашан китайла ячĕ – Китай зодиакĕн çиччĕмĕш палли – Ма. Лаша талăкри 11 сехетран пуçласа 13 сехетченхи вăхăтпа «хуçаланать».

Анăçри зодиак палли тăрăх вара çитес çул - Арăслан; унăн элеменчĕ – вут-çулăм; туртăмĕ – ырă паллăлăх.

Лаша çак çулсен символĕ шутланать, 1942, 1954, 1966, 1978, 1990, 2002, 2014, 2026, 2038, 2050.

Лаша çулталăкĕн космос элеменчĕ – йывăç, тĕсĕ – кăвак.

Çапла вара 2014 çулăн талисманĕ – Кăвак Йывăç Лаша.

Лаша çулĕнче çуралнă çынсен кăмăл-туйăмĕ /характерĕ/

Лаша çулĕнче çуралнă çынсем яланах пурнăçа хăйсем пĕлнĕ пек йĕркелеме тăрăшаççĕ. Пĕчĕк сăлтавшăнах тарăхса кайма, тепĕр чух пустуйшăнах кутăнлашма пултараççĕ.

Вĕсем оптимистсем, çирĕп вăй-хăватлă, çынсемпе хутшăнма юратаççĕ. Лашасем яланах укçа-тенкĕллĕ, ăна вĕсем çăмăллăнах тупаççĕ.

Ĕç çине укçа-тенкĕ тупмалли мел вырăнне хурса пăхаççĕ. Хăйсен килне, çемйине питĕ юратаççĕ.

Ĕçлеме тата çынсемпе килĕштерме пĕлнĕрен вĕсем пысăк вырăна çăмăллăнах çĕкленме пултараççĕ.

Юратура питĕ хĕрÿ, килĕшернĕ çыннипе питĕ йывăррăн уйрăлаççĕ. Çемйинче хăй хуçа пулнине яланах палăртаççĕ.

Театр-концертсене, спорт ăмăртăвĕсене – публикăпа çыхăннă пур япалана та – килĕштереççĕ.

Лаша çулĕнче çуралнă çынсем питĕ паллă, мĕншĕн тесен вĕсем савăнăçлă, калаçма-хутшăнма юратаççĕ.

Юратура килĕшÿ тупма май паракан партнерсем – Йытă тата Тигр çулĕнче çуралнă çынсем.

Лаша çулĕнче çак паллă çынсем çуралнă, Нейл Армстронг, Роуэн Аткинсон, Сэмьюэл Беккет, Ингмар Берман,Леонард Бернстайн, Леонид Брежнев, Рейчел Вейх, Антонио Вивальди, Билли Грэм, Дженет Джексон, Боб Джелдоф, Джеймс Дин, Клинт Иствуд, Майкл Йорк, Эрик Кантона, Шон О» Коннери, Синди Кроуфорд, Пол Маккартни, Нельсон Мандела, Рембрандт, Анвар Саддат, лорд Сноудон, Барбара Стрейзанд, Майк Тайсон, Джон Траволта, Энди Уильямс, Владимир Ульянов /Ленин/, Элла Фицджеральд, Гаррисон Форд, Джимми Хендрикс, Никита Хрущев, Рита Хейуод, Джин Хекман, Гельмут Шмидт, Фредерик Шопен, Линда Эванс, Томас Алва Эдисон, Бриг Экланд.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.